Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (09.12.2019 15:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 753 - 755 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Суя укçа çапни экономикăна сăтăр кӳрекен пысăк преступлени пулнине пăхмасăр çак ĕçпе аппаланакансем, уйрăмах юлашки пилĕк çулта, çителĕклех. 2008 çулта кăна, тĕслĕхрен, çакăн йышши 1318 преступление шута илнĕ, 500 преступлени тĕлĕшĕпе 14 уголовнăй ĕçе суда янă, 33 çынна явап тыттарнă.
ТР шалти ĕçсен министрĕн çумĕ А.Вазанов пĕлтернĕ тăрăх, ытларах 1000 тенкĕлĕх купюра хутра иккен. Преступниксем суя укçан 80 процентне пасарсенче, пĕчĕк суту-илӳ лавккисенче тата таксисенче вырнаçтараççĕ. Мĕншĕн-ха 10, 50, 100, 500, 5000 тенкĕлĕх хут укçана мар, 1000 тенкĕлĕххине килĕштереççĕ преступниксем? Сăлтавĕ Раççей менталитетĕнче: ваккисемпе вараланас килмест, шултрине тĕплĕн тĕрĕсленипе çыхланнин усси çук.
Андрей Юрьевич каланă тăрăх, паян суя укçана, нумай мар пулин те, банк та, банкомат та пама пултарать. Сăлтавĕ каллех ансат – тимсĕрлĕх тата компьютерпа оргтехникăн хăрушла хăвăрт аталанăвĕ. Кунран-кун çĕнелекен компьютер тавраш чăн-чăннинчен уйăрса илме çук укçа çапма май парать. Çакна февралĕн 18-мĕшĕнче ТР ШĔМĕнче «Суя укçа çапнипе çыхăннă преступленисене уçса парасси тата асăрхаттарасси» темăпа иртнĕ брифингра журналистсен те тĕрĕслеме майĕ пулчĕ. А.Вазанов генерал-майор хăйпе илсе килнĕ виçĕ купюрăран суя укçана тупма ыйтрĕ. Шел те, журналистсем темле тимлĕ пулма хăтлансан та купюрăсенчен пурте суя пулнине палăртаймарĕç.
Сăмах май, ют çĕршывра та суя укçа çапса пуяс текенсем çук мар, анчах вĕсен шучĕ пирĕннипе танлаштарсан, темиçе хут пĕчĕкрех. Мĕншĕн тесен унта мĕнпур финанс операцийĕсенчен 70 проценчĕ укçасăр расчетпа пурнăçланать.
Суя укçа çапассине тата суя укçа сарассине чарас енĕпе Тутарстанра сахал мар ĕç пурнăçлаççĕ, оперативлă следстви ушкăнĕсем, мероприятисен программине йĕркеленĕ, массăлла хыпар хатĕрĕсенче «Без фальши» акци иртет. Республикăн эксперчĕсем Раççейре чи лайăххисем, сăмах май, суя укçапа çыхăннă преступленисене уçас енĕпе Тутарстан Раççей регионĕсенчен малти вырăн йышăнать.
Çапах та суя укçа алла лекес хăрушлăх çавах пысăк-ха. Çавăнпа сире лавккара, пасарта е урăх çĕрте суя укçапа тавăрса пачĕç-тĕк, унпа тепĕр лавккара тӳлеме ан тăрăшăр, мĕншĕн тесен эсир хăвăр сисмесĕрех шар кураканран преступнике çаврăнатăр. Шансах тăрăр, сире куншăн закон пуçран шăлмасть, пирĕн çĕршывра суя укçа çапнăшăн тата сарнăшăн 15 çула тĕрмене хупаççĕ. Çавăнпа та суя укçана асăрхасанах милицие çул тытăр. Хăçан, ăçта вăл сирĕн алла лекме пултарнине тĕплĕн каласа парăр.
 
: 1092, Хаçат: 9 (791)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: