Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (20.09.2020 21:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 746 - 748 мм, 6 - 8 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ку вĕренӳ çулĕнче чăваш чĕлхипе тата литературипе республикăри олимпиада декабрь вĕçĕнче иртрĕ. Чăваш шкулĕсенче вĕренекенсем унта кашнинчех тарăн пĕлӳ кăтартаççĕ. 9, 10 тата 11 классен вĕренекенĕсем кашни хăйĕн класĕ хушшинче тупăшрĕ.
10 классем хушшинче хальхинче Аксу районĕнчи Кивĕ Ӳсел шкулĕнче пĕлӳ илекен Алина Айдовăна çитекен пулмарĕ. Вăл пухма май пур 50 балран 39-шне пухма пултарчĕ.
Алина çав тери пултаруллă хĕр ача, вăл мĕн пĕрремĕш класран пуçласах «пиллĕксемпе» вĕренет. Учительсем те ырлаççĕ кăна Алинăна. Тăваттăмĕш класран пуçласа хĕр ача олимпиадăсене хутшăнать. Халиччен вăл районти олимпиадăсене пур предметпа тенĕ пекех хутшăннă, малти вырăнсем йышăннă. Ку вĕренӳ çулĕнче пуçласа республика олимпиадине хутшăнчĕ те тӳрех пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Хаçата пичете хатĕрленĕ вăхăтра тепĕр ырă хыпар çитрĕ: Алина Айдова Шупашкарта çак кунсенче иртнĕ Пĕтĕм Раççей шайĕнчи чăваш чĕлхипе литература олимпиадинче иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
Алина пушă вăхăтра вулама, юрă-кĕвĕ итлеме, ташлама кăмăллать. Хальхи ытти çамрăксем пекех интернетпа та туслă вăл. Хĕр ăна кам-тăр мĕн-тĕр туса парасса кĕтсе лармасть, пур ĕçе те хăй вăйĕпе, ăсĕпе пурнăçлама тăрăшать.
Алинăн шучĕпе, çын хăйĕн тăван чĕлхине, йăли-йĕркипе культурине, историне пĕлсен кăна чăннипех те пуян пулма пултарать. Вăл хăй хăш халăх хĕрĕ пулнине шăпа ăна хуть ăçта илсе çитерсен те манмĕ, мăнаçланĕ кăна. Эпир те ăнăçу кăна сунатпăр сана, Алина! Шкула ылтăн медальпе пĕтерме сунатпăр.
 
: 1171, Хаçат: 9 (791), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: