Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çак сăмахсене аттен аслă аппăшĕнчен – хăрах куçлă ватă Марье аппаран илтнĕччĕ эпĕ. Çулланнă çын пире, ачасене, ĕçрен хăрамасан хуть мĕнле профессие те питĕ лайăх алла илме, ĕçе лайăхран та лайăх пурнăçлама вĕренме пулнине кăтартас тенĕ ĕнтĕ. Вăл каланисĕр пуçне те ун чухне, 50-мĕш çулсенче, ялта ăстаçăсем нумайччĕ. Ял çыннисем хальхи пек кашни япалана лавккара туянман, ăстасем патне кайнă. Çемьере ачасем йышлă пулнă пирĕн, вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче кашнине çĕнĕ тумтирпе тивĕçтерме йывăр. Асатте çĕвĕçе кивĕ пальтосем кайса парса вĕсенчен пире валли пальтосем çĕлеттерсе килнине лайăх астăватăп. Кашни ачан пирĕн килте кĕнекесемпе тетрадьсем, ытти шкул хатĕрĕсем упрама пĕчĕк арчасем пурччĕ, питĕ тăпăл-тăпăлскерсем, меллĕскерсемччĕ. Вĕсене кӳршĕ ялти ăста столяр Тимахви патĕнче тутарса килнĕччĕ. Кӳршĕллĕ Тоня аппасем çемйипех кăçатă çапатчĕç, хамăр касри Денис тете лаша хатĕрĕсем тăвассипе ăстаччĕ. Хыçлă çунасем, тăрантассем тутарма кӳршĕ ялсенчен килетчĕç ун патне. Асатте патне шăтнă витре, кастрюль, таз, чашăк-тирĕк юсаттарма ялĕпех çӳретчĕç. Çӳлтикасри йысна кăмака ăста тăватчĕ. Тимĕрçĕ Кĕркури пичче ăсталанă çава-пуртă, çĕçĕ-хачă, ухват-турчка, ытти хатĕрсене, алăк хăлăпĕсене, тыткăчисене халĕ те, нумай çул иртсессĕн кашни килте тенĕ пекех курма пулать. Çырма хĕрринче халĕ те тахçан шăтăксем пулнă вырăнсене тупатăн. Кунта ял çыннисем пӳрт витме черепица, кăмака, çурт тума кирпĕч хĕртетчĕç. Çăвĕпех çунатчĕç çырма хĕрринче çĕр чавса тунă кăмакасем.
Халĕ çавăн пек ăстасем пĕтнĕ тесе шутлаттăм. Ара, хуть мĕнле япалана лавккара е пасарта туянма май пур-çке. Анчах пĕтмен вĕсем. Юлашки çулсенче уйрăмах йышланаççĕ. Ялта çеç мар, хулара та пур. Вĕсенчен пĕрне, Хусанти сĕт-çу комбинатĕнче 1991 çултанпа жестянщикра вăй хуракан Дмитрий Михайлович Кириллова вунă çул ытла пĕлетĕп ĕнтĕ. Паллашнă çулах ăнсăртран пуçланнă калаçура хам садра мунча лартни, витме вара тимĕр те, ăна туянма укçа та çукки пирки пăшăрханса каласа патăм.
– Материал çуккишĕн ан пăшăрхан, авă, урамрах выртать вăл, пуçтарса хуракан çеç çук. Илсе кай çавсене дачуна, пукане пек тăрă майлаштарса парăп сана ентеш тесе, – каласа хучĕ вăл хамăр çуртран инçе те мар иртекен ăшă трасси айĕнче выртакан тимĕр листисем çине кăтартса. Темиçе кун каялла рабочисем вĕсене сӳтсе пăрахрĕç, тепĕр кунне пăрăхсене çĕнĕ тимĕрпе витрĕç.
– Куласшăн пулĕ эсĕ манран, пĕтнĕ тимĕр вĕт вăл, юрăхсăр. Лайăх пулсан киввинех каялла витĕччĕç, авă, выртаççĕ вĕт, никама та кирлĕ мар, – терĕм эпĕ ăна хирĕç.
– Хальлĕхе выртаççĕ, свалкăна илсе кайма та укçа кирлĕ вĕт. Анчах тепĕр ик-виçĕ кунтанах салатса пĕтерме пултараççĕ вĕсене. Кур-ха, цинкланă тимĕр вĕт, сăрлама та кирлĕ мар. Ăшă пăрăхне витме каймасть, паллах, мунча тăрри витме вара... мĕн мунча тăрри унта, пӳрт тăрри валли те шеп пулĕ, – çине тăрать вăл.
Çав кунах пĕр юлташ-шоферпа калаçса татăлса тимĕре дачăна кайса леçрĕмĕр. Тепĕр шăматкун Дмитрий Михайлович ман дачăна пырса, тимĕрсене касса, шăтнă вырăнсене кăларса пăрахса пĕр пĕчченех мунча тăррине питĕ хăвăрт витсе пачĕ. Çавăнтанпа вунă çула яхăн ĕнтĕ вĕр-çĕнĕ тимĕрпе ĕнер витнĕ пек йăлтăртатса çеç тăрать мунча тăрри. Кӳршĕсене кивĕ тимĕрпе тахçанах витнĕ тесен пĕри те ĕненмеççĕ. Мунча тăрри витсе панă хыççăн тепĕр çулталăкран, çуралнă кун ячĕпе, Дмитрий Михайлович мана хăй ăсталанă лейка парнелерĕ. Тăтăшах усă куратăп унпа. Питĕ те меллĕскер-çке. Лавккаран туяннă лейкăсем тахçанах шăтса пĕтрĕç, ку вара вĕр-çĕнĕ пек тăрать. Пĕррехинче Кириллова хамăн çурт умĕнче тĕл пултăм, икĕ теçеткене яхăн шăвăçран тунă темле йăлтăркка конуссем йăтнă та вăл таçта васкать.
– Лавккаран туянтăн-и кусене? – тесе ыйтрăм унтан, япаласенчен пĕрне алăпа тытса пăхса.
– Çук, хам унта каятăп, кекс пĕçермелли савăтсем кирлĕ терĕç те, ăсталаса патăм ак, – терĕ вăл.
Пурăна киле Дмитрий Михайлович чăннипех те чаплă ăста пулнине куçпа курса, чĕрепе туйса ĕнентĕм. Килĕнче унăн чылай япаласем хăй ăсталанисем. Пушмак тăхăнма пулăшакан ятарлă тимĕр хатĕртен пуçласа витре, варинкке, курка, лейка, юр хырмалли кĕреçе тата ытти вак-тĕвек таранах. Шăвăçпа усă курнисĕр пуçне ытти тем тĕрлĕ ĕçре те пултаруллă Дмитрий Михайлович. Хусана кĕрекен пĕр поселокра çĕр лаптăкĕ туянса çурт лартма пуçланă вăл. Çурт, мунча, гараж, сарай туса лартнă ĕнтĕ. Гаражпа çурт стенисене пĕччен тенĕ пек купаланă, хăех витнĕ.
Тĕпрен илсен комбинатра Кириллов вентиляци тăвать. Кирлĕ чухне ăна хуралтăсен, çуртсен тăррисене тимĕр витме те явăçтараççĕ.
– Дмитрий Михайлович пек ăста жестянщик курман эпĕ хальлĕхе. Пур япалана та пахалăхлă пурнăçлать, икĕ-виçĕ çыншăн ĕçлет тесен те йăнăш пулмĕ, – тесе каласа пачĕ мана комбинатри тĕп механик Владимир Иванович Белянкин. Сĕт-çу комбинатĕнче пĕр вăхăт Кирилловпа пĕрле ĕçленĕ С. Салин, М. Степанов, М.Макаров, В.Гаврилов та çакна çирĕплетеççĕ.
Ĕçре пуян опыт пухнăскер, Дмитрий Михайлович ĕçре хăй шутласа тупнă, хăех ăсталанă хатĕрсемпе усă курать. Çакă хăвăртлăха тата пахалăха чылай ӳстерме май парать.
1964 çулта Канаш районĕнчи Ăвăспӳрт Кипеч ялĕнче çуралнă вăл. Ашшĕ – Михаил Андреевич, Канаш станцийĕнче вакунсене пăхса тĕрĕслекенре ĕçленĕ, амăшĕ – Римма Петровна, ялта ачасене вĕрентнĕ. Пĕчĕк Митя, нумай ачаллă çемьере ӳснĕскер, çамрăклах ĕçе хăнăхнă. Ку енĕпе аслашшĕ, вăрçă инваличĕ Александр Кириллович тĕслĕх пулнă уншăн. Строительство ĕçĕсене килĕштерекенскер, аслă пĕлӳ илме ĕмĕтленнĕ ача. Вăрçă вăхăтĕнче Канаш станцийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ кукашшĕ пек пулма ăнтăлнă.
Вăтам шкултан вĕренсе тухсан Кириллов Хусанти инженерипе строительство институтне (КИСИ) кайса кĕнĕ. Лайăх вĕреннĕ тăрăшуллă ача, икĕ курса питĕ лайăх паллăсемпе вĕçленĕ. Виççĕмĕш курсшăн та мĕнпур экзамена ăнăçлă тытнă, пĕр зачет çеç юлнă. Анчах та преподавательпе хирĕçсе кайни ăна Совет Çарне илсе çитернĕ. Строительство батальонĕнче çамрăк салтак жестянщик профессине алла илнĕ. Халĕ çирĕм çул ытла ĕнтĕ çак ĕçре Кириллов. Çартан таврăнсан Пăва районĕнчи Элшел хĕрне качча илнĕ вăл. Полинăпа пĕрле икĕ ывăл çитĕнтереççĕ.
Ăнăçусем сана, ăстаçă!
 
: 2340, Хаçат: 8 (790), Категори: Ăстаçă

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: