ПĂВА районĕнчи агрофирмăсен директорĕсем, хуçлăхсен ертӳçисем, ветеринари специалисчĕсем тата ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем пухăнса «Киятское» УАОра семинар- канашлу ирттернĕ. Вĕсем хĕл каçмалăх выльăх апачĕ тата фермăсене юсаса çитерес ыйтусене сӳтсе явнă. Выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе лару-тăру В.Чернов ячĕллĕ, «Дружба», «Бола» агрофирмăсенче, «Коммуна», «Тинчали», «Черкен» тулли мар яваплăхлă обществăсенче питĕ лайăх. Семинарта ял хуçалăх тата апат çимĕç управленийĕн председателĕн çумĕ З.Усманов хирти ĕçсем мĕнле пынипе паллаштарнă май, çитес çулсенче ытларах пăрçа акасси, çĕртме пуссисемпе тĕрĕс усă курасси, тырçи вăхăтне трактор паркĕсене, йĕтемсене йĕркене кĕртесси пирки каланă. Çаплах кунта халăхран сĕт пухас ыйтăва та сӳтсе явнă вĕсем. Ку енĕпе Пӳркелпе Тури Лащи ял хутлăхĕсенче кăтартусем япăх мар пулсан, Шемек, Исаково, Черки-Гришино ял хутлăхĕсене вара самай питлеме тивнĕ.
АКСУРИ «Беловка» хуçалăхăн нумай çул ӳсекен курăксен лаптăкĕ пин гектар ытла. Çавна кура ĕçĕ те сахал мар. Апла пулин те утă хатĕрлекен звено ĕçе вăхăтлă пурнăçлама ĕлкĕрет. В.Давыдов механизатор косилкăпа çулать пулсан, Н.Ефимов хăйĕн хурçă учĕпе пуçтарса пырать, В.Борзов симĕс массăна склад патне турттарса тăрать. Анчах утă хатĕрлес ĕçе йăлтах механизацилемен-ха, алă вĕççĕн те ĕçлеме тивет, Н.Черновпа Н.Калуков утта купалама пулăшаççĕ.
ЕЛАБУГĂРИ ача-пăча тĕп библиотеки «Çерем çинчи читальня» акци ирттерет. Кунта ачасем юратакан кĕнекесене урамра, уçă сывлăшра вулаççĕ. Кунсăр пуçне вăйăсем выляççĕ, кам миçе кĕнеке вуланине тĕрĕслесе викторинăсем ирттереççĕ. Кун пек вулавсем ачасене кĕнеке вулама та хавхалантараççĕ. Çавăнпа хальччен кĕнекене алла тытма ӳркенекенсем те вулама туртăнаççĕ-мĕн. Ку акци «Çулла кĕнекепе» программăпа иртет.
АНАТ КАМĂРА пурăнакансенчен чылайăшĕ çак кунсенче аслатие тата шалкăм çумăра пула çутăсăр юлнă. Хăш-пĕр çуртсен электрощичĕ шывпа йĕпеннĕ. Сухарево, Аслă Талкыш ялĕсенче вара çиçĕм электролиние татнă, Аслă Афанасовăра та çак сăлтавпах пĕр урамăн çутăсăр ларма тивнĕ.
ÇАРĂМСАН районĕнчи «Тан» коллективлă предприятире çак кунсенче хăрушă инкек пулнă. Нумай вăхăта тăсăлнă çумăр хыççăн вырăнти кĕтӳç заземлени пралукне перĕннĕ те ток çапнипе вырăнтах виле кайнă. Районти прокурор çумĕ А.Сафронов каланă тăрăх, хальхи вăхăтра прокуратура ЧПăн сăлтавне тĕрĕслет.