Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (11.12.2019 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстанри Çарăмсан тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ чи сумлă ентешĕмĕр Порфирий Васильевич Афанасьев кам пулнине ыйтма кирлех те мар пуль паян, ăна пĕлмен чăваш çук тĕнчере. Ун пирки чăваш литературинче П.Хусанкай пекех йĕр хăварнă сӳнми çăлтăр тесен пĕрре те йăнăш мар: тĕрлĕ жанрпа çыракан поэт, прозаик, куçаруçă. Пурнăçăн анлă сукмакĕпе сулмаклăн утакан Порфирий Васильевичăн литературăри çитĕнĕвĕ капашсăр пысăк, вăл – чăвашла, вырăсла, тутарла тухнă 20 кĕнекен авторĕ (чи паллисем: «Чун çути», «Пурăн, юрату», «Сан ятупа», «Хĕвел хапхи», «Юрату çĕршывĕ»), тĕнче, вырăс классикине (В.Шекспира, Г.Лоркăна, Ф.Достоевские, М.Шолохова, Л.Андреева, Л.Леонова, В.Распутинпа В.Ежова), Библири Ветхий Заветăн 15 кĕнекине, ют çĕршыври халăхсен сăввисене чăвашла куçараканĕ. Хисеплĕ ятсем те сахал мар унăн: «Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ», «Чăваш Республикин халăх поэчĕ», Çеçпĕл Мишши, Трубина Мархви, Иван Яковлев, Фатых Карим ячĕллĕ литература премийĕсен тата Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ. Хисеплĕ ентешĕмĕр кăçал хăйĕн сумлă юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа юбилярпа эпир те тĕл пулас терĕмĕр.
– Порфирий Васильевич, сирĕн кăçал юбилей, 65 тултартăр. Утса тухнă çула çаврăнса пăхса мĕн каланă пулăттăр?
– Хама пĕрре те 65 çул пурăннă тесе калас килмест, паллах. Христос чунĕ кашнинче юлать теççĕ вĕт. Ăна 33-ре пăталанă, чунĕ вара 33-ри пек юлнă. Çын та хăть 65-ре, хăть 90-ра пулсан та чунпа çамрăк. Эпĕ те çаплах. Тата çакна та палăртмалла: Тутарстанран тăватă чăваш халăх поэчĕ тухнă. Çулпа эпĕ пуринчен те иртсе кайрăм, вĕсенчен пĕри те 64 çул тултарайман вĕт. Хусанкай шайнех çитеймесен те пултарулăх енĕпе вĕсем патне çывхарасчĕ тетĕп.
– Тăван чĕлхен илемне туйма кам хăнăхтарчĕ, йăхра сăмах ăстисем тата та пулнă-и?
– Литература анинче 3-4-мĕш классенчех пĕрремĕш утăмсем тунă эпĕ, Хусанта тухса тăракан «Хĕрлĕ ялав» хаçата сăввăмсене, пĕчĕк калавсене ярса тăраттăм, пичетлетчĕç. Паллах, ун чух хама поэт, çыравçă пулатăп тесе пĕрре те шутламан. Çырас кăмăл манăн яланах пысăкчĕ. Çав хĕме чĕртсе, çунтарса тăракансем – учительсем пулнă тата аттепе анне. Вĕсем манăн иккĕшĕ те юрлама ăстаччĕ. Шкулта Мария Харитоновна Емендеева учительница питĕ пулăшрĕ. 5-6-мĕш классенче Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи (Çарăмсан районĕ) вăтам шкулта вĕреннĕ чухне алăпа çырса «Çăлтăр» литература журналĕ кăлараттăмăр. Хăшĕ сăвă, хăшĕ пĕчĕк тĕрленчĕк, колхоза кĕл, тислĕк пухса пулăшни çинчен хыпарлатчĕ, эпĕ те калав, пĕчĕк пьесăсем çыркалаттăм. Çав журнал çулталăка пĕрре е иккĕ тухатчĕ. Журналта тухнине ытти шкул ачисем те вулатчĕç, çакă тата хавхалантарчĕ. Кайран 7-8-мĕш классенче вырăнти «По ленинскому пути» (халĕ «Наш Черемшан») райхаçата вырăсла çырма пуçларăм. Пичетленнĕ статьясене курсан тата хавхаланаттăм. Ачалăхри тепĕр самант та асран тухмасть. Эпĕ 3-мĕш класра вĕреннĕ чухне П.Хусанкая пĕр кĕнекине ярса пама ыйтса çыру янăччĕ. Паллах, поэтăн ун чух вăхăчĕ пулман ĕнтĕ. Эпĕ кĕнекене кĕтсе илеймерĕм. Анчах манăн çыру унăн архивĕнче паянхи кун та упранать теççĕ, чăн та, хам курман ăна.
