Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (23.01.2021 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -7 - -9 градус сивĕ, çил 6-8 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чăвашсен авалхи йăли-йĕркисене çĕнĕрен чĕртес тĕлĕшпе Аксу районĕнче хастар ĕçлеççĕ, эстрада, фольклор ушкăнĕсем чăмăртанаççĕ. Мăн асаттесемпе асаннесем пуçарнă Уяв праçникĕ те вăй илсе пырать. Июлĕн 1-мĕшĕнче Çĕнĕ Тимушкелпе юнашар Улька çăлĕ патĕнче район Увĕ иртрĕ. Ахаль те илемлĕ уçланкă хамăр наци тумне тăхăннă çынсемпе тата та хӳхĕмленчĕ. Тăван чĕлхе çынсене тăванла çывăхлатрĕ. Кашни ялтан тенĕ пекех илемлĕ пултарулăх коллективĕсен представителĕсем, культура çурчĕсен, ял хутлăхĕсен пуçлăхĕсем, эстрада фольклор ушкăнĕсемпе пĕрле Шупашкартан та артистсем килсе çитрĕç.
Чăвашсен авалхи праçникне сума суса Аксу муниципаллă район ертӳçисем Ильхам Валеев, Николай Становов, Сергей Александров, культура пайĕн пуçлăхĕ Надежда Крайнова, Нурлат районĕн ертӳçин çумĕ Юрий Терентьев, ТР ЧНКА канашĕн председателĕ Константин Яковлев тата ытти сумлă хăнасем те хутшăнчĕç.
Район пуçлăхĕ И.Валеев тата ТР ЧНКА ертӳçи К.Яковлев уява пухăннисене саламланă хыççăн Уяв карти йĕркеленчĕ, авалхи йăла юррисем шăранчĕç. Шел, нумай юрă манăçа тухнă. Анчах та Кивĕ Тимушкелти «Уяв» ушкăн хăйĕн композицийĕсемпе авалхи Уяв праçникне питĕ ăста кăтартрĕ. Ушкăн ертӳçи Аркадий Харитонов хăй йĕркеленĕ ушкăнăн ятне çĕре ӳкермест, авалхи юрăсене таçтан та шыраса тупать.
Шупашкар артисчĕсем те халăха савăнтарчĕç. Уйрăмах Александр Васильев сăмахĕсем чуна тивеççĕ:
– Кирек хăш йывăç та тымарпа хăватлă. Кирек хăш халăхшăн та тăван чĕлхе – çирĕп тымар. Хамăр чĕлхене мансан, вăл çухалсан чăваш халăхĕ те çĕр пичĕ çинчен çĕтет. Юратăр тăван чĕлхене, ан манăр ăна! Ун чухне пирĕн халăх та пĕтмĕ, – чĕнсе каларĕ хĕрӳ те ăста юрăçă.
Курма пухăннисем çакăн пек чаплă праçник йĕркеленĕшĕн спонсорсене (К.К.Кильманова – «Вамин-Аксу» гендиректорĕ, А.Ф. Сумгатова – «РАЦИН» продкорпораци гендиректорĕ, В.Я. Маркова – Емелькино ял хутлăхĕн пуçлăхĕ), Шупашкар артисчĕсене йыхравланăшăн ТР ЧНКА ертӳçине К.Яковлева пуç тайса тав турĕç.
 
: 1324, Хаçат: 27 (705)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: