Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Президент М.Ш.Шаймиев пуçарнипе 2009 çул республикăра Спортпа сывă пурнăç йĕркин çулĕ. Çак çула пуçласа кăрлач уйăхĕн 24-25-мĕшĕнче Пăвари массăллă спортпа кану мероприятийĕсене ирттерекен «Буа-Алан» уçланкинче йĕлтĕрпе чупма юратакансем ăмăртрĕç.
Сывлăха упрас, халăх хушшинче физкультурăпа спорт тĕсĕсене анлăн сарас енĕпе иртекен мероприятисем районта йăлана кĕнĕ. Çакă çамрăксене йĕркесĕр пулăмсенчен пăрăнма пулăшать. Иртнĕ çулсенче уçăлнă «Арктика» Пăр керменĕ, «Дельфин» ишмелли бассейн, спорткомплекссем пулни, халăхăн тĕрлĕ категорийĕ вĕсемпе усă курни те Пăва районĕнче пурăнакансемшĕн çĕнĕлĕх мар. Кăçал ку енĕпе ĕç тата та вăйланассине пĕлтерчĕ муниципаллă район ертӳçи Р.Х.Абузяров уява уçнă май.
Спортăн йĕлтĕрпе чупас тĕсĕ халăх хушшинче анлăн сарăлнă. Ăна ватти те, вĕтти те кăмăллать. Уçă сывлăшра пĕр васкамасăр, йĕлтĕрпе шуса çӳрени сывлăхшăн усăллă кăна мар, илемлĕ кану меслечĕ те. Çак хĕллехи савăнăçлă та пысăк уявра пăвасем йĕлтĕрпе чупса чапа тухнă çынсене те асăнмасăр хăвармарĕç. С.Нафиков – Совет Союзĕн спорт мастерĕ, Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ, унăн вĕренекенĕсем пĕтĕм тĕнче шайĕнчи первенствăн çĕнтерӳçисем, хĕллехи вăхăтра вăл Хусанта ĕçлесе пурăнать. М.Измайлов, П.Захаров, З.Якупов – Пăва районĕнче çуралса ӳснĕ спорт мастерĕсем. Хальхи вăхăтра Пăва çĕрĕ çинче çитĕнекен пулас чемпионсем утсемпе чупса ăмăртаççĕ. Футбол, хоккей выляççĕ, наци кĕрешĕвĕсенче вăй виçеççĕ, каратэ вăрттăнлăхĕсене алла илеççĕ, ишеççĕ тата пăр çинче эрешсем туса шăваççĕ. Районăн инçетри ялĕсенче пурăнакан ачасене те йĕркелесе ятарлă автобуссемпе Пăр керменне тата бассейна илсе çӳрени те питĕ савăнтарать.
ПĔРРЕМĔШ КУН
Пăва муниципаллă район пуçлăхĕн кубокĕсемшĕн иртекен пĕччен тата ушкăнпа йĕлтĕрпе чупас ăмăртăва 6-7 классенче вĕренекенсем пуçларĕç. Вĕсем пĕр çухрăма чупрĕç. 8-9 классем икĕ çухрăма, аслă классенче вĕренекен хĕрсем – икĕ, каччăсем – виçĕ çухрăма ăмăртрĕç.
Йĕлме-йĕлтĕр чĕлтĕр-чĕлтĕр,
Шуса тухрăмăр хире, – аса килеççĕ ача чухнехи сăвă йĕркисем. Йĕлтĕрсен сассине ăмăртакансене хавхалантарса кăшкăракансен сасси хуплать. Çурçĕр-хĕвел анăç енчен вĕрекен çил ăна таçта çити вĕçтерсе каять. Анчах çак витĕр касакан çил ачасене шăнтаймарĕ те, ăмăртăва лайăх кăтартусемпе вĕçлеме те чараймарĕ.
Пĕрремĕш кунхи чупăва 733 вĕренекен, 277 ĕçлекенпе служащи хутшăнчĕ. Вĕренекенсем хушшинче Тури Лашчăри шкул ачисем уйрăмах палăрчĕç. Хăйсемпе пĕр çулхисене вĕсем пĕр çухрăма кая хăварчĕç. Тăххăрмĕш класра вĕренекен К.Андреев икĕ çухрăма 6 минут та 36 çеккунтра чупса çитсе пĕрремĕш вырăн илчĕ. С.Григорьев 6 минут та 38 çеккунтра çитсе иккĕмĕш пулчĕ. К.Емельянова çав шкултах вĕренет. Вăл пĕр çухрăма 5 минут та 53 çеккунтра чупса 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Л.Измайловăпа А.Сагдеева иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. 10-11 класра вĕренекенсен хушшинче те малта Тури Лашчă шкулĕнчен нумайăн пулчĕç.