– Çапах та Петĕр Хусанкай сире пил панах-çке.
– Вăл кăшт каярах, Хусанта пединститутра вĕреннĕ вăхăтра 1960-мĕш çулсен пуçламăшĕнче пулчĕ. Бауман урамĕнчи 19-мĕш çуртра пичет çурчĕ вырнаçнăччĕ, çавăнта пĕчĕк зал пурччĕ. Чăваш писателĕсем килкелесех тăратчĕç унта. Пĕррехинче Петĕр Хусанкай мана та: «Афанасьев Пурхиле пурнăçпа телей пиллетĕп» тесе пĕр кĕнекине парнелерĕ. Ăна эпĕ паянхи кунччен упратăп. Çавăн чухне 7-8 писательпе поэт семинар ирттерчĕç. «Хĕрлĕ ялав» хаçат çумĕнче В.Юдин ертсе пыракан литпĕрлешӳре тăракан çамрăк çыравçăсен ĕçне хакларĕç. Çавăнта халăх поэчĕ А.Алга ман сăвăсене вуласа хăйĕн шухăшне пĕлтермеллеччĕ. Анчах вăл сасартăк чирлесе ӳкрĕ те тăрайми выртрĕ. Мĕн тумалла? Хам пăшăрханăва В.Юдина пĕлтертĕм. Вăл: «Хусанкайпа калаçăп»,– тесе мана лăплантарчĕ. Ак хайхи, чăнах та Петр Петрович манăн 4-5 сăвва вуланă та ырланă. Хулари пĕр Культура керменĕнче поэзи каçĕ пулчĕ. Аслă поэтсемпе пĕрле пире те, лайăхрах çыракан çамрăк поэтсене, сцена çине кăларчĕç. Хусанкай мана «Мунча» ятлă сăввăма вулама хушрĕ. Трибуна умне тухса: «Мунча», – терĕм кăна залри халăх ахăлтатса кулса ячĕ. Эпĕ çухалса кайрăм, мĕн тумалла? Тармалла е каялла кĕрсе каймалла? Хусанкай ман çине пăхрĕ те: «Сăмсуна çӳлерех çĕкле, сăвву лайăх, шăрантар та шăрантар»,– терĕ. Çакăн хыççăн эпĕ тата хавхаланса ытларах та ытларах çырма пуçларăм. Поэма та çыртăм. Нурлатри «Туслăх» райхаçатра та пичетленнĕччĕ.
– Такăнмасăр утма вĕренеймĕн теççĕ ваттисем, пурнăçра такăннă самантсем пулнă-и?
– Пысăках мар йăнăшсем пулкаланă ĕнтĕ. Шкулта хама тытма пĕлменнишĕн учительсем хытă вăрçатчĕç. Хусанта вĕреннĕ вăхăтра хама пит ирĕклĕрех туйрăм пуль, унта та йăнăшсем пулкаларĕç. Ну, кайран 24-25-сене çитнĕ тĕле ĕни пусса çитерчĕ пулмалла. Çемье çавăрсан йăнăшсем тума юрамасть вĕт. Шупашкара куçнă хыççăн (кунта пурăнма тытăнни кăçал сентябрьте 40 çул çитет) тав Турра, пурнăç пĕр тикĕссĕн шурĕ. Карьера пусмипе те лайăхах хăпартăм.
– Эппин, Чăваш çĕршывĕ сирĕншĕн хăйĕн хӳттине илсе вăй парса тăраканĕ вырăнĕнчех.
– Шупашкар, Чăваш Ен манăн пурнăçра питĕ пысăк вырăн йышăнать. Кунти «Коммунизм ялавĕ» хаçатра кĕçĕн литсотрудникран пай пуçлăхне çитрĕм. Мускаври партин аслă шкулне, журналистика уйрăмне пĕтертĕм. Ун чухне республикăран икĕ çулта пĕр çынна çак шкула вĕренме яратчĕç. Филолог пĕлĕвĕ пурччĕ ĕнтĕ манăн, кунта журналистика ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсене вĕрентĕм. Мускавра икĕ çул пурăнни хăй пĕр университет, унти театрсемпе литераторсен çуртĕнче паллă çынсене курни, итлени, вĕсемпе хутшăнни маншăн тепĕр аслă шкул пулчĕ. Ун хыççăн манăн хайлавсене Мускавра та пичетлеме тытăнчĕç. Шупашкара таврăнсан «Хатĕр пул» журнала уçма тиврĕ, унăн тĕп редакторне çирĕплетрĕç. Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ те турĕç. Унтан Чăваш Писательсен союзĕн правленийĕн ертӳçи пулса çĕршывăн чи йывăр 90-мĕш çулсен вăхăтĕнче пилĕк çул ĕçлеме тиврĕ. Паллă ентеш С.Ислюков тивĕçлĕ канăва тухсан ун вырăнне ЧР Мире хӳтĕлекен комитечĕн тата Раççей мир фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертӳçи пулма ултă çынран мана суйларĕç. Пилĕк çул ĕçлерĕм ку ĕçре. Ун хыççăн Чăвашрадион тĕп редакторне, каярах тата пилĕк çул Чăваш Республикин пичетпе информаци комитечĕн (халĕ министерство. – Авт.) председателĕн çумĕнче ĕçлерĕм.
