Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 752 - 754 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 5-7 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Пĕлтĕр çуркунне Хусанти аслă шкулсенче вĕренекен студентсем дебатсем ирттерессипе пĕрремĕш турнир иртнĕ. Халăхра каланă пек «пĕрремĕш икерчĕ кумкаллă» пулмарĕ. Пачах урăхла, çивĕч ăслă, общество пурнăçне лайăхлатма ăнтăлакан хĕрӳ çамрăксемшĕн тахçантанпа кĕтнĕ мероприяти пулчĕ. Кĕçех вузсенче дискусси клубĕсем йĕркеленчĕç, турнира çулсерен ирттерме йышăнчĕç. 2008 çул вĕçĕнче черетлĕ II турнира суйлав иртрĕ, анчах хальхинче кунта аслă шкулсен студенчĕсем кăна мар, ятарлă вăтам пĕлӳ паракан заведенисенче вĕренекенсем те хутшăнчĕç.
2009 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче ТР Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх тата муниципаллă управленийĕн академийĕнче дебатсен турнирĕ уçăлчĕ. Ăна Хусан хулин ачасемпе çамрăксен ĕçĕсен комитечĕн председателĕ Дамир Фаттахов, Хусанти çамрăксен организацийĕсен канашĕн пуçлăхĕ Игорь Сивов тата академи ректорĕ Андрей Ершов уçрĕç, турнира хутшăнакансене саламларĕç.
Турнира хутшăнма 20 организацирен 40 заявка килнĕ. Малтанах, январĕн 28-мĕшĕнче Хусанти патшалăх финанспа экономика институтĕнче капитансемпе квалификаци тапхăрĕ иртрĕ. Турнира йĕркелекенсем капитансем валли шутласа тупнă темăсем пурнăçра пысăк çитĕнӳсем тума ĕмĕтленекен çамрăксемшĕн чăннипех кăсăк: РФ тата ТР çамрăксен политики; РФ тата ТР суйлав институчĕ; РФ тата ТР çамрăксен обществăлла организацисен ĕçĕ. Çакăн хыççăн икĕ эрнерен виçĕ кун харăсах ушкăнсен тапхăрĕсем (ултă ушкăн) пырĕç. Вĕсем те обществăна хумхантаракан ыйтусене сӳтсе явĕç: массăллă хыпар хатĕрĕсене патшалăхăн тĕрĕслемелле; патшалăх интересĕсемшĕн граждансен ирĕклĕхĕпе харкам прависене чакармалла; çирĕп приговорсем преступность шайне чакараççĕ; çар хĕсметне каймаллах текен йĕркене пăрахăçламалла; Анăçăн Абхазин никама пăхăнманлăхне йышăнмалла; астаракан вăйăсене пурне те чармалла.
Анчах çакăнпах вĕçленмест турнир, малта тата чĕрĕк финалпа çурма финал. Февралĕн 25-мĕшĕнче вара дебатсен турнирĕн финалĕ пулать. Вăл Хусан хулин Ĕçтăвкомĕнче иртет, çакăнтах турнир çĕнтерӳçисене наградăсем парса саламлĕç.
Хĕллехи сесси хыççăнах, каникул вăхăчĕн ырлăхĕпе кăшт та рехетленмесĕрех дебатсен турнирне хутшăнма мĕн хистет студентсене? Е «çӳлтен» хушаççĕ-и? Çук иккен. Дебатсене хутшăнма кашни хăй пуçарулăх кăтартать. Кунта чăнах та чи мал ĕмĕтлисем пухăннă тесе каламалла, мĕншĕн тесен турнира хутшăнни студентсене тĕрĕс калаçма кăна мар, вăрçăнса каймасăр тавлашма та вĕрентет. Çамрăк çын хăй мĕн шухăшланине сăмахпа каласа ăнлантарма хăнăхать. Тин кăна диплом алла илнĕ çамрăк специалистшăн çакă питĕ паха. Ăна пурнăçра ăнăçу кĕтесси куçкĕрет.
 
: 1089, Хаçат: 5 (787), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: