Мĕн тесе çав тери çумăр çăвать кунĕ-кунĕпе? Мĕншĕн тесен республикăри чăвашсем Элмет районне ятарласа пухăнса çумăр ыйтрĕç-çке. Июнĕн 30-мĕшĕнче Патраклă ял хутлăхĕн территорийĕнче Кама леш енчи чăвашсен пĕрремĕш “Учӳк” уçă фестивалĕ иртрĕ.
Учӳк – уй чӳкĕ. Чăвашсен ĕлĕкхи тĕн ĕненĕвĕ тăрăх, çут тĕнче вăл – çут çанталăк тата этем, ăна Турă хăйĕн Киремет йĕкĕреш шăллĕпе тунă. Анчах та çут тĕнчене йĕркеленĕ хыççăн Киремет усал вăйсен витĕмне лекнипе Турă ăна çӳлти тĕнчерен хăвалать. Авалхи чăвашсен йăли-йĕркисен тĕллевĕ – яланах тăнăçлăха, килĕшĕве сыхласа хăварасси пулнă. Çут çанталăкри килĕшĕве тытса пырасси те чӳк тăвассипе çыхăннă. Тĕне кĕмен чăвашсем шыва, вута, çĕре, хĕвеле пуç çапаççĕ, уйăх та вĕсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Уйăх календарĕ пахчари ĕçсене çеç мар, тĕнпе çыхăннă йăла-йĕркесене те ирттерме кирлĕ.
Хальхи вăхăтра Учӳк ирттересси авалхи ĕненӳсен пĕр пайĕ шутланать, вăл зороастризмранах килет. Учӳка