Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Вăйă бизнесĕ ĕнер-паян кăна çуралман, историйĕ темиçе ĕмĕре тăсăлать. Пĕрне вăл калама çук пысăк тупăш кӳрет пулсан, теприн юлашки çăкăрне туртса илет. Ку халĕ те çаплах. 2005 çул вĕçĕнче Тутарстанра 482 вăйă заведенийĕнче 10,5 пин вăйă объекчĕ шутланнă. Вăл миçе çемьене куççуль тăктарни пирки калама кирлех-ши? Юрать-ха «хăрах алăллă бандитсен» (вăйă автомачĕсене шăпах çапла калатчĕç) ыйтăвне патшалăх шайĕнче татса пачĕç. 2006 çулхи апрелĕн 5-мĕшĕнче йышăннă 25-мĕш номерлĕ законпа килĕшӳллĕн 2007 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен Тутарстанра вăйă заведенийĕсене ятарлă икĕ вырăнта – Хусанти ипподромра тата Камские Поляны поселокра – кăна вырнаçтарма ирĕк пачĕç.
Сăмах та çук, йĕрке хуралçисем ку тĕлĕшпе капашсăр ĕç пурнăçларĕç. Ятарласа «хĕрӳ лини» те йĕркеленĕ. Анчах нумай тупăш кӳрекен бизнеса, тарăн тымарлă çум курăк пекех, тĕпрен кăклама çук-мĕн. ТР ШĔМĕн йĕркеленĕ преступленипе кĕрешекен управленийĕн ертӳçин çумĕ Р.Гайнутдинов пĕлтернĕ тăрăх, 2007 çулта тĕрĕслевсем ирттерсе вăрттăн ĕçлекен 16 заведенири 167 автомата туртса илнĕ. Ку кăна та мар, çăмăл майпа кĕрекен тупăша паян та алăран вĕçертес мар тесе тăрăшакансем пур иккен. Вĕсем çĕнĕ мелсем шыраççĕ, тĕслĕхрен, вĕсенчен пĕри – унчченхи казиносемпе вăйă салонĕсем вырăнне интернет-салонсем уçни. Кун пек салонсенчен хăшĕ-пĕринче интернет йĕрĕ те çук-мĕн. Тĕслĕхрен, 2008 çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче Хусанти Эсперанто урамĕнчи çакăн йышши салонра интернет вырăнне 22 вăйă автомачĕ ларнă. Паллах, унта ахаль иртен-çӳрен кĕреймен. Мĕншĕн тесен ун йĕри-тавра видеосăнав йĕркеленĕ. Вылякансем маларах шăнкăравламалла пулнă. Вăхăт çитсен администратор алăка уçса кĕртнĕ. Çитменнине салонра эрех-сăра, коньяк сутакан бар та пулнă. Урăхла каласан, выляма килнисене ĕçсе ӳсĕртсен укçа тума çăмăллине лайăх пĕлнĕ вĕсем. Йĕрке хуралçисем пынă вăхăтра шăпах 9-ăн выляса ларнă. Хăйсем каланă тăрăх, вĕсем ку салонăн яланхи клиенчĕсем. Шел те, кун пек тĕслĕхсем сахал мар.
Тепĕр мел вара, закона хирĕçле мар пек. Çапах та пĕрре пăхсан кăна... Тĕрĕссипе вара хĕрсе кайса вылямалли вăйăсене салонсенче Интернет сечĕ урлă йĕркеленĕ (информаципе телекоммуникаци сечĕ урлă кун пек вăйăсем йĕркелеме закон хушмасть, анчах явап та тыттармасть). Милици сотрудникĕсем тĕрĕсленĕ хыççăн кун пек салон йĕркелекенсем «РINSALE» тӳлевлĕ системăпа усă курма Самар тата Киров хулисенчи фирмăсемпе килĕшӳ тунине палăртнă.
ТР ШĔМĕ 2008 çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнчен кашни салона тĕрĕслеме йышăннă. Çапла Тутарстанри çакăн пек 92 салона (вĕсенчен 74-шĕ – Хусанта) хупнă. Хусанти пĕр заводра вăйă автомачĕсем кăларакан фирмăн ĕçне те чарнă. Тĕрĕсленĕ вăхăтра 50 вăйă автоматне туртса илнĕ. Фирма вĕсене Мускава, Мускав çывăхне, Украинăпа Белоруссие тата Болгарие яма хатĕрленĕ-мĕн.
Юлашки вăхăтра Хусанта тепĕр тĕрлĕ автоматсем – самантри лотерея – курăнма тытăнчĕ. Тутарстанра вĕсем малтан 24 вырăнта вырнаçнă пулнă, халĕ 16 юлнă. Р.Гайнутдинов пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем лотерея çинчен калакан РФ законне пăхăнаççĕ. Кун пек автоматсене тытса тăракансен лицензи те пур-мĕн. Автомат паракан билетсене ятарлă предприятисенче закона пăхăнса тата приз фончĕ малтанах мĕн чухлĕ приз пулассине палăртса пичетлеççĕ. Лотерейăра палăртнă приза, енчен те вăл пысăк сумма пулсан, офиса кайса илмелле. Чăн та, ку лицензисене хальхи вăхăтра тĕрĕслеççĕ. Мĕнле пулсан та самантри лотерея та вăйă бизнесех-çке. Унран тупăш çук-тăк кам айланать. Анчах автомат умне пыракансем темшĕн çакна ăнланмаççĕ.
 
: 2492, Хаçат: 7 (789), Категори: Этем тата закон

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: