Ольга Илларионовăна Теччĕ районĕнчи Йӳккел ялĕнче амăшĕпе кукашшĕ пăхса ӳстернĕ. В.Е.Артюшкин (кукашшĕ) 1930-мĕш çулсенче репрессие лекнĕ. Кайран ăна тӳрре кăларнă пулин те çемье чылай вăхăт ура çине тăрайман. Хĕр ача пур ĕçре те амăшне, Анастасия Васильевнăна, пулăшма тăрăшнă, ашшĕсĕр ӳсекенскер, хăйсене еплерех йывăр килнине ăнланнă вăл. Çав вăхăтрах шкулта та малтисен ретĕнче пулнă. Сакăр çул вĕренмелли шкултан «питĕ лайăх» паллăсемпе вĕренсе тухсан Теччĕри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Диплом илсен Хусанти пединститута куçăн мар майпа вĕренме кĕнĕ, хăй вара Çармăсри сакăр çул вĕренмелли шкулта ĕçе пуçăннă. Кунтах шанчăклă, ĕçчен каччăпа Петрпа пĕрлешсе çемье çавăрнă.
Ольга Михайловна пединститутран вĕренсе тухсан Илларионовсем Теччĕ хулине куçнă: Петр токарь-слесарь ĕçне кӳлĕннĕ, Ольга – ача сачĕн воспитательне. Кĕçех вĕсен Ксения хĕрĕ çуралнă. Нумай та вăхăт иртмен, Ольга Михайловнăна РОНОна куçарнă. Кунта унăн нумай енлĕ таланчĕ, организатор пултарулăхĕ уççăнах курăннă. Çавăнпах та пулĕ, 1994 çулта Ольга Илларионовăна Социаллă хӳтлĕх управленийĕн начальникĕ пулма лартнă. Питĕ яваплă ĕç. Кунта пăшăрханмаллисем те, хута кĕмеллисем те, пулăшмаллисем те пайтах, час-часах мар пулин те савăнăçĕ те тупăнать. 1994 çулта районти социаллă хӳтлĕх тата социаллă пулăшу уйрăмĕн никĕсĕ çинче килĕрен социаллă пулăшу парассипе уйрăм уçăлнă. Питĕ ăнăçлă пулнă ку пуçару, 1995 çулта январьте тата тепĕр уйрăм уçăлать, хальхинче ялсенчи пăхаканĕсемсĕр юлнă пенсионерсене килĕрен пулăшу парассипе. Ольга Михайловнăна çак ĕçре педагогика опычĕ, çирĕп кăмăл, ăс-хакăл енчен вăйлă пулни, çынпа виçеллĕ калаçма пĕлни тата хăй умне лартнă тĕллеве пурнăçлама хевте çитерни пулăшать. Вăл ĕçĕнче районти халăха пулăшма çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсемпе усă курма ăнтăлать. Çавăнпах ытти вырăнсенчи ĕçтешĕсен опычĕпе интересленсех тăрать. Хăйĕн пĕлĕвне ӳстерме иккĕмĕш аслă шкултан социаллă-юридици енĕпе вĕренсе тухнă.
Теччĕри социаллă хӳтлĕх управленийĕн тимлĕхĕнче паянхи кун ватăсемпе инвалидсен Теччĕри 60 вырăнлă интернат-çурчĕ, материаллă пулăшу уйрăмĕ, «Чĕкеç» ача-пăча приючĕ. Нумай ырă ĕç тунă Ольга Михайловна çынсемшĕн. Çакă пĕр ахаль иртмен, халăхра «ырра ырăпа тавăраççĕ» теççĕ. 2002 çулта Ольга Илларионовăна «Тутарстан Республикин социаллă хӳтлĕх парассин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят, çав çулах «Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçне ирттерес ĕçре палăрнăшăн» медаль тата 2003 çулта Тутарстан Республикин «Ĕç ветеранĕ» ят парса чысланă.
Кăçал районти социаллă хӳтлĕх ĕçченĕсем июнĕн 23-мĕшĕнче хăйсен професси уявне (шăп О.М.Илларионова çуралнă кун) палăртма пухăнсан ТР социаллă хӳтлĕх министрĕн çумĕ В.Б.Паймухин Ольга Михайловнăна юбилейпе саламласа Саламлă çуру пачĕ.
Социаллă хӳтлĕх управленийĕн начальникĕн ĕçĕ талăкĕ-талăкĕпе пĕр чарăнмасăр пырать пулин те Ольга Михайловна çемйи валли те вăхăт тупать. Вĕсем Петр Ивановичпа икĕ ача пăхса çитĕнтернĕ. Ксюшăпа Владимир ашшĕ-амăшĕ пекех ăслă, пултаруллă, ырă кăмăллă. Иккĕшĕ те шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Аслă шкул хыççăн Ксения Хусанта пĕр фирмăра тĕп бухгалтер çумĕ пулса ĕçлет, Володя Хусан патшалăх техника университетĕнче вĕренет.
Ольга Илларионова хăйĕн ăру тымарĕсене те манмасть, чăваш çемйинче çуралса ӳснĕскер, нумай нациллĕ районта наци туйăмне çухатман вăл. Вырăнти Чăваш наципе культура центрĕн хастарĕ, ревизи комиссийĕн председателĕн ĕçне те вăлах илсе пырать.
