Хĕлле ял хуçалăх хирĕсем юрпа витĕнсе лăпкăн кăна канаççĕ, вăй пухаççĕ. Çуркунне вара, юр кайнă-кайман кунта симĕс курăк ешерет.
Çынсене те кантараççĕ.
Анчах та фермăра пĕрре те канма вăхăт çук. Хĕлле-и, çулла-и – ирхине виççĕ-тăваттăра тăрса мăйракаллисем патне васкамалла. Чĕлхесĕр янаварсене чуна парса пăхмалла: апат памалла, çумалла, сумалла. Мĕн тăвас тетĕн? Хула çыннисене çитермелле вĕт.
«Табар» ЯХП» тулли мар яваплăхлă общество ĕçченĕсем те ыттисем пекех хула çыннисем çинчен çĕрĕн-кунĕн шутлаççĕ.
Тĕп экономист Николай Хураськин каланă тăрăх хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх шучĕ сахал мар. Дояркăсем те вун пиллĕкрен ытла. Вĕсем пурте тăрăшса, чунне парса ĕçлеççĕ, паллах. Апла пулсан та хăшĕ-пĕри палăрмаллах уйрăлса тăрать. Тĕслĕхрен, 25 çул фермăра вăй хуракан Раиса Петрова çулталăкра пĕр ĕне пуçне 800 килограмм сĕт суса илет, Светлана Волкова та 16 çул ĕнесемпе туслă. Вăл сĕт суса илессипе хуçалăхра чи малта пырать. Пĕр ĕнерен 833 килограмм суса илме пултарнă. Елена Чернова та 25 çул хушши пурнăçне фермăпа çыхăнтарнă. Сысна фермин заведующийĕ пулса 20 çул ĕçленĕ. Ĕнесем патне вара пилĕк çул каялла килме шутланă.
– Эпĕ тахçантанпах ĕнтĕ дояркăсене ăмсанаттăмччĕ. Укçа илнĕ чухне суммине кураттăмччĕ те тĕлĕнеттĕмччĕ. Эпĕ заведующи пулса та вĕсенни чухлĕ мар, çуррине те илмен. Халĕ вара савăнсах ĕне сăватăп. Пенсие тухма та виçĕ çул кăна юлчĕ. Ĕçленине кура хуть укçине илетпĕр, пенси укçи те пĕчĕк пулмĕ тесе шутлатăп, – тет Елена Васильевна.
Вĕсем виççĕшĕ те ĕçлес енĕпе пĕр танпа пĕрех пыраççĕ. Кашнин çирĕм пĕршер ĕне. Вăт, ăмăртмалла хуçалăха çĕклеççĕ. Хула халăхне сĕт-çу çитереççĕ.
Пăру пăхакансем те çĕрне-кунне пĕлмеççĕ темелле. Çирĕм куна çитиччен пĕчĕк пăрусене Раиса Сусарина ӳстерет. Çут тĕнчене 30 килограмлă виçепе килнĕ пăру çирĕм кун хушшинче 45-46 килограма çитет. Витере 50-60 пăруран кая мар. Унтан çак пăрусем Валентина Гаврилова аллине куçаççĕ. Валентина Дмитриевна вĕсене питĕ тутлă çитерет, талăкра 770 грамм таранччен самăртать. Пăрусене икĕ уйăх пăхать те Венера Антоновăпа Алена Афанасьева патне ярать. Вĕсем те апата шеллемеççĕ, тына-пăрусем татах талăкра 800 яхăн грамм таранччен ӳсеççĕ.
Çапла алăран-алла куçса, кашни хуçан кăмăлĕпе, чунĕпе çитĕнеççĕ хайхискерсем.
– Ĕçленине кура хастарсен кĕсйине укçа та аванах кĕрет пуль? – ыйтрăм эпĕ Николай Михайловичран.
– Паянхи кун 52 процент укçапа паратпăр, ыттине вара кам тырăпа илет, кам сурăхпа, – тĕрĕсне каларĕ укçа хуçи.
– Хĕрарăмсене мартăн 8-мĕшĕпе мĕнлерех саламласшăн вара?
– М-м-м...
– Кашни çул чей ĕçтеретчĕç-ха. Парне те памасăр хăварман. Кăçал та кĕтетпĕр, – терĕç пĕр харăс малта пыракан дояркăсем.
«Сувар» хаçат та ăшшăн саламлать сире, хисеплĕ хĕрарăмсем! Ывăнмасăр ĕçлеме сывлăх та вăй-хал сунать.
![]() |