– Порфирий Васильевич, эсир поэт, çыравçă, журналист, куçаруçă, вăхăтĕнче чиновник та пулнă. Çаксенчен хăшĕ чуна çывăххи?
– Çыравçă ĕçĕ. Кĕнеке кăларас пулсан, хальччен мĕн çырни темиçе кĕнекене те çитет. Тĕрлĕ жанрпа çырнă эпĕ: проза, сăвăсем, балладăсемпе поэмăсем... Куçарусем те нумай. В.Катаевăн эпĕ куçарнă «Квадратура круга» («Ăнсăртран авлансан») пьесин премьери К.Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕнче апрель уйăхĕнче пулчĕ. Ăна СССР халăх артисчĕ В.Яковлев лартрĕ. Сăмах май, ку театр сцени çинче 5-6 çул манăн «Сан ятупа» сăвăлла трагедие кăтартрĕç. Театрсем валли эпĕ 11 пьеса куçарнă, вĕсен шутĕнче В.Шекспирăн «Виндзорские проказницы» («Ашкăнчăк инкесем»), М.Шолоховăн «Тихий Дон» («Лăпкă Дон») тата ытти те.
– Шедевр хыççăн шедевр хайлама мĕн хавхалантарать сире?
– Францин пĕр писателĕ: «Раньше я жил, чтобы писать, а теперь пишу, чтобы жить»,– тенĕ. Ĕлĕк эпĕ те çаплаччĕ, сăвăсемшĕн, калавсемшĕн пурăнаттăм. Халĕ пурнăç йывăрланса çитнипе çыру ĕçĕ мана, çемьене тăрантарать. Çавăнпа хам кăмăллакан темăпа мар, театрăн тата ыттисен заказĕпе ытларах ĕçлеме тивет. Кĕнеке издательствине ача-пăча кĕнекисем кирлĕ. Сăвăсене пачах пичетлеме пăрахрĕç, журналсем те ыйтмаççĕ.
– Хальхи вăхăтра мĕн çыратăр?
– «Тутарстан чăвашĕсем» кĕнекене кăларма питĕ хавхаланса ĕçлерĕмĕр. Ун хыççăнах Писательсен союзĕ, Культура министерстви ыйтнипе «Писатели Чувашии» библиографи справочникĕ кăлартăм. Халĕ хамăн публицистикăна пуçтарса, пурнăç çинчен, пурнăç çине философилле пăхнине, нумай чăтса ирттернĕ кунсен аса илĕвне, К.Иванов, Çеçпĕл Мишши, П.Хусанкай пултарулăхĕсене хакланине, унта кăштах литературоведенипе, литература критикин ыйтăвĕсене кĕртсе кĕнеке кăларас тĕтĕп.
– Мĕнле тематикăпа çырма ытларах кăмăллатăр?
– Эпĕ ял çынни. Çавăнпа та мана ял çыннин чунĕ, кăмăлĕ, тĕрĕслĕхе хаклама пĕлни темрен те хаклă. В.Шукшин, В.Распутин пекех эпĕ те ял пурнăçне сăнлама юрататăп. Шупашкарта пурăнакан Тутарстан чăвашĕсен «Пăлхар» ентешлĕхĕн ертӳçи Н.Ф.Угаслов пек пултаруллă çынсем çинчен те çырма кăмăллатăп. Вĕсем наука çыннисем-и, строительсем-и – пĕлтерĕшлех мар. Чи кирли – чунпа мĕнле çын пулни. Вĕсен çак енне уçса пама тăрăшатăп.
– Порфирий Васильевич, сирĕн пултарулăха хакласа чĕмпĕрсем – И.Яковлев, пушкăртсем Ф.Карим ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ ятне панă, Чăваш Ен пирки каламастăп та, унта хисеплĕ ятсен шучĕ те çук. Çуралса ӳснĕ тăван республика, Тутарстан, хальччен те сирĕн литературăри çитĕнĕвĕре курмăш пулни кӳрентермест-и?
– Эпĕ премишĕн ĕçлемен, ĕçлеместĕп те. Тутарстан мана нимĕнле преми те паманнине урăхла ăнланатăп: вăл манран çирĕп ыйтать, апла манăн тата тăрăшарах ĕçлемелле.
– Этем ĕмĕтсĕр пурăнмасть, эсир мĕн çинчен ĕмĕтленетĕр?
– Ытла ватăлса кайиччен хамăн çырнисен пуххине, сăвăсене, прозăна тата публицистикăна уйрăмшар кĕнекен кăларма ĕлкĕресчĕ.
– Сумлă юбилей ячĕпе суварçăсен, хамăр вулакансен ятĕнчен тепĕр хут саламлатпăр, çирĕп сывлăх, пултарулăх анинче çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнӳсем тума сунатпăр, нумай-нумай произведенисем çырса пире тата та савăнтарасса иккĕленместпĕр.
 