Ачасем çакăн пек патвар, тĕреклĕ те вăйлă пулнинче физкультура вĕрентекенĕн И.И.Карамаликовăн тӳпи пысăк. Çак шкулти çамрăк спортсменсем 20 çул ĕнтĕ Пăва районĕнче çуран тата йĕлтĕрпе чупса малти вырăнсене йышăнаççĕ.
– Эпир ăмăртусенче çĕнтерессишĕн анчах мар, ачасен сывлăхĕшĕн тăрăшатпăр. Вĕсене спортпа, физкультурăпа çывăхлатса малашнехи пурнăçра тĕрĕс çул çине тăратасси пирĕн тĕп тĕллев, – терĕ Иван Иванович.
Тури Лашчă ачисем çĕнĕ куна куллен ирхине чупупа пуçлаççĕ. Паянхи ăмăртура мала тухнă К.Андреева «Сувар» вулаканĕсен ятĕнчен саламласа пĕр-икĕ ыйту патăм.
– Чупма çăмăлах марччĕ, – терĕ вăл. Хирте юр сахалрах пулнипе вырăн-вырăн тăпра та тухнă. Манпа пĕрле ăмăртакансем вăйлăскерсемччĕ. Эпĕ пĕтĕм вăя парса чупрăм. Кăçалхи çул Спортпа сывă пурнăç йĕркин çулĕ пулнă май эпĕ пĕтĕм ачана физкультурăпа уçă сывлăшра вылямалли вăйăсемпе туслашма чĕнетĕп, – терĕ маттур чăваш ачи Костя.
Шкул ачисем хыççăн районти профтехучилище вĕренекенĕсем, ял хутлăхĕсенчи спорт коллективĕсем, тĕрлĕ предприятисемпе организацисен, электросеть, администраци ĕçченĕсем те массăллă старта хутшăнчĕç. Районти шалти ĕçсен уйрăмĕн аслă уполномоченнăйĕсене те йĕлтĕр йĕрĕ çинчен пăрăнса çул паракан пулмарĕ, пурте малалла финиша ăнтăлчĕç.
Ятарлă професси паракан вăтам вĕренӳ заведенийĕсен хушшинче Пăвари ветеринари техникумĕн вĕренекенĕсем питĕ ăста пулчĕç. Н.Кузнецова –пĕрремĕш, А.Лаврентьева – иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Предприятисемпе организацисем хушшинчи чупура çĕнтерекенсене икĕ пая уйăрчĕç: 40 çула çитиччен тата 40-рен иртнисене. Кунта Пăвари электросеть ĕçченĕсене палăртса хăвармалла, пурĕ чупăва 7 çын хутшăннă пулсан – тăваттăшĕ малти вырăнсем йышăнчĕç. Хĕрарăмсенчен хĕрĕхе çитейменскерсем Г.Юнусова – пĕрремĕш, Г.Залялетдинова – иккĕмĕш. Тăватă теçеткене улăштарнисем хушшинче арçынсенчен А.Дементьев. Хĕрарăмсенчен Г.Дементьева – пĕрремĕш. Çак чупура Чăваш Киштек шкулĕнчи вĕрентекен А.Спиридонова иккĕмĕш килчĕ. Шкулта физкультура вĕрентекенĕ тата завуч та пулнă май спорт инвентарĕсем çителĕксĕр пулнипе, çак турнира килес умĕн ачасем валли ялта йĕлтĕр шыраса çӳренипе тарăхса калаçрĕ.
 
ИККĔМĔШ КУН
Кăрлачăн 25-мĕшĕнче чупăва студентсем уйрăмах хаваслă килчĕç. Мĕншĕн тесен Татьянăсен кунĕ – вĕсен уявĕ шутланать. Ветеринари техникумĕн студенчĕсем икĕ команда йĕркеленĕ. Çак кунхи эстафета чупăвĕсене 59 команда хутшăнчĕ, тăватшар çын: икĕ хĕр те икĕ каччă.
Шкулта вĕренекенсем хушшинче 1, 2, 3 вырăнсене те турилашчăсем çĕнсе илчĕç. Анчах çак турнира йĕркелекенсем вĕсенчен пĕр çĕнтерӳçине кăна призлă вырăн пачĕç. Иккĕмĕш вырăнта – Атав шкулĕнче вĕренекенсем, виççĕмĕшĕнче – Пăвари 5 номерлĕ шкул вĕренекенĕсем.
