Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«Мисс Татарстан» обществăлла организаци 11-мĕш çул республикăн чи хитре хĕрĕсен конкурсне йĕркелет. Калас пулать, ăнăçлă. Вăл пулăшнипе Тутарстан пикисем Раççей, Европа шайĕнчи модель бизнесĕнче палăраççĕ. Конкурсăн финалĕ пирки калас пулсан, вăл – асра юлмалли шоу. Унта пултарулăх ушкăнĕсемпе, чĕннĕ хăнасен пултарулăхĕпе паллашма тата паллă модельерсен коллекцине те курма пулать. Кăçал январĕн 31-мĕшĕнче Хусанта «Пирамида» культурăпа кану комплексĕнче иртнĕ «Мисс Татарстан» конкурсăн финалĕ ытти çулсенчен лайăхрах та пулчĕ-тĕр. Финалта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи чи хитре 30 хĕр тупăшрĕ. Сăмах май, конкурс историйĕнче пĕрремĕш хут финалта пирĕн йăхташ, чăваш пики Регина Флоренцева та пурччĕ. Вулакана Регинăпа çитес вăхăтра паллаштарăпăр.
Çĕнтерӳçе «Чи хитри, чи пултарулли» ят хальхинче те çăмăллăн лекмерĕ. Мĕншĕн тесен хĕрсен Турă панă илемĕ кăна çителĕксĕрччĕ, вĕсен хăйсен ĕмĕчĕпе паллаштармаллаччĕ, ыйтусем çине хуравламаллаччĕ.
Чаршав уçăлсанах хаваслă ташă кĕввипе конкурсанткăсен ача чухнехи сăн ӳкерчĕкĕсене кăтартрĕç. Ун хыççăн сцена çине пĕринчен тепри хитререх 30 хĕр тухрĕ. Конкурс ертӳçи Михаил Волконадский куракансене кашнинпе паллаштарчĕ. Пĕрремĕш конкурсрах пикесен хăйсем тата ĕмĕчĕ çинчен кĕскен каласа памаллаччĕ. Калас пулать, пикесен ĕмĕчĕсем пĕрре те айван мар, вĕсенчен пурте тенĕ пекех пысăк çын пуласшăн тата, паллах, модель бизнесĕнче карьера тăвасшăн.
Иккĕмĕш конкурсра хĕрсем подиум тăрăх аялти кĕпе-йĕмпе утрĕç. Çак конкурссен пĕтĕмлетĕвĕсемпе жюрин (ун йышне «Мисс Татарстан» организацин президенчĕ И.Сахарова, республикăн министерствисемпе компанисен, массăлла хыпар хатĕрĕсен ертӳçисем, культурăпа искусствăсен, политика, Тутарстанри, Мускаври тата Францири модель агентствисен представителĕсем) чи хитре 10 хĕре суйламаллаччĕ.
Жюри канашланă вăхăтра куракансене Мускав хăни, «Народный артист» телепроект çĕнтерӳçи Алексей Чумаков юрласа, шӳтлесе савăнтарчĕ. Куракансем çавăн пекех «Достояние России» титула тивĕçнĕ сĕрме купăсçă-виртуозăн Эдгарăн пултарулăхĕпе те паллашрĕç çав каç.
Часах 10 пикен ячĕ те паллă пулчĕ. Шел, йăхташăмăр Регина Флоренцева вĕсен йышне кĕреймерĕ. Çапах та çĕнтерни мар, хутшăнни те теме тăрать-çке.
Жюри суйланă 10 хĕр малалла тупăшмашкăн Екатерина Тонюшкина (Вячеслав Зайцев ертсе пыракан Н.Ламонова ячĕллĕ художник-модельерсен конкурсĕн дипломантки) дизайнерăн тумĕпе тухрĕ. Сăмах май, «Мисс Татарстан» организацин моделĕсем унăн «Август.А!» коллекцине тата Хусанти А.Штольц стилистăн прическисене кăтартрĕç.
Акă тинех кĕтнĕ самант. Финалисткăсем пурте сцена çине туй кĕписемпе шурă акăш пек тухрĕç. Вĕсене пурне те дипломпа тата парнесемпе чысларĕç. Килĕшнĕ хĕре интернетпа усă куракансен те суйлама май пурччĕ. Çапла вара «Мисс Интернет» титула Çырчалли пики Ольга Королева çĕнсе илчĕ. Конкурс партнерĕсем те хăйсене килĕшнĕ хĕрсене суйласа хаклă парнесемпе чысларĕç. Йăхташăмăр Р.Флоренцевăна «Мисс FМ» тесе йышăнчĕç.
«Мисс фото» – Регина Гарипова (Павлă) пулчĕ, ăна фотоаппарат пачĕç, «Мисс очарование» – Эвелина Служаева (Хусан), коммуникатора тивĕçрĕ. «II Вице-мисс» – Наталья Насонова (Чистай), видеокамерăна тата 5 пин тенкĕлĕх сертификата, «I Вице- мисс» Ольга Королева (Çырчалли) сехете тата пилĕк пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçрĕç.
Жюрие тĕп номинацисене хăш пике тивĕçнине палăртма пĕрре те çăмăл пулмарĕ-тĕр. Çавах та «Мисс Казань» титула Резеда Хазеева (Хусан) çĕнсе илчĕ, ăна илем салонне çӳреме сертификатпа, «Александр ЛТД» – килти кинотеатрпа, «Мондиал» компани вара сăран плащпа тата ювелир изделийĕпе чысларĕ.
Конкурсăн тĕп «Мисс Татарстан –2009» титулне 17-ри Хусан хĕрĕ Карина Исмагилова çĕнсе илчĕ.
Çирĕпленнĕ йăлапа ăна королева коронине пĕлтĕрхи конкурс çĕнтерӳçи тăхăнтартрĕ. Партнерсем ăна нумай-нумай парнесем пачĕç: паллă фирмăсем кăларакан атă-пушмак, аялти кĕпе-йĕм туянмалли сертификатсем, кристалсемпе илемлетнĕ ювелир изделийĕ, «Мондиал» компани – шашкă (норка) кĕрĕк, «Компаньон СП» компани – Прагăна пĕр эрнелĕх çул çӳрев путевки, «Александр ЛТД» – пысăк телевизор, тата конкурсăн тĕп партнерĕпе «Солнечный город» строительство компанийĕпе «Солнечный город» сăнĕ пулма çулталăклăх контракт. Малашне Карина ку компанин мĕнпур реклама тата РR-акцине хутшăнĕ. Кăçалхи конкурс çĕнтерӳçин К.Исмагиловăн Мускавра иртекен «Мисс Россия» конкурсра Тутарстан чысне хӳтĕлеме тивĕ.
Республикăн чи хитре пикине юлашкинчен халапринчен кая мар чаплă карета «Ривьера» отельре иртекен «Королева балне» илсе кайрĕ.
 
: 1409, Хаçат: 6 (788)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: