Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

11-мĕш çул иртекен «Мисс Татарстан» республика конкурсĕн историйĕнче кăçал пĕрремĕш хут чăваш пики финала тухрĕ. К.Ивановăн Нарспийĕ пекех хӳхĕм сар хĕрпе Регина Флоренцевăпа конкурс хыççăн эпир ятарласах тĕл пултăмăр.
– Регина, эсĕ хăш енчи чăваш?
– Шупашкартан. Атте Вениамин Петрович Етĕрне тăрăхĕнчен, анне Ольга Ивановна Комсомольски районĕнчен. Хулара ӳснĕрен чăвашла уççăнах калаçаймастăп, анчах йăлтах ăнланатăп. Юрлама вара питĕ юрататăп.
– Конкурсăн «Шоу талантов» тапхăрĕнче «Çурхи вăрманта» юрра шăрантарни ахальтен мар эппин?
– Тĕрĕссипе, чăвашла юрлама шутламанччĕ. Молдави юррине хатĕрленĕччĕ. Репетицире ку кĕвĕ ман сасăпа питех килĕшсе тăманни палăрсан «Мисс Татарстан» обществăлла организацин президенчĕ Изольда Сахарова урăх юрă суйлама хушрĕ. Çавăн чух тӳрех хам ачаран лайăх пĕлекен юрра аса илтĕм. Сăмах май, эпĕ ăна шкулта мĕнпур мероприятире юрлаттăм. Ман шухăша организаци дирекцийĕ те ырласа йышăнчĕ, Сильвия Чаркина наци тумне тупса пачĕ. Чăваш кĕвви янăранă май, юррăн тĕп пĕлтерĕшне пĕтĕм чунпа туйса шăрантартăм.
– Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, эсĕ Хусанта пĕрремĕш çул кăна пурăнмастăн. Çавах «Чăваш пики» , «Мисс Татарстан» конкурсанткисен хушшинче хальччен мĕншĕн сана курман эпир?
– Хусанта, чăнах та, пиллĕкмĕш çул пурăнатăп. Медицина университетĕнчи медицинăпа профилактика факультетĕнче вĕренетĕп. «Мисс Татарстан» конкурс пирки пĕлнĕ-ха, хутшăнма вăт хăюлăх çитмен. Вăтанни чăрмантаратчĕ. Юлташ хĕрĕ Светлана хистемен пулсан хальхинче те подиум çине тухас çукчĕ. «Чăваш пики» пирки калас пулсан, кун пек конкурс çинчен хальччен илтмен. Хусана вĕренме килсенех йăхташсене шыраса та пăхнăччĕ, ун чух хам халăхпа питĕ хутшăнас килетчĕ, анчах кăлăхах, никама та тупаймарăм. Халĕ акă ку конкурс çинчен илтсен унта хутшăнас шухăш та çуралчĕ.
– Хальхинче вăтанмăн-и?
– Çук пуль. Ку енĕпе «Мисс Татарстан» конкурс питĕ пулăшрĕ, ун хыççăн хама ытларах шанма тытăнтăм тата подиум маншăн пач пĕлмен япала мар. Шупашкарта модельсен шкулне 13-ренпех çӳренĕ, 2002 çулта «Краса Чувашии» конкурса та хутшăннăччĕ.
– Май пулсан «Мисс Татарстан» конкурсăн хăш самантне тавăрнă, хăшне маннă пулăттăн?
– Кастингра аялти кĕпе-йĕмпе тухнă саманта аса илес килмест, ют çынсем санăн кĕлеткӳне уççăнах критиклени кама питех килĕштĕр? Финалăн вĕçне вара темиçе хутчен те тавăрăттăм. Питĕ савăнтăм. Маншăн çĕнтерни мар, хутшăнни пĕлтерĕшлĕрехчĕ.
– Кун йышши конкурсра конкурсанткăсем ятарласа пĕрне-пĕри такăнтарни пирки калаçаççĕ, ку чăнах та çапла-и?
–Ăçта мĕнле пуль те, пирĕн хушăра ун пекки пулмарĕ. Эпир питĕ туслашрăмăр. Халĕ те пĕр-пĕринпе çыхăну тытатпăр.
– Конкурс вăхăтĕнче кам хавхалантарчĕ?
– Мăшăрăм Антон, эпир унпа 2008 çулта августăн 1-мĕшĕнче пĕрлешрĕмĕр, тата юлташсем.
– Подиумпа медицина пач урăх япала, унта та, кунта та ĕлкĕрме çăмăлах мар-тăр, çавах та çитес çул та «Мисс Татарстан» конкурса хутшăнатăн-и?
– «Мисс Татарстан» обществăлла организацире ĕçлес шухăш пур, мĕншĕн тесен тĕрлĕ тум-юм кăтартма питĕ юрататăп. Тата студентшăн укçи те пăсмасть. Конкурс тенĕрен, кун çинчен шутламан-ха, тен, хутшăнăп та.
– Пуринчен ытла мĕн çинчен ĕмĕтленетĕн?
– Ой, ĕмĕтсем манăн нумай. Пĕрремĕшĕнчен, вĕренсе пĕтерме, иккĕмĕшĕнчен, мăшăрăмпа пĕрле пы-ы-сăк çурт лартма, сăмах май, вăл пирĕн Çӳлтӳ районĕнче пулĕ тата, паллах, ача-пăчаллă пулма (сахалтан та виççĕ), карьера тума.
– Эппин, ăнăçу +ăнăçу сана!
– Тавах.
 
: 1204, Хаçат: 9 (791), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: