Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.10.2020 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 750 - 752 мм, 5 - 7 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

 
Пĕчĕк пăрушкасене Зоя Николаевна Шапеева чухлĕ ăнланаканни Кӳлпуçре (Кайпăç районĕ) урăх çук-тăр. Пĕчĕк выльăхăн кăмăлне вăл сасăранах пĕлет-çке. Çавăнпах пуль ача пек ачашласа ӳстернĕскерсемпе уйрăлма вăхăт çитсен ассăн сывламасăр чăтаймасть. Ĕçе юратса пурнăçламасан пĕр вырăнта 20 çул ĕçлейĕн-и? Зоя Николаевна вара Малалла ялĕнчи фермăра шăп çавăн чухлĕ тăрăшать.
– Хăçан ĕçлеме тытăннине астумастăп та,– текелеме пăхрĕ хальхинче те вăл.
– Вун çиччĕре кăначчĕ-ха вăл ферма пырсан,– асаилӳ çăмхине сӳтме пулăшать унăн мăшăрĕ Владимир. Сăмах май, Шапеевсем иккĕшĕ те çак фермăра ĕçлеççĕ. Калас пулать, япăх мар. Ахальтен-им «Золотой колос» агрофирмăн «Меми» филиалĕн управляющийĕ Василий Ворожейкин хăйĕн ĕçченĕсем çинчен сăмах пуçарсанах чи малтан Шапеевсем çинчен калама тытăнчĕ. Вĕсем пăхакан вăкăр пăрусем талăкра вăтамран 1100 грамм ӳт хушаççĕ иккен. Сăпайлă чăваш хĕрарăмĕ вара хăй ĕçĕпе питех мухтанма васкамарĕ: «Апачĕ лайăх. Комбикорм, сенаж умĕнчен татăлмасть»,– теме пăхрĕ. Тĕрĕссипе, ĕçре пухнă пысăк опыт та юлашки вырăнта мар вĕт-ха. Апла пулин те кун çинчен пĕр сăмахпа та асăнмарĕ. Хăй ферма заведующийĕ, 100 яхăн пуç выльăхшăн явап тытнине хуçалăх пуçлăхĕ каламан пулсан, пĕлмесĕрех юлаттăм пуль.
Ял çыннишĕн ĕç çулталăк тăршшĕпех тăсăлать, хĕлле картари выльăха пăхмалла, çулла тата пахча ĕçĕ хушăнать. Шапеевсен те ку çаплах, вĕсен те пахчи те пĕчĕк мар, выльăх картиш тулли тата сахал-им хĕрарăмăн кил-тĕрĕшре ĕç, апла пулин те икĕ çухрăмри ялта вырнаçнă фермăна ирхине е кăнтăрла хыççăн кая юлса пыни е пачах кайманни пулман-ха хальччен. Лаша урапи е çуни çине ларса куллен ĕçе каякан мăшăра ял халăхĕ те курма хăнăхнă ĕнтĕ.
Ăçтан кăна ĕлкĕреççĕ-тĕр ку чăвашсем. Çемйи те пĕчĕкех мар-çке, мăшăрĕпе хăйсен виçĕ хĕрне тата шăллĕн ывăлне пăхса ӳстернĕ. Халĕ ачи-пăчисем ӳссе килтен саланнă ĕнтĕ, Галя Кайпăçра пурăнать, çемьеллĕ, хĕр ӳстерет, Светланăпа Наташа – хулара. Хăйсемпе хальлĕхе Алеша кăна пурăнать. Кĕркунне çартан таврăннăскер, вăл та хуланалла кайма хатĕрленет-мĕн, халĕ вара ашшĕ-амăшне кăшт та пулин çăмăлрах пултăр тесе ĕçре, килте пулăшать.
Юнашар тĕрев – мăшăрĕ, куç тулли пăхса савăнма ачисемпе пĕчĕк мăнукĕ пуррипе телейлĕ те Зоя Николаевна, пурнăçра унран хакли тата мĕн пултăр хĕрарăмшăн? Çавăнпа ылтăн-кĕмĕл çинчен пĕрре те ĕмĕтленмест вăл, пурăнма сывлăх пулсан, ĕçре укçине тӳлесен тата паллах, виçĕ хут туй кĕрлеттерсе кукамай-асанне ятне илтейсен ытти нимĕн те кирлĕ мар текелет çеç.
Пултаруллă Зоя Николаевнăна тата Тутарстанри мĕнпур чăваш хĕрарăмне çывхарса килекен çурхи уявпа – Мартăн 8-мĕшĕпе – чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсем пурнăçланма тата ăнăçу сунатпăр.
 
: 1204, Хаçат: 10 (792)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: