ЕКАТЕРИНА
Грек чĕлхинчен «таса, çылăхсăр» тесе куçать.
Екатеринăсем вăйлă, тӳрĕ кăмăллă, хăйне шанакан çынсем. Чунри хитрелĕхне кирек кам та асăрхать. Ыттисем хăйсем çинчен мĕн шутлани питĕ пĕлтерĕшлĕ вĕсемшĕн, анчах çакна никам умĕнче те йышăнмаççĕ. Хăйсене юратни тепĕр чух канăçа çухаттарать. Вĕсем мĕнпе те пулин хăйсенчен иртсе каякана юратмаççĕ.
Екатеринăсем çемье çавăрма васкаканнисем мар. Хăйпе пĕр шухăшлă çынпа çеç пĕрлешеççĕ. Катьăсем фантазеркăсем. Астрологсене, экстрасенссене шанаççĕ. Çут çанталăк вĕсене тĕрлĕ талант парнеленĕ, анчах ку енсене аталантарсах каймаççĕ пулин те тăрăшулăхпа, хăюлăхпа пурнăçра çитĕнӳсем тăваççех.