«Суварăн» 17№ (апрелĕн 24-мĕшĕ, 2007ç.) пичетленнĕ Н.Степанцевăн «Ютти хаклăрах-ши?» репортажĕ Тури Услон районĕнчи Канашпа Анат Кӳлĕ ялĕсенче пурăнакансен кăмăлне кайман. Канаш вăтам шкулĕнче вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем (24 çын) алă пусса янă çырăва иртнĕ «Шăнкăравра» вуларăм. Вĕсем авторпа килĕшменнине пĕлтереççĕ. Шкул программине чăваш чĕлхипе литературине кĕртменни вĕсемшĕн проблема пулса тăмасть иккен. Ачасем калаçу чĕлхине пĕлни çителĕклĕ имĕш.
Çырупа тĕплĕн паллашрăм, анчах çакăн пек яваплă йышăну тума мĕн хĕтĕртнине ăнланмарăм. Сăмах май тенĕ пек, чăваш литература чĕлхипе ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те интересленмеççĕ тесе палăртнă.
Ачасене ăнланмалла ĕнтĕ, тăван чĕлхен пуянлăхне, илемне асăрхаса çитереймеççĕ-ха вĕсем. Чĕлхен пуянлăхне литература форми кăна туллин кăтартма пултарать, ăна упраса хăварма пултарасси çемьерен нумай килет. Шкулта çак тĕллевпе викторинăсем, олимпиадăсем ирттерни вырăнлă.
Тавах Турра, паян тăван чĕлхене вĕренме тытса тăракан чăрмавсем çук. Тăван чĕлхепе çыр, калаç – пур енчен те ирĕк.
Анчах... Паянхи 30 çултан иртнĕ ашшĕ-амăшĕ мăн асаттесен чĕлхинчен ютшăнать. Çапла вĕсем пĕр вăхăтрах ламран лама чăн чăвашла калаçса пурăннă тăванĕсене те кӳрентереççĕ, хăйсен тăван ачисене те ăс-хакăл енчен çаратаççĕ.
Хăй ирĕкĕпе тăван çырулăхĕнчен пăрăнакан халăхăн пуласлăхĕ çук. Пурăна-киле вăл ăс-хакăлпа чухăн кĕтĕве çаврăнать: ашшĕ-амăшĕ те, юрату та, Тăван çĕршыв та, туслăх та уншăн çук. Пĕр япала кăна хаклă çакăн пек çыншăн – хăйĕн çитĕнĕвĕ. Çитĕнсе çитнĕ, ăслă-тăнлă çынсем мĕнле ăнланмаççĕ çакна?