: 2313, Хаçат: 27 (705), Категори: Чăвашăн сумлă çыннисем

Комментарисем:

Чаваш (2007-11-24 14:55:56):
П.Афанасьев чаплă поэт пулсасăн питĕ паккăç çын!

Susmet (2007-11-26 16:34:44):
Мĕн енчен паккăç вара?

Чаваш (2007-12-03 18:52:00):
Хăйĕн ентешсене сутать,çавăнпа! Пулăшма май пур чухне пулăшмаç, хирĕç каять!

Чӑвашлӑх шыравҫи (2007-12-12 20:39:55):
Эпӗ Порффирӗй Аффанасјĕва вуласа кајман - ун инттереслӗ хайлавӗсем пур-и - е јăлтах ял ҫынни тӳрӗлӗхӗ пирки? "Кивӗ халал" куҫарӑвне туянса, е таҫта вуласа пӑхма пулать-и?

Эпир Чӑвашсем пустуй Франццй, Шукшйн сӑмахсемпе перкелешме юратнӑ тујӑнать вара - кирли ҫинчен - кӗнеки мӗнле тиражпа тухни, ӑҫта сутӑнни ҫинчен, мӗн ҫинченнине каламастпӑр - ҫавӑнпа чӑвашлӑх никама кирлӗ пулман мулпа пуҫ тӳпи хуплансах - ҫӗрет!


Чӑвашлӑх шыравҫи (2007-12-12 20:41:13):
Пӗр илемлӗ, анчах ниме тӑман сӑвви кунта пур: http://vulacv.blogspot.com/2007/04/kml-svvi-porffirj-affanasjf.html

Константин Малышев (2007-12-17 20:44:17):
Эсир чăвашсемшĕн çавăн чухлĕ нумай усă тунă çын çинчен калама ун пек мĕнле хăятăр? Çынна вăрçасси - чи çăмăлли. Ун пек пĕр вăтанмасăр айăплатăр пулсан, хăвăр питре тата ятра кăтартма ан вăтанăр. Вăл "Тутарстан чăвашĕсем" кĕнекен авторĕсенчен пĕри. Хакламалăх пур ку ĕçе

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: