Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ВĂРĂ УÇАЙМАН ÇĂРА ÇУК
Наукăпа техника аталаннă май, кукăр алăллисем те хăйсен «ăсталăхне» кунран-кун ӳстереççĕ. Çавăнпа вĕсем уçайман çăра çук çĕр çинче. Сăмах май, мĕнпур преступленирен çуррине яхăнĕ (42,9 процент) вăрланипе çыхăннă. Раççейĕпе те çакăн пекех кăтарту.
Вăрăсен юлашки çулсенчи тепĕр тĕп «тупăшĕ» – чаплă çăмăл машина. Хамăр çĕршывра туса кăларнине вĕсем вăрласа тараççĕ пулсан, ют çĕршывра кăларнисен салонĕнче мĕн пуррине кăна хапсăнаççĕ. Мĕншĕн тесен, ТР ШĔМĕн уголовнăй шырав управленийĕн ертӳçи В.Иванов каланă тăрăх, ют çĕршыв машинисене çирĕп тĕрĕслеве илнине пула кун пек автомобилĕн пĕр пайне те сутаймаççĕ. «1990 çулсенче ытларах Кавказ халăхĕ е ыттисем хатĕрленмесĕр машина çарататчĕç пулсан, халĕ ку енĕпе «специализациленекен» ушкăнсем пур. Вĕсем республикăра кăна мар, Раççейĕпех çаратса çӳреççĕ. Тĕслĕхрен, 2008 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче «барсеточник-вăрăсен» ушкăнне (Ушвиридзе,Чоговадзе, Чануридзе) тытса чартăмăр, вĕсем пурте Мускав облаçĕнче вăхăтлăх регистрацире тăнă, Хусанта вара хваттерте пурăннă. Июль уйăхĕнче Хусанăн Атăлçи районĕн милици сотрудникĕсем тытнă тепĕр ушкăн 25 автомагнитола вăрланине çирĕплетнĕ»,– терĕ Владимир Владимирович журналистсемпе тĕл пулсан.
2008 çулта кăна Тутарстанра автомашинăри пурлăха вăрланă 4398 (унран 2543-шĕ Хусанта) тĕслĕхе шута илнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 19,0 процент нумайрах. Çитменнине тата вăрăсем хăйсен «тактикине» те хатĕрленĕ: хаклă машинăсене пысăк предприятисем, офиссем, банксем умĕнче сăнаса ăна йĕрлесси, алăк çăрине уçасси, сканерпа усă курасси, водитель вăхăтлăха тухнипе усă курасси тата ытти те. Тĕслĕхрен, кăçал январĕн 19-мĕшĕнче Хусанта Петербургская урамри пĕр çурт умĕнче «Тайота-Камри» автомашинăн çăрине уçса салонти 600 пин тенкĕ ытла пурлăха çаратнă. Кун пек тĕслĕхсем, шел пулин те, пĕрре кăна мар.
Йĕрке хуралçисем пĕлтернĕ тăрăх, машинăна çаратни нумай чухне водителĕн тимсĕрлĕхĕпе, ятарлă стоянкăсем çуккипе çыхăннă. Салонра пысăк сумма укçа тытни, курăнакан çĕре барсеткăсене хăварни, тепĕр чух машина алăкне хупма манни илĕртет те вăрăсене. Çавăнпа милици сотрудникĕсем водительсене уйрăмах çакăн çине тимлĕх уйăрма сĕнеççĕ:
– Енчен те машина ванчĕ пулсан ăна юсама тухсан алăка хупма манмалла мар.
– Пурлăха, уйрăмах, барсеткăна, сумкăпа портфельсене курăнакан çĕрте тытмалла мар.
– Пысăк сумма укçа пулсан пĕрле тепĕр çын илмелле.
– Енчен те палламан çынсем кустăрма шăтнине, машина çăвĕ юхнине асăрхаттараççĕ пулсан вĕсемпе калаçăва хутшăнса тимлĕхе çухатмалла мар, юлташ-пĕлĕшсене е ятарлă пулăшу, е милици ĕçченĕсене чĕнмелле.
Шел, хваттер çаратасси те паянхи кун анлă сарăлнă преступленисенчен пĕри шутланать. Милици ĕçченĕсем каланă тăрăх, вăрăсем уçайман çăра çук. Юлашки вăхăтра ку енĕпе те «специалистсем» сахал мар-мĕн. Вĕсемшĕн темĕнле кăткăс çăра та чăрт сурмалăх кăна. 2008 çулта Тутарстанра пурĕ хваттер çаратнă 2316 ( Хусанта – 887, Çырчаллинче – 152, Ешĕлварта – 152, Анат Камăра – 85) тĕслĕхе шута илнĕ. Алăк мĕн чухлĕ хаклăрах, хваттер çавăн чухлĕ пуянрах пулни пирки каламасăрах паллă. Кăçал милици сотрудникĕсем хваттер вăррисен ушкăнне тытса чарнă. Унăн йышне алăк-çăра лартакан фирмăн сотрудникĕ те кĕнĕ. Вĕсем хваттер алăкĕсен çăрине уçма ятарлă хатĕрпе вĕреннĕ иккен.
Паллах, хваттер çаратассине милици вăйĕпе кăна чарма çук, халăх хăйĕн хваттерне хăй те сыхлама тăрăшмалла. Тĕслĕхрен, подъездра домофон лартмалла, май пулсан вахта сыхлавĕ йĕркелемелле, кăткăс çăраллă (тĕрлĕ темиçе çăра пулсан аванрах) тимĕр алăк, алăк çинче глазок, видеоглазок пулмалла, пĕрремĕш хутра пурăнакансен чӳрече тата балкон çине тимĕр решетке лартмалла. Çапах та чи мелли вăл – сигнализаци, ведомство тулашĕнчи хурал уйрăмĕн пульчĕпе çыхăнтарни. 2008 çулта Тутарстанра ведомство тулашĕнчи хурал подразделенийĕ килĕшӳ туса 57710 хваттере тата пурлăх упрамалли 11 829 вырăна сыхланă, республикăн шалти ĕçсен уйрăмĕн сотрудникĕсем 2177 хваттере сыхлава илнĕ. Çавна кура çак хваттерсене пĕр вăрă та кĕреймен.
 
: 1036, Хаçат: 6 (788)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: