Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ЮНЕСКО эксперчĕсем нумаях пулмасть çĕр çинчи çухалас хăрушлăхри чĕлхесен йышне чăваш чĕлхине те кĕртни, ман шутпа, мĕнпур чăваша хумхантармалла пек. Тепĕр тесен чĕлхемĕр пĕтет тесе калакансем йăхташсен хушшинче 1800-мĕш çулсен вĕçĕнче те тупăнкаланă-ха, анчах вĕсен йышĕ тĕнчипе те пӳрне хуçса шутламалăх кăна пулнă. Ыттисем асатте-асанне йăлисене тытса пынă, чĕлхе пуянлăхне ламран лама çитернĕ. Халĕ вара? Пытармăпăр, лару-тăру урăхларах. Ялсенче (хула пирки каламăпăр та) пурнăç парнеленĕ чи çывăх çынсене те чăвашла «атте-анне» мар, «мами-папи» теме тытăнтăмăр. Вăхăтĕнче калама çук пысăк нушапа уçнă шкулсенче халĕ учительсенчен нумайăшĕ ачасене куçран пăхса: «Сире чăваш чĕлхи мĕн тума кирлĕ?» – тесе калани пуçра та шăнăçмасть. Ачан мĕн тумалли юлать-ха капла? Паллах, тăван чĕлхерен писме.
Чăваш шкулĕсенче вĕренекен чăваш ачи тăван чĕлхене мар, тутар чĕлхине хăй ирĕкĕпе суйласа илнине мĕнле ăнланмалла тата? Кайпăç районĕнчи Кӳлпуç вăтам шкулĕнче шăпах çакăн пек тĕслĕхсем пĕрре мар пулнă-мĕн.
– Пирĕн классенче ачасем нумай мар, шкулта тутарсем те вĕренеççĕ. Апла пулин те вĕренӳ çулĕ пуçламăшĕнче: «Чăвашла кам вĕренесшĕн?» – тесе ыйтсан, чăваш ачисен хушшинче те алă çĕклекенсем сахал,– каласа парать Кӳлпуç шкулĕнче 18 çул чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Т.Ворожейкина. Пĕр шутласан, кунти ачасене ăнланма та пулать-тĕр-ха. Мĕншĕн тесен Кӳлпуç – районти пĕртен-пĕр чăваш ялĕ. Ачасен йăхташсемпе хутшăнма май çук: республикăри чăваш чĕлхипе литература олимпиадисене хутшăнтармаççĕ, П.Хусанкайăн çуралнă ялĕнче иртекен отличниксен слетне чĕнсен те ямаççĕ. Мĕн каламалли пур, инçех мар вырнаçнă Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушкине те пĕрре кăна кайса курнă та, Шупашкар пирки каламалли те çук. Юрать-ха, чăваш чĕлхине вĕрентекенсем тăрăшнипе ачасем хаçат-журнала чăвашлах вулаççĕ. Малашне ку та йывăрланĕ-ши? Ара, сехетсен йышне çулсерен чакараççĕ-çке. Тĕслĕхрен, 10-11-мĕш классенче пурĕ те эрнене 3 сехет кăна хăварнă. Юрать-ха, пуçламăш классенче сехетсем хальлĕхе çителĕклĕ. Анчах çитменлĕхсем унта та çук мар иккен, кăçал ача сахаллипе 1-мĕшпе (8 ача) 4-мĕш классене (5 ача), 2-мĕшпе 3-мĕш классене пĕрлештернĕ. Пĕр класа икĕ ӳсĕм ачине, уйрăмах 1-мĕшпе 4-мĕшсене, лартса вĕрентнин усси пирки калаçма кирлех-ши апла?
Заявка парсан, районти вĕрентӳ уйрăмĕ чăваш чĕлхипе литература кĕнекисемпе кирлĕ чухлех тивĕçтерет-ха, анчах çитменлĕхĕ шкул программине хатĕрлекенсенче те пур-мĕн. Татьяна Яковлевна каланă тăрăх, хальхи вĕрентӳ кĕнекисене чăваш драматургĕсене питĕ сахал кĕртнĕ, халăх сăмахлăхĕпе вара нимĕн те çук-мĕн.
– Пирĕн хамăрăн йăла-йĕркесене те манас килмест-çке. Ачасене тăван халăхăн культурипе паллаштармасан мĕнле-ха? Çавăнпа кăшт та пулин чăваш сăмахлăхĕ çине те тимлĕх уйăрма тăрăшатăп,– каласа парать Т.Ворожейкина.
Тăван чĕлхепе литература учителĕсем пуçарнипе шкул ачисем çулсерен Кăшарние уявлассине йăлана кĕртнĕ, шкулта «Халăх промысли» кружок йĕркеленĕ. Ачасем унта хушпу-тухья ăсталама вĕренеççĕ. Анчах шкулта ача шучĕ çулран çул чакать, пурри те тăван чĕлхене вĕренес темест пулсан учителĕн энтузиазмĕ кăна çителĕксĕр-çке-ха. Çакна пиртен кашни ăнланса илмесен тăван чĕлхен пуласлăхĕ çутă пуласси, чăнах та, иккĕлентерет.
 
: 1242, Хаçат: 10 (792), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: