Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (23.01.2021 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -7 - -9 градус сивĕ, çил 6-8 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Иртнĕ эрнере РФ Президенчĕ В. В.Путин «Единая Россия» партин представителĕсемпе тĕл пулчĕ. Экономика çинчен калаçнă май, сăмах ÇКХ патне те çитрĕ. Çĕршывра кивелсе çитнĕ çуртсем çав тери нумай-мĕн. Май пуррисене юсама, юрăхсăррисенчен çынсене çĕнĕ хваттерсене куçарма кăçал Раççей бюджетĕнчен 10 миллиард тенкĕ уйăрнă. Президент сăмахĕсем тăрăх, ÇКХ тĕпсĕр авăр евĕр, мĕн чухлĕ нумай укçа паратăн, çавăн чухлĕ çăтать. Укçана тĕллевлĕ тăкакланине тĕрĕслесе тăма çĕршыв ертӳçи парти влаçне сĕнет. Борис Грызлов çакăнпа килĕшет, анчах халăхра иккĕленӳ пур: Патшалăх Думин депутачĕсем йышăннă саккунсем пит ĕçлесех каймаççĕ. Коррупципе кĕрешес саккун проектне халĕ те йышăнман. ÇКХ укçана епле тăкакланине тĕрĕслессине хăйсем çине илни çывхарса килекен суйлав умĕнхи популизм пекрех туйăнать.
Нумай пулмасть «Справедливая Россия» ертӳçи Сергей Миронов Патшалăх Думин депутачĕсене хăйсен ĕç укçин калăпăшне суйлавçăсенни патне кăштах çывхартма сĕнчĕ. Пуçланчĕ вара хайхи асар-писер! С.Миронова популизмшăн критиклерĕç. Патшалăх Думинчи партисен фракцийĕсенчен пĕри те ун хутне кĕмерĕ.
– Патшалăх Думин депутачĕсен шалăвĕ самай пысăк. Вĕсен ĕç укçи академикăннинчен 5 хут нумайрах. Халăх тарçисене çакăн пек тĕрĕсмарлăхшăн намăс пулмалла, – тет Сергей Миронов.
Эпĕ, çак йĕркесен авторĕ, ĕç укçи мĕн чухлĕ пулмаллине татăклăн калаймастăп: кама 10 пин те çитет, теприне ылтăн кĕмĕркки те йĕп çăрти пек курăнать. Анчах ĕç укçи ĕçне кура тивĕçлĕ пулмалла пек те.
Тутарстанăн чи пуян тата чи чухăн районĕсенчи вăтам ĕç укçин уйрăмлăхĕ – 11724 тенкĕ. Çакна ТР Экономикăпа промышленность министерствин 2007 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнчи малтанхи пĕтĕмлетĕвĕ çирĕплетет: январь-май уйăхĕсенче республика çыннисен ĕç укçи 20 процент ӳссе 10113 тенке çитнĕ. Экономикăри лару-тăрăва пăхсан, цифрăсем çĕрпе пĕлĕт пек. Пĕрремĕш вырăнта – Элмет районĕ. Хура ылтăн тивлечĕпе кунта вăтам ĕç укçи 15937 тенке çитнĕ. Лениногорск (12170), Азнакай (11723), Пĕкĕлме (10638), Павлă (10195 тенкĕ) та пуян районсен шутне кĕреççĕ. Республикăн тĕп хулинче вăтам ĕç укçи 11123 тенкĕ, Анат Камăра – 12395, Çырчаллинче 10222 тенкĕ.
Нефть, промышленность предприятийĕсем çук Çĕпрел, Атня, Балтаси, Теччĕ Кукмăр районĕсенче пачах урăхла курăну. Асăннă тăрăхсенче вăтам ĕç укçи ниепле те 5 пин тенкĕ урлă каçаймасть. Тĕслĕхрен, Çĕпрел районĕнче вăл 4283 тенкĕ. Ăна та «чĕрĕ» укçапа памаççĕ. Тутарстан Правительстви çак çивĕч ыйтăва производствăна кая юлса пыракан районсенче вырнаçтарса татасшăн. Çак тĕлĕшпе 20 çуллăх Программа та йышăннă.
Янтă япала кĕсье тĕпне якатмасть. Çак чăнлăха тĕпе хурса «Газпром» УАО Тутарстан варринче самаях пысăк газ хранилищи тума тытăнать. Кăвак çулăм çултан çул пирĕн республикăра нумайрах та нумайрах кирлĕ. Унпа промышленность производствинче те, кил-çурт хуçалăхĕсенче те усă кураççĕ. Газ хранилищине тума та Алексеевски районне ахальтен суйласа илмен, кунта иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче нефть шыраса нефтяниксем 1200 метр тарăнăш виçĕ скважина пăраланă. Хура ылтăн тупайман. Çапах та тунă ĕçе харама ярас мар тесе вĕсене тĕплĕн пăкăласа хăварнă. Çав скважинăсене халь 1 миллиард кубла метр газ уçласа тултараççĕ, каярахпа хранилище 1,5 миллиард кубла метр газ йышăнма пултарать.
 
: 1289, Хаçат: 27 (705)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: