Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (23.01.2021 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -7 - -9 градус сивĕ, çил 6-8 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Микула çитет вăййа май,
Хăят çитет ĕçе май.
(Халăх юрринчен).
Хăят чечекĕ çеçке çурнă вăхăтра инçетрен пăхсан хирсемпе улăхсене кĕрен тĕслĕ пурçăн çивитти витнĕн туйăнать. Ку пулăм Пăва районĕнчи Пӳркелĕнчи ял уявĕ – Хăят – çитнине пĕлтерет. Çак кун пӳркелсем тус-тăванĕсемпе, хăти-тăхлачăшсемпе пĕрле савăнас йăла ĕлĕкрен пырать. Таврапĕлӳçĕ М.П. Верияловпа ялти культура çурчĕн ĕçченĕсем тăрăшнипе çак уяв иккĕмĕш хут анлăн иртрĕ.
Ĕлĕк çут çанталăкпа этем тачă çыхăнура тăнă. Пушă вăхăтра та, уявсенче те халăх урама тухнă. Ваттисем пĕрле пуçтарăнса калаçса ларнă, çамрăксем вăйă каланă, вылянă, кулнă. Хальхи пурнăç йĕрки çак çыхăнăва çĕнтерчĕ. Аслă çултисене те, кĕçĕннисене те телевизорпа компьютер умĕнчен хăпăтса илме çук, çавăнпа йĕркелекенсене çакăн пек уявсене тума йывăр. Мĕнле тăрăшсан та Хăят вăййине те пуçаруçăсем кăна хутшăнчĕç. Тăхăрьялăн вăйă юрри ытти вырăнтисемпе танлаштарсан, кăткăсрах пулнипе-и, ăна пĕрре илтнипех юрлама çук. Ку вăл кĕвĕ аваллăхне пĕлтерекен паллă теççĕ историксем. Ялсенче те вăйă кĕввине пĕлекен ватă çынсем чакнăçем чакса пыраççĕ. Эпир, çамрăксем, пачах пĕлместпĕр. Вăйă пуçланнипе вĕçленни, вăйă картин куçăмĕсем мана питĕ хумхантараççĕ, вĕсенче аваллăх асамĕ пур пулмалла. Ăна аяккинчен пăхса тăнипе кăна туйма çук.
Сар сантали, шур чăлха –
Тусан тивмест теетре.
Вылямастăр, кулмастăр –
Вăйă иртмест теетре.
Илемлĕн шăрантарчĕç пысăках мар вăйă картине хутшăнакансем. Ку вăл курма килекенсене вăййа кĕме йыхрав пулчĕ. Анчах вăйă карти ӳсмерĕ.
Курма килекенсем ытларах эстрада юррисемпе килнĕ юрăçсене кăмăлларĕç. Хăят уявĕн чапĕ инçете сарăлнă, Ульяновск облаçĕнчи Кунтикав ялĕнчен те килнĕ хăнасем, çавăн пекех Теччĕ районĕнчи «Чакăлтăм» ушкăн та. 4-5 çулти хĕрпĕрчисенчен пуçласа 70 çултисем таранчченех хутшăнаççĕ унта.
Çак ушкăн солисчĕсем питĕ юрра-ташша маçтăр, ыттисене те хаваслантарса тăчĕç.
Рункă тата Хирти Кушкă ялĕсенчен килнĕ хăнасем те юрăсем юрласа халăха савăнтарчĕç. Мĕнле пулсан та уяв – уяв ĕнтĕ вăл, ăна пĕрле пухăнса ирттерсен аванрах. Йăлари пăтта пĕçерме те çавах – какайне вырăнти хуçалăх ертӳçи панă, кĕрпине пĕрер ывçă кашни килĕрен пухса тухнă. Çавăнпа уçă сывлăшра хуранта пиçнĕ Хăят пăтти сĕре тутлă пулнă. Ăна Узбекистанран каялла тăван çĕрне таврăннă чăвашсем хĕвелтухăç йăлисемпе пĕçерчĕç. Вăл вара кашни хутшăнакана та, курма килекене те лекрĕ. Пĕр хурантан пăтă çиекен çынсем çине пăхса вĕсем тăван çĕр аталанăвĕшĕн, культурăшăн туслăн тăрăшассинче иккĕленме çук.
Халăхăн йăли-йĕркисене тытса пырасси, самай йывăрланчĕ пулсан та çут çанталăк Хăят кунĕ тĕлне хăят чечекĕсемпе, çĕр çырлисемпе хирсемпе улăхсене тĕрлерĕ. Тĕтреллĕ Тилçе çийĕн куккук авăтрĕ. Ку илемлĕхе курса ирĕксĕрех çак юрă йĕркисене юрлас килчĕ:
Пухăнтăмăр, тантăшсем,
Сĕт çинчи хăйма пек,
Саланатпăр, тантăшсем,
Вĕçен кайăк чĕппи пек.
Ăнлантарни:
«Хăят» вырăсла – «гвоздика травяная». Ăна авалхи грексем Турă чечекĕ тенĕ. Вăл турăсем ăнсăртран вĕлернĕ пĕчĕкçĕ кĕтӳçĕ юнĕнчен пулса кайнă текен легенда та пур. Христианствăра Турă Амăшĕ Христоса пăталама илсе кайнă чухне юнлă куççульсемпе макăрнă, вĕсем вара хăят чечекĕ пулса шăтнă. Францири революционерсем ку чечеке кăкăрĕ çине тирсе вилĕме хирĕç утнă. Болонья хулинче (Франци) хăят чечекне Петр апостолăн чечекĕ тесе июнĕн 29-мĕшĕнче уяв ирттереççĕ. Хăят чечекĕ июнь уйăхĕнчен пуçласа август уйăхĕччен çеçкере.
Василий ДЕДУШКИН хатĕрленĕ.
 
: 2461, Хаçат: 27 (705), Категори: Аваллăх ахрăмĕ

Комментарисем:

Игорь Сайман (2012-11-22 21:41:41):
"Хăят" сăмах çав ятлă ял ячĕпе(Кыят-Киять-Хăят) мĕнле çыхăнура тăрать-ши?

Susmet (2012-11-26 11:08:48):
Хусанти чăваш культура центрĕн çĕнĕ пуçлăх – Сергей Петрович Степченко. Унăн çумĕсем Н.Г.Селиванов, С.Н.Чаркина. Саламлатпăр, ăнăçлă ĕç сунатпăр!

Susmet (2012-11-27 10:40:40):
Юлташсем, 2013 çулхи Çырăнтару кампанийĕ пырать. Вăхăта вăраха тăсмасăр сире пурне те, Чăваш Енре, Тутарстанра, Пушкăртстанра, Самар, Ульяновск облаçĕсенче пурăнакансене,пирĕн 12 страницăллă, тĕрлĕ тĕслĕ, эрнесерен тухакан хаçата çырăнса илме сĕнетпĕр. Саманапа тан утар, "Сувар" хаçат çырăнса хамăр пурнăçа тата интереслĕрех тăвар. Кашни чăваш çемйине – "Сувар" хаçат!

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: