Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

УНСĂР ЦЕХ ĔÇЛЕЙМЕСТ
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланас умĕн 1940 çулăн вĕçĕнче Хусанта ПЕ-2 тата У-2 самолетсем валли детальсем тăвакан завод уçăлать. Хула халăхĕшĕн ку пысăк савăнăç, мĕн чухлĕ ĕç вырăнĕ!
Пирĕн ентешсем те нумай çул тăрăшаççĕ унта. Вĕсенчен пĕри акă, Çĕпрел йĕкĕчĕ, Николай Мусаткин «Радиоприборта» 45 çул хушши чунне парса вăй хунă. Паян кун та вăл унтах ĕçлесе завода çĕклет-ха.
Николай Мусаткинăн ашшĕ Александр Максимович малтан Мускавра ĕçленĕ пулнă, унтан завода кунта куçарсан тăван енне таврăнать. Механик ывăлĕ, Николай, ашшĕ ĕçне мĕн пĕчĕкренех пĕлсе ӳснĕ. Ашшĕпе пĕрре мар завода кĕрсе ĕçпе паллашнă. Ӳссен кам пулассине вăл ун чухнех шутласа хунă-мĕн.
– Эпĕ 8 класс пĕтерессе чăтăмсăррăн кĕтеттĕмччĕ, – тет Николай Александрович. – Ниçта та мар, атте ĕçлекен завода çул тытма ĕмĕтчĕ. Кăнтăрла ĕçе çӳреттĕмччĕ, каçхине вара – вĕренме. 9-10 классене каçхи шкулта вĕренсе тухрăм. Çук, укçа çитменнипе мар, ĕçе çӳренĕ, чĕре çавăнта туртнипе. Унтан энергетика техникумĕнче вĕренсе алла диплом илтĕм.
– Завод тĕрĕссипе мĕн туса кăларать? Вăрттăнлăха уçса параймăр-ши? – кăсăклантăм эпĕ.
– Малтанхи çулсенче, иртнĕ ĕмĕрте, самолетсем валли детальсем пуçтараттăмăрччĕ. 1983 çулта акă, «Буран» космос карапĕ валли машина лартмалли система патне пайсем турăмăр. 1989 çултан вара промышленность автоматикин япалисене хатĕрлетпĕр. 2000 çулта «Радиоприбор» уçă акционер обществи «Аэрокосмос оборудованийĕ» корпорацие кĕчĕ. Çавăнтанпа тата та нумайрах приборсем кăларма пуçларăмăр. Тĕслĕхрен, пурăнмалли çуртсенче вырнаçтармалли электрощитсем, тракторсем валли трубокомпрессорсем, светофорсен электропайĕсем, шыв ăшăтмалли кăмакасен пайĕсем, элеваторсенче тырă температурине тишкерекен приборсем тата ытти япаласем те тăватпăр.
Николай Александрович, çак заводра 15 çулта чухнех ĕçлеме пуçланăскер, вунă çул ытла слесарь-сборщикре, унтан контролер-мастерта тăрăшнă, вун икĕ çул хушши регулировщикра вăй хунă, çирĕм çул вара 3№ участокăн начальникĕ пулса завода çĕклет.
– Заводра пурĕ миçе çын ĕçлет? Нумай-и?
– Малтанхи çулсенче çичĕ пин ытла çын ĕçлетчĕ. Халĕ вара çурринчен те сахалрах юлнă. Вĕсенчен рабочи пулса ĕçлекенсем пин ытларах кăна.
– Паян пĕтĕм çĕрте финанс кризисĕ пирки калаçаççĕ, сирĕн патăрта та çак модăна кĕнĕ сăмаха аса илтерсех тăраççĕ-и?
– Илтме илтнĕ-ха, заводра хальлĕхе çав сăмахпа усă курмаççĕ. Пирĕн приборсемпе детальсем яланах кирлĕ. Заказсем те килсех тăраççĕ.
– Пире вăл ĕçсĕр нихăçан та хăвармасть. Енчен ĕçлемешкĕн мĕнле те пулсан япала çитмерĕ-тĕк, вăл генеральнăй директор патне çитет, тупса парать. Пирĕн ĕç тăмасть. Урăхла каласан, Николай Александрович цехра пулмасан, цех ĕçлеме чарăнать, – теççĕ темиçе рабочи пĕр харăс. – Эпир унсăрăн ĕçлейместпĕр, пенсие тухсан та вăл пире пăрахмĕ тесе шутлатпăр.
Ку питĕ кăмăллă. Начальнике ĕçлекенсем ырлаççĕ пулсан, çын пурнăçа ахаль пурăнса ирттермен эппин.
Иртнĕ эрнере Николай Мусаткин 60 çул тултарчĕ. Апла пулсан та ăна: «Пенси çулне çитрĕн ĕнтĕ, тавтапуç», – тесе тивĕçлĕ канăва ăсатмаççĕ, çĕнĕрен-çĕнĕ плансем парса тата темиçе çул ĕçлеме сунаççĕ.
 
: 1036, Хаçат: 9 (791)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: