Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çур аки кампанийĕ çитме шутлă кунсем кăна юлаççĕ. Мĕнле иртĕ вăл кăçал? Юлашки çулсенче ял хуçалăхне инвесторсем килнине пула улшăнусем куç умĕнчех. Халĕ вун-вун çул каяллахи пек çур аки те, тырçи те вăрăма тăсăлнине, хуçалăх ертӳçисем вăрлăх е удобрени шыраса хăшкăлнине кураймăн. Йăлтах хатĕр, ĕçле кăна. Инвестор укçана çилпе вĕçтерекенни мар, вăл хывнă укçаран темиçе хут ытларах тупăш илесшĕн.
Çĕрĕн хуçи тупăнни япăх мар-ха, анчах... Ял халăхĕн мĕнле пурăнмалла? Ара, агрофирмăна та, унăн филиалне те çынсем шутлă кăна кирлĕ вĕт. Çавăнпа та çур аки те, тырçи те ял халăхĕсĕрех иртет тесен те юрать-тĕр. Темиçе çул каяллахи пек кашни хуçалăхăн машина-трактор паркĕнче техника кĕрленине илтеймĕн халĕ. Агрофирмăна кĕрекен филиалсен хирне инвесторăн хăватлă тракторĕсем килеççĕ те темиçе сехетрех сухаласа каяççĕ. Вăт çапла вăл техника прогресĕ. Ахаль çыннăн шăпи вара кама питех интереслентерет?
«Золотой колос» агрофирмăна кĕрекен «Меми» филиалта (Кайпăç районĕ) та акă, мĕнпурĕ те 63 ĕç вырăнĕ кăна, унран та 5-шĕн валли сезон вăхăтĕнче кăна ĕç пур. Тăватă яла пĕрлештерекен ял хутлăхĕнче вара пурĕ 631 çын пурăнать. Вĕсенчен 220-шĕ – пенсионер, çула çитменнисем 150 яхăн тейĕпĕр, тепĕр 40 яхăнĕ шкулта, почтăра, медпунктпа ял хутлăхĕнче, ача садĕнче ĕçлет. 200 ытла вăй питти çын валли ĕç çук. Юрать-ха, хăшĕ-пĕрин валли «Золотой колос» агрофирмăра ĕç тупăннă, теприсем чукун çул слесарĕнче тăрăшаççĕ. Ыттисен ăçта каймалла тет-ха? Хусан, Ешĕлвар хулисем ытла аякра мар та, çамрăксем унти стройкăсене кайса ĕçлесе килеççĕ, вăр-вартараххисем ЛПХ программăпа техника туяннă та ялтах тупăш тума тăрăшаççĕ.
– Ялта пурнăç самай лайăхланчĕ, газ, телефон, асфальтлă çул кĕнĕ. Ĕç çукки кăна пĕтерет. Килĕрен темиçен ĕçсĕр ларакансем те пур,– каласа парать вырăнти ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Т.Токсарова.
Халăхĕ кахал тенине пĕлтермест, паллах, çакă. Вăхăчĕ çапларах, мĕншĕн тесен кашни хуçалăхра тенĕ пекех çакăн пек курăну. Апла-тăк юлашки темиçе çулта хуçалăха пĕр çамрăк специалист та таврăнманнинчен тĕлĕнме кирлех-ши? Ăçта ĕçлемелле-ха вĕсен? «Меми» филиалăн управляющийĕ В.Ворожейкин каланă тăрăх, вĕсен пурĕ те виçĕ ферма: Пăртасра – тынашкасем, Малаллара вăкăр пăрусем ӳстереççĕ, Кӳлпуçре сысна çăвăрлаттарса çурасене 40 килограмм таран ӳстереççĕ. Апачĕ лайăх пулнăран кăтартăвĕсем япăх мар. Ытларах вăкăр пăрусем ӳстерекен фермăра тăрăшакансен çитĕнĕвĕсем лайăх. Ферма заведующийĕ З.Шапеевăпа ун ĕçченĕсем питĕ тăрăшуллă пулнине кура вăкăр пăрусем талăкне вăтамран 1100 грамм ӳт хушаççĕ. Сысна ферминче кашни ама пуçне тивекен çурасен йышĕ – 8. Унта ĕçлекенсенчен чи пултаруллисене те асăнса хăварар, вĕсем: Н.Козинăпа Л.Рыбакова, Г.Шиховăпа Г.Горемыкина тата ферма заведующийĕ А.Токсаров.
Филиалăн усă куракан çĕрĕ 2217 гектар пулин те филиалта пурĕ те икĕ механизатор кăна. Н.Кудряшов МТЗ-80, Н.Ворожейкин ДТ-75-пе тăрăшать. Вĕсем иккĕшĕ те пысăк опытлă механизатор, Муса Джалиль ячĕллĕ колхозрах (хуçалăх хăçан-тăр çакăн пек ятлă пулнă) ĕçленĕ.
Пуç ыратăвĕ ĕç çукки кăна мар-ха, ял çыннин, ытти çулсенче сĕт сутса та пулин тупăш тума май пулнă пулсан, халĕ вăл та çук. Мĕншĕн тесен ял выльăхне хăрушă чир – лейкоз – пĕтерет.
– Кĕркунне ку чире пула ялти 40 ĕнене пусма тиврĕ. Çакăн хыççăн ĕне усрасси те кăшт шиклентерет. Мĕншĕн тесен ял хутлăхне кĕрекен тăватă ялта пурĕ те 144 ĕне-выльăх (вĕсенчен сăвăнаканнисем– 92) кăна юлчĕ, – каласа парать ял хутлăхĕн пуçлăхĕ.
Йывăр вăхăтра та выльăх усранă асатте-асаннесен пуçне тепĕр темиçе çултан ял çынни сĕт юр-варне лавккаран туянма тытăнать текен шухăш кĕмен те пуль. Кӳлпуçра вара лару-тăру хальлĕхе шăп çакăн пек. Ĕне вăл – ял çыннин дисциплини пулнă-çке-ха ĕлĕкрен, халĕ вара ăçта килсе тухатпăр капла? Ку лару-тăруран тухмалли пĕр çул кăна – ял çыннин пĕр хăй çине шанса çĕнĕлле пурăнма хăнăхасси.
 
: 1270, Хаçат: 11 (793)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: