Чистай хулинче çитмĕл тĕрлĕ халăхăн ывăл-хĕрĕ ĕçленĕ, вĕреннĕ, çула май чарăнса хулапа паллашнă, çĕр те каçнă. Хуламăр вĕсемшĕн пит те çăкăр-тăвăрлă пулнă. Вĕсен хушшинче тăван халăх, тăван çĕршыв тата тĕнче культурине аталантарас тесе сумлă ĕçсем тунă чăваш халăх хастарĕсем те пур. Акă, тĕслĕхрен, пирĕн аслă патриархăмăр И.Я.Яковлев чăваш шкулĕсем уçса çӳренĕ чухне хула витĕр темиçе те иртнĕ. Тутарстанран тухнă çыравçă чăвашсем С.Н.Тимрясов, П.М.Гаврилов-Меречен, Г.И.Тяманов-Акташ, Михаил Сениэл, Иван Егоровăн пурнăçĕнче те Чистай йĕр хăварнă. Н.Полоруссов-Шелепин тата Петĕр Хусанкайăн хайлавĕсенче хуламăрăн ятне асăннă. Нина Артемьева-Мокина хăйĕн сăввинче Чистай купсисен хăтлă керменĕсене мухтать. Чистайăн хура çăкăрĕ те чи тутли, чи техĕмли тесе çырать. Эпĕ Чистайра пурăнатăп. Кашни кун çатма пек такăр урамсемпе çӳретĕп. Пӳрт çинчи асăну хăмисене, урам-тăкăрлăк ячĕсене вулатăп. Çӳлерех асăннă пĕр чăвашăн ячĕ хăть пулинччĕ?! Чăвашсем Чистай хулинче шучĕпе виççĕмĕш вырăнта вĕт.