Профтехучилищĕсем хушшинче пĕрремĕшсем – ветеринари техникумĕн студенчĕсем, иккĕмĕшсем – 83 номерлĕ ПУ, виççĕмĕшсем – каллех ветеринари техникумĕн иккĕмĕш команди.
Çак кунхи турнир пуçламăшĕнчех йĕлтĕр туйи йăтса çӳрекенсене сăнарăм.
– Ĕнер пирĕн пĕр представитель йĕлтĕр туйи хуçăлнипе мала тухаймарĕ. Çавăнпа паян эпир ĕçлекенсемпе кăлтăка вăхăтлă сирсе яма пĕрер туя илсе тухрăмăр, – терĕ Пăвари электросеть организацийĕн çамрăксен комитечĕн председателĕ Г.Саляхова куларах.
Вĕсен ĕçченĕсем çав тери спортпа туслă иккен, коллективпа пĕрле Пăвари «Юность» спорткомплекса çӳреççĕ. Хусанта «Татэнерго» организаци ирттерекен ăмăртусене хутшăнаççĕ. Çак организацире тăрăшакан Дементьевсен çемйине уйрăмах палăртса хăварчĕ Г.Саляхова. Альбертпа Галина Пăвара пĕр кунта çуралнă, пĕр урамра выляса ӳснĕ, пĕр шкулта вĕреннĕскерсем, ӳссе çитĕнсен те пĕр-пĕринчен уйрăлман – çемье çавăрнă. Галина – лаборантка пулса тăрăшать, Альберт – электромонтер. Çак чăваш çемйи мĕн ачаранах йĕлтĕрпе туслă. Энергетика ĕçĕпех çыхăннă икĕ ывăлĕ те спорта кăмăллаççĕ. Акă организацисем хушшинчи эстафета чупăвĕн пĕрремĕш финалисчĕ финиша çывхарать, аллинче унăн «Татэнерго» организацин кăвак тĕслĕ ялавĕ. Ку пирĕн А.Дементьев пулчĕ. Пĕрремĕш ăна мăшăрĕ чупса пырса саламларĕ, термосĕнчен пылак чей ярса пачĕ.
– Çулсем иртнĕçемĕн чупма йывăр мар-и? – кăсăклантăм эпĕ.
– Çулсем иртнĕçемĕн çынсене тĕрлĕ чирсем çыпăçаççĕ. Эпир çав чирсенчен таратпăр, – терĕ кулса Галина. Çак çулсене парăнман чăваш çемйинчен тĕлĕнмелли кăна юлчĕ. Вĕсем пирĕншĕн – ырă тĕслĕх. Пăвари электросеть ушкăнĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ пулсан, иккĕмĕш – Тури Лашчă шкулĕн педколлективĕ, виççĕмĕш – 83 номерлĕ ПУ вĕрентекенĕсем йышăнчĕç.
Çĕнтерӳçĕсене куçса çӳрекен кубоксем, медальсемпе дипломсем тата укçапа парнесем пачĕç.
Юмахри пек шап-шурă хир. Чупакансене хатĕрленме речĕпе лартса тухнă юртăсем аваллăха аса илтереççĕ. Юр çинче çиçĕм пек вĕçекен «Буран» снегоходсем кăна çак туйăма сирсе каялла хальхи вăхăта илсе килеççĕ. Икĕ кун вĕсем уява ирттерме пулăшрĕç, йĕлтĕрçĕсене çул кăтартса пыракансем пулчĕç. Юлашкинчен хăйсем те ăмăртса пĕр çеккунтра хăвăртлăхне 150–160 метра çитерчĕç. Икĕ кун спорт уявĕнче ялсенчен çуна кӳлсе илемлетсе килнĕ лашасем çинче Культура ĕçченĕсем юрласа çаврăнса çӳрерĕç. Муниципаллă район ертӳçи Р.Х.Абузяров уява вĕçленĕ чух каланă сăмахĕнче хутшăнакансене саламласа тата та çӳллĕрех результатсем кăтартса малашне пысăк çĕнтерӳсем тума сунчĕ. «Пăва – Атăлçи тăрăхĕнче спортпа чи туслă центр, Тутарстанра – спортпа чи туслă хула пултăр», – терĕ. Малашне кашни канмалли кун йĕлтĕрсем сырса çак уçланкăна пуçтарăнма чĕнчĕ.
 
: 1240, Хаçат: 5 (787), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: