Хула çыннин спортпа туслă пулма майсем те, мелсем те нумай: стадионсем, спортпа кану базисем, бассейнсем. Хулара пурăнакансен вăхăчĕ те ял çыннисенни пек килти хуçалăх ĕçĕпе иртмест. Ялта веçех урăхла. Çут çанталăкпа çывăх пурăнатпăр пулсан та аслăрах çынсем спортпа кăсăкланмаççĕ. Сăлтавĕ те пур: хуçалăх, выльăх-чĕрлĕх, çемье. Ĕç хыççăн халтан кайса кĕрсен нимĕнле спорт та куçа курăнмасть. Часрах телевизора ярса диван çине тăсăлса выртас килет. Е ял халăхĕн психологийĕ те урăхларах-и?
Пĕрре пăхсан Н.Н.Проворова 70 çулта тесе никам та каламасть, çакна ун паспортне пăхсан кăна çирĕплетме пулать. Вăл çӳллĕ, йăрăс пӳллĕ, калаçма кăмăллă, уçă çын. Атлетла ӳт-пĕвне, çирĕплĕхне вăл ачаран спортпа туслă пулнипе тата тĕрĕс пурнăç йĕрки тытса пынипе çыхăнтарать. Çитмĕл теçеткене улăштарнă пулсан та вăл куллен пилĕк çухрăма чупать, ирсерен сивĕ шывпа çăвăнать. Ял çинче унăн вăрттăнлатса чĕнекен ячĕ – спортсмен.
![]() |
Коля тете ялта çуралса ӳснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухне физкультура учителĕ хăйĕн предметне юратма, спортпа туслă пулма вĕрентни ĕмĕрлĕхе юлнă. Куккăшĕ шĕшкĕ хăминчен хатĕрлесе, мунчара вĕри шыва чиксе авса панă йĕлтĕрĕпе вăл ытти ачасемпе пĕрле çухрăм хыççăн çухрăм хăварса шунă. Ӳссе çитĕнсен салтакра та, Чĕмпĕрте ĕçлесе пурăннă чухне те пĕр шухăшлă ĕçтешĕсемпе кроссем чупнă, тĕрлĕ спорт тĕсĕсемпе аппаланнă. Вăл профессиллĕ спортсмен мар, унăн нимĕнле разряд та, мастер ячĕсем те çук. Коля тете хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшакан çын. Паллах, пĕр суранланмасăр е чирлемесĕр пулмасть, анчах грипп е шăнса пăсăлнисем хăçан пулнине те астумасть.
Çапла тивĕçлĕ канăва тухсан Пӳркел ялĕнчи пушанса юлнă тĕп çуртне пурăнма килет. Анчах ялта хĕллехи сивĕ кун пилĕк таран салтăнса чупнине пурте ăнланмарĕç. Хăшĕсем кулчĕç, çул çинчи ватăрах хĕрарăмсем хăранипе тара-тара та пытанкаларĕç. «Сывлăх сунатăп, пурте сывлăхпа çӳрĕр», – тесе чупа-чупа иртсе каятчĕ спортпа чирлĕ çын. Çавăн пек пулăмсем хыççăн вăл чупас маршрутне улăштарчĕ. Çынсен куçне курăнмалла мар тесе ял хĕррине тухрĕ. Çынсенчен намăс тесе шутламасть вăл, тăрăшни хăйĕншĕн-çке. Ашшĕсемпе ачисем лавкка умĕнче çума-çумăн тăрса пирус мăкăрлантарса, сăра ĕçсе тăни пăшăрхантарать.
– Кăçалхи çула Тутарстан ертӳçисем Спортпа сывă пурнăç йĕркин çулĕ тесе палăртнă. Мĕн шухăшлатăр çавăн пирки? – ыйтрăм эпĕ.
– Çавăн пек чĕнӳ пулни аван, халĕ ăна ачасен хушшине анлăрах сармалла, çамрăксене явăçтармалла. Спортпа аппаланса ачасен сывлăхĕ кăна мар, тавракурăмĕпе шухăшĕсем те сывалĕç, начар, япăх енĕсем çухалĕç. Çак çул манăн хамăр ял çамрăкĕсем спортра вăйлăрах аталаннине курас килет.
– Ял çынни ирхине тăрса хуçалăхра йывăр ĕçсем ĕçленипе сирĕн пек чупни пĕр танах-и?
– Çук. Йывăр ĕçленипе чупни пĕр тан пулаймасть. Ĕçленĕ чух мышцăсен уйрăм ушкăнĕсем анчах хутшăнаççĕ. Эпĕ чупнă чухне мĕнпур сыпăсене мышцăсене майĕпен ĕçе кĕртсе пыратăп. Малтан разминка тăватăп. Чупнă чух эпĕ канатăп, киленетĕп. Ĕçлекен çын вăй хурса ывăнать, халтан каять. Çавăнпа та вĕсене ĕçе тытăниччен гимнастика туса шăм-шаксене çемçетни пăсмасть.
– Физкультура хусканăвĕсем тунисĕр пуçне сывлăхлă пуласси мĕнле апат çининчен те килет. Хальхи лавккара сутăнакан тĕрлĕ консервантсен хутăшĕсемпе тунă продукцисемпе апатланса сывлăхлă пулаймăн. Эпĕ хам пахчара ӳстернĕ улма-çырла, пахча çимĕçсемпе анчах усă куратăп. Вĕсене пĕр хими препарачĕсемсĕр ӳстеретĕп. Çĕр улмине те колорадо нăрринчен нимĕнле им-çам та сапмастăп. Сахал лаптăк çине лартса алăпа суйлатăп. Сорчĕ лайăх пулнипе-и – ыттисенчен кая мар пухса илместĕп. Кашни ĕлкĕрсе пыракан пахча çимĕçе хăй вăхăтĕнче çителĕклĕ çисе юлма тăрăшатăп. Консервăласа банкăсене те хупмастăп.
Хам ĕмĕрте пирус хыпса курман. Кăçалхи çул спортпа ырă тата урă пурнăç йăлана кĕрсен çынсен шухăш-кăмăлĕсем те улшăнĕç. Хирĕçӳ, иртĕхни тата ытти сиен пулăмсем тĕп пулĕччĕç, – терĕ 70-ти пенсионер.