Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çак эрнере «Сувар» корреспонденчĕсем Павлă чăвашĕсен ĕçĕ-хĕлне пĕлес терĕç, çак сăлтавпа Усăллă ял хутлăхĕн председателĕпе В.Н.Козловпа çыхăнчĕç. Çийĕнчех çапла тума тата тепĕр сăлтав та пулчĕ: 2008 çул вĕçĕнче, декабрьте, ТР Президенчĕн Указĕпе Виталий Николаевича ветерансен шутне кĕртсе Хусан 1000 çуллăхĕн медальне парса чысланă. Ăна ТР Патшалăх Канашĕн председателĕ Ф.Х.Мухаметшин Павлăра пĕтĕм халăх умĕнче панă. Ентешĕн ĕçне республика ертӳçисем çапла пысăка хурса хаклани чăннипех савăнтарать. Вĕсем кăна-и, Павлă районĕнчи чиркӳсене çĕнĕрен чĕртсе тăратма вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнăшăн аслă Патриархăмăр II Алексий ăна пĕлтĕр майăн 15-мĕшĕнче грамота парса тав тунă. Халăхăн ăс-хакăлпа йĕрке-тирпей пуянлăхне тавăрассишĕн, упраса хăварса малалла аталантарассишĕн халĕ те тăрăшать В.Козлов, Хусан тата Тутарстан архиепископĕ Анастасий халалĕпе «Голос личности» кĕнеке çырать. Кризиса пăхмасăр историпе документсем çинче никĕсленнĕ кĕнекене кăçалах, 2009 çулта, кун çути кăтартасшăн.
Виталий Николаевичран Павлă районĕнчи чăвашсем тăван чĕлхене, культурăна пысăка хурса хакланине те пĕлтĕмĕр. Тĕслĕхрен, нумай пулмасть кунта илемлĕ пултарулăх ушкăнĕсен отчет концерчĕ пулнă. Удмурт, вырăс, чăваш коллективĕсем концертра кашни хăйĕн пайне тăван чĕлхипе ертсе пычĕç. Çакă савăнтарать, мĕншĕн тесен халиччен икĕ-виçĕ тĕрлĕ наци çыннисем пĕр мероприятие хутшăнсан «пурте ăнланмалла», вырăсла ертсе пынă.
Халĕ Виталий Николаевич чăваш шкулĕсенче пулса отличниксен слетне (мартăн 25-мĕшĕнче Сиктĕрме-Хусанкайра пуçтарăнаççĕ) пултаруллă ачасене пухать. «Ачасем чăвашла тăрăшса вĕренеççĕ, савăнсах тăван чĕлхепе калаçаççĕ, тăван культурăпа интересленеççĕ», – хавхаланса каласа парать Виталий Николаевич. Апла пулин те пур енĕпе те ĕçсем пĕр тикĕс пымаççĕ иккен: 13 çул каялла уçăлнă вырсарни шкулĕ кал-кал ĕçленĕ ку таранччен, халĕ те аванах ĕçлет-ха вăл. Анчах кăçалтан ăна чăваш чĕлхи кружокĕ пек кăна хăварасшăн иккен. Сăлтавĕ? Тĕнчере, çĕршывра кризис пырать-çке, шкулшăн тăкакламалăх укçа-тенкĕ çителĕксĕр, кружока вара укçапа сахалрах пулăшсан та юрать…
 
: 1100, Хаçат: 11 (793)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: