«ЮРАТАТĂП САНА»
«Юрататăп сана», – теççĕ нурлатсем савнисене, атте-аннепе ытти тăван-пĕтене. Ку тăрăхра вырăнти телевидени ĕçлеме тытăннăранпа пĕр çул кăна иртмен. Вăл пулăшнипе вырăссемпе тутарсем вырăнти хыпарсене кашни эрнере тăван чĕлхепе итлеççĕ, кураççĕ. Районта чăваш та сахал мар пурăнать-ха, çавах та вырăнти телевиденипе хальччен чăваш сасси илтĕнмен. Тинех вырăнти йăхташсен те ĕмĕчĕ тулчĕ. Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче вырăнти телевиденипе пĕрремĕш хут чăвашла шăнкăр-шăнкăр калаçни кăна мар, юрри-кĕвви те янăранă. Çак уйăхран пуçласа халĕ кашни тунтикун Галина Корчукова диктор куракансене чăвашла сывлăх сунса «Юрататăп сана» музыка саламĕн кăларăмне пуçлать. Нурлат чăвашĕсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ кăларăма, хăйсен тăванĕсене саламлас текенсем те сахал мар иккен. Çуралнă кунпа тăвансем чуна çывăх тăван чĕлхепе юрă-парни туни темрен те хаклăрах-çке.