Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 755 - 757 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Хусанта ачасен пукане театрĕ пурри çинчен «Сувар» вулаканĕсем питĕ лайăх пĕлеççĕ. Пуканесемпе выляттараканĕ, Валентина Сильвестровна Бисякова пьесăсене хăех çырать. Ачасен кăмăлĕсене, сассисене, пултарулăхĕсене пĕлсе шăрçалать вăл. Унтан вара халапсене халăх умне кăларать. Питĕ чаплă пулса тухать, ытти театрсем айккинче тăччăр.
Кăçал Валентина Сильвестровна тăрăшнипе тата ырă çынсем пулăшнипе «М.Н.Юхма ячĕллĕ «Теремок» ачасен пукане театрĕ» (Детский Театр кукол «Теремок» имени М.Н.Юхмы) пысăках мар кĕнеке тухрĕ.
Кĕнекере Хусанта «Теремок» пукане театрĕ пуçланса кайни çинчен çырса кăтартнă. Театр паянхи кун хулари тĕрлĕ наци ачисен центрĕ пулса тăрать. Кунта тĕрлĕ çулхи ачасем чăвашсен, вырăссен тата тутарсен драматургĕсен пьесисем тăрăх ĕçлеççĕ.
Çаплах кĕнекере Чăваш Енĕн халăх çыравçи, ТР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Юхма Мишши тата театр ертӳçи Валентина Бисякова çырнă «Юрату илемĕ» çĕнĕ пьеса вырăсла тата чăвашла пичетленнĕ.
Пьесăна шăп та ачасем валли çырнă. Ĕç-хĕл вăрманта пулса иртет. Кунта чечексем, йывăçсем, юмахри сăнарсем выляççĕ.
Кĕнекене çаплах сцена çинчи самантсен хитре сăнӳкерчĕкĕсем пуянлатаççĕ.
«Сувар» редакцийĕ Валентина Бисяковăна пĕрремĕш кĕнеки кун çути курнă ятпа чĕререн саламлать. Малашне те кĕнекесем кăларма хавхалану, сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунать.
 
: 1172, Хаçат: 9 (791), Категори: Калем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: