Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хусанта чăвашсене кашни утăмрах тĕл пулма пулать. Вĕрентӳ учрежденийĕсене кăна илер. Кашнинче, уйрăмах институтсемпе университетсенче, хамăр халăхăн ывăлĕ-хĕрĕсем аслă пĕлӳ илеççĕ. Пĕрер кăна та мар, кашни факультетра темиçе тупăнать.
Хусанти патшалăх культурăпа искусствăсен университетне илес пулсан, унта кашни районтан тенĕ пек килнĕ хĕрсемпе каччăсене тĕл пулса паллашма пулать.
Паян эпир Ангелина Кузнецовăпа паллашатпăр. Ангелина Çĕпрел районне кĕрекен Чăваш Çĕпрел ялĕнче çуралса ӳснĕ. Унпа «Сувар» вулаканĕсем иртнĕ çулсенчех паллашнă теме пулать. Мĕншĕн тесен Ангелина çырнă сăвăсем «Çунатлă çамрăклăх» хушма хаçатра пĕрре мар пичетленнĕ. Шкулта та вăл лайăх паллăсемпе çеç вĕренннĕ. Ташлама, юрлама та питĕ ăста. Районта иртекен творчествăлла отчет концерчĕсене яланах хаваспа хутшăннă.
Паян вăл асăннă университетра, социаллă культура ĕçĕ-хĕлĕн факультетĕнче вĕренет. Хальлĕхе пĕрремĕш курсра кăна пулсан та: «Эпĕ педагог тата психолог пулатăп», – тет.
– Вĕренме кĕме йывăр пулмарĕ-и? – кăсăкланатăп.
– Вĕренме тесе документсене эпĕ апрелĕн 5-мĕшĕнче, хамăн çуралнă кунра кайса патăм. Телейлĕ кун пулчĕ вăл маншăн. Çитменнине тата общество предмечĕпе çеç экзамен тытмалла пулчĕ. Вырăс чĕлхине вара шкулта ППЭ панипе çырлахрĕç.
– Мĕнле майпа кунта вĕренме шутларăн?
– Манăн анне Зоя Михайловна та кунтах вĕренннĕ, библиотекарь дипломне илнĕ. Халĕ вăл район библиотекинче ĕçлет. Вăл мана çав институт (ун чухне институт пулнă-ха) çинчен те, студент пурнăçĕ çинчен те питĕ интереслĕ каласа паратчĕ. Çавăнпа та эпĕ мĕн пĕчĕкренех çавăнта вĕренме ĕмĕтленнĕ.
– Вĕренсе пĕтерсен ăçталла çул тытасшăн? Паллă-и?
– Хальлĕхе нимĕн те калама çук. Ку ушкăн халиччен пулман, кăçалтан тин пуçласа вĕренетпĕр. Çавăнпа та направленипе ярасси çинчен те калаçаççĕ. Ун пек пулсан ăçта яраççĕ, çавăнта каятăп, паллах.
– Ташлама, юрлама та вĕрентеççĕ-и?
– Ятарласа вĕрентмеççĕ. Анчах та укçа тӳлесе вĕренме юрать. Эпĕ хаваспах çавăнта çӳретĕп. Шкулта вĕреннĕ чухне ташланипе танлаштарсан, халĕ чăн-чăн профессионала çавăраççĕ пире.
– Яла, тăван килне яланах çӳретĕн-и? Вăхăт тупăнать-и?
– Уйăхне пĕрре те пулсан кайма тăрăшатăп ĕнтĕ. Шăматкунсенче те вĕреннипе пушă вăхăт çукпа пĕрех.
– Тен, ялта савнийĕ те тунсăхлать, чăтăмсăр кĕтсе тăрать?
– Ялта савнийĕм çук, кунта вара юлташăм пур. Мана унпа питĕ çăмăл. Вăл Хусан çынни пулнипе те-и, эпир çитмен, курман вырăн çук темелле.
Ангелина çаплах питĕ тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме пĕлет. Хваттерте тăракан хуçа та унран пĕçерме вĕренет иккен.
– Мĕншĕн хваттерте пурăнатăн? Общежитире япăх-и?
– Унта вырăн çук теççĕ. Тен, çине тăнă пулсан тупма та пулĕччĕ? Кунта вара..., тĕрĕссипе каласан, эпир Любовь Александровнăпа питĕ килĕштерсе пурăнатпăр. Çитменнине тата вăл чăваш та-ха. Хамăр çын.
Çапла, паянхи Ангелинăна тата тăватă çултан, тен, паллама та пулмĕ? Хула çыннине çаврăнса, аслă класлă психолог пулса тăрасси куçкĕретех.
 
: 1132, Хаçат: 9 (791), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: