Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (23.01.2021 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -7 - -9 градус сивĕ, çил 6-8 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Уяв – чи илемлĕ, чи савăнăçлă вăхăт. Мĕн авалтан чăваш халăхĕ çак йăлана тытса пынă. Ăна Микула кунĕнче (майăн 22-мĕшĕ) пуçласа Питрав кунĕнче (июлĕн 12-мĕшĕ) вĕçленĕ. «Çуллахи вăхăтра Уяв тумасан халăха йывăр пулать», – тенĕ ваттисем.
Астăватăп-ха, вăрçă вăхăтĕнче Аксура выçăллă-тутăллă пурăнаттăмăр, аран-аран çӳреттĕмĕр, ват карчăксем пире ирĕксĕр Уяв тутарттаратчĕç. Ĕлĕкхи чăвашсем питĕ çирĕп тытса пынă çак йăласене. Анчах та, самани улшăннине пула, пĕр вăхăт ялсенче Уяв тума пăрахнăччĕ. Халь эпир ăна çĕнĕрен чĕртсе аталантарас тесе тăрăшатпăр. Районсенче те, республика шайĕнче те Уяв ирттерме пуçларĕç. Ку питĕ аван. Анчах та çакна каласа хăварас килет – эпир унăн тĕп пĕлтерĕшне ăнлансах çитейместпĕр. Халĕ карталанса Уяв юррисене юрласси, вăйă каласси тĕп вырăнта мар. Ун вырăнне концерт лартма тăрăшатпăр, унта та пĕр Уяв юрри çук. Темиçе çул каялла Нурлатра Уяв пулчĕ. Ун чухне кашни юрă-ташă ушкăнĕ хăйсен ялĕнче мĕнле Уяв тунине кăтартрĕ. Унтан пурте пĕрле карталанса юрларĕç. Ку вăл – чăн-чăн Уяв. Нимĕн те хирĕç каламастăп, концерчĕ те, эстради те çамрăксене кирлĕ, анчах та Уявăн пĕлтерĕшне те манмалла мар-çке.
Июнь пуçламăшĕнче эпир «Тамаша» халăх театрĕпе Çарăмсан районĕнчи Лагерка ялĕнче пултăмăр. Малтан клубра спектакль лартрăмăр, унтан куракансемпе пĕрле карталанса Уяв турăмăр. Хамăр пĕлекен Уяв юррисене юрланă хыççăн, ял çыннисене хăйсен юррисене юрласа пама ыйтрăмăр. Ватăсем эпир пĕлмен юрăсене шăрантарчĕç. Вĕсемпе пĕрле тахçанччен юрларăмăр. Çапла эпир Лагерка ялĕнчен çĕнĕ Уяв юррисене вĕренсе килтĕмĕр.
Мĕн тери илемлĕ чăвашăн Уяв юррисем! Ĕлĕк нимĕнле аппаратура та пулман. Аксу Уявĕ Илтрекьеле çитиех илтĕнетчĕ, унти Уяв та Аксăва илтĕнмелле кĕрлетчĕ.
Май уйăхĕн вĕçĕнче эпир «Тамаша» халăх театрĕпе Элкел районĕнчи Çĕньялта Уявра пултăмăр. Эпĕ çак праçнике Уявпа пуçласшăнччĕ. Анчах малтан пире сăмах памарĕç. Ялсенчен килнĕ пултарулăх ушкăнĕсем сцена çинче хăйсен концерт программине кăтартрĕç. Уяв тума шутламарĕç те. Эпир Уява пуçласа ик-виçĕ юрă юрланă хыççăн халăх саланма пуçларĕ. Пирĕнсĕр пуçне Уяв юррисене никам та пĕлмест. Ĕлĕк çак ялта Уяв кĕрлесе тăратчĕ. Эпĕ хам кунта пурăннă, ĕçленĕ. Халĕ ватăсенчен нумайăшĕ вилнĕ, çамрăксем Уяв юррисене пĕлмеççĕ. Эпир, ватăсем, вилсе пĕтсен ку йăла та пĕтсе ларĕ-ши? Çавăнпа та çамрăксене Уяв тума вĕрентес пулать. Унăн пĕлтерĕшне ăнлантарса, юррисене пухса, кассета çине çыртарса вĕрентмелле пирĕн.
Авалхи ватăсен йăли-йĕркисене малалла тăсасси паян пурăнакан чăвашсенчен килет. Пирĕн хушăра вара нумайăшĕ хăйсен ачисене чăвашла калаçма та вĕрентесшĕн мар. Ку питĕ начар. Хамăра хамăр пĕтерер мар, чăвашлăха упрар, ытти халăхсенчен эпир кая мар!
Хамăн вĕренекене, Çĕньял пуçлăхне Геннадий Михайлович Волостнова пире иккĕмĕш çул Уяв тума чĕннĕшĕн тав сăмахĕ калас килет. Ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, ĕçре пысăк çитĕнӳсем тума сире Турă пулăштăр.
 
: 1277, Хаçат: 27 (705)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: