Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТР ШĔМĔ 2008 çула пĕтĕмлетсе çĕнĕ çула плансем палăртнă хыççăнах ТР Прокуратури те коллеги ларăвне пуçтарăнчĕ. Çак икĕ ведомство пĕр-пĕринчен уйрăлса тăрать пулин те вĕсен кăçалхи тĕллевĕ пĕр – экономика кризисне социаллă кризиса çавăрассине чарасси.
Хальхи лару-тăрупа усă куракансем вара пирĕн республикăра çителĕклех. Тĕслĕхрен, халĕ прокуратура Хусанти пĕр предприятире харăсах 600 çын «хăй ирĕкĕпе» ĕçрен тухма заявлени çырнă факта тĕрĕслет. ТР Прокурорĕ Кафиль Амиров экономика кризисĕ вăхăтĕнче кун пек тĕслĕхсен шутне тĕрĕслевсем хыççăн ӳстерме «шантарчĕ». Мĕншĕн тесен Ĕç кодексне пăсни кашни утăмра тенĕ пекех тĕл пулать-мĕн. Çавăнпа вăл хăйĕн ĕçченĕсене кашни заявление тимлĕ пăхса тухмаллине астутарчĕ.
Саккуна пăсса ĕçрен кăларни, тӳлевсĕр отпуска яни кăна мар, вăхăтра ĕç укçи паман тĕслĕх те иртнĕ çул вĕçĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă иккен. К.Амиров пĕлтернĕ тăрăх, республикăра юлашки икĕ уйăхра кăна ĕç укçин парăмĕ 110,517 миллион тенке çитнĕ, 348 предприяти 6 пин ытла ĕç вырăнне кĕскетни çинчен пĕлтернĕ. Тĕслĕхрен, Элметри «СМП-Нефтегаз», «АЛНАС» УАО, «Компромисс» тулли мар яваплăхлă обществăн ĕçченĕсем предприяти ĕçлеменнине пула янă отпускшăн ĕç укçине прокуратура пулăшнипе кăна илейнĕ.
Финанс кризисĕ кашни сферăна, çав шутра, ял хуçалăхне те пырса тиврĕ. Тĕрĕссипе, правăна сыхлакансен ĕçĕ кунта ахаль те сахал пулман-ха. 2008 çулта акă саккуна пăснă 329 тĕслĕх палăрнă. Ял çыннисем валли уйăрнă субсидисене халăха парас вырăнне хăйсем усă курнăшăн Ял хуçалăхĕпе апат çимĕç министерствин ĕçченĕсене, 16 ял хутлăхĕн пуçлăхне уголовлă яваплăх тыттарнă.
Пĕтĕмпе Тутарстанра пĕлтĕр кăна прокуратура коррупципе çыхăннă 636 преступление шута илнĕ, вĕсенчен 60 проценчĕ – взятка илни. Çакăн йышши преступлени çулран-çул чечекленнин сăлтавĕсенчен пĕри шăпах яваплăх çирĕп маррипе те çыхăннă-тăр. Кун çинчен ТР Прокурорĕ те асăнчĕ. Экономика енĕпе пĕр преступлени те палăрман районсем те пур иккен. Паллах, ку унта взятка илекен, патшалăх укçине кĕсьене чикекен çын çук тенине пĕлтермест. «Апла вырăнти прокуратура ĕçлесе çитереймест», – пĕтĕмлетрĕ çакна К.Амиров. Çавăнпа вăл районсемпе хуласен прокурорĕсене çине тăрса ĕçлеме кăна мар, тимлĕ те пулмаллине каларĕ. Тĕслĕхе çакăн пек ăнсăрта илсе кăтартрĕ: Хусанти Вахитов районĕн прокуратура ĕçченĕ уголовнăй ĕçе вуламасăрах алă пусса суда янă. Следователь шӳтлесе свидетельсен списокне унăн ятне те кĕртнине вăл асăрхаман та.
Преступность пирки калас пулсан, вăл республикăн 34 районĕнче чакнă, 21-ĕшĕнче ӳснĕ. Пĕрре судпа айăпланнисем тепĕр хут преступлени тунă тĕслĕх нумайланнă-мĕн, ку енĕпе Тутарстан Раççейре пĕрремĕш вырăн йышăнать иккен.
ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Александр Гусев каланă тепĕр пулăм та самай шухăша ярать. Раççейри общество шухăшне тишкерекен хăш-пĕр центрăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Тутарстан Раççейри чи коррупциллĕ (уйрăмах правăна сыхлакан органсенче) регионсен шутне кĕнĕ-мĕн. «Коррупципе кĕрешесси лайăхланнă тетпĕр-ха, анчах тĕрĕссипе, апла мар»,– терĕ А.Гусев. Çурт-йĕр юсавĕ валли (кăçал уйăракан укçа-тенкĕ икĕ хут ытла ӳснĕ), ипотекăпа çурт-йĕр туянма парăнакан субсидисене халăх патне çитерессине тĕрĕслеме тата çурт-йĕр лартма пая кĕрсе улталаннин ыйтăвне татса парассине хăвăртлатма ыйтрĕ. Сăмах май, çурт-йĕр лартма пая кĕрсе улталаннисен ыйтăвне тĕпчеме çывăх вăхăтра РФ Патшалăх Думин депутачĕ Александр Хинштейн килмелле.
 
: 1100, Хаçат: 5 (787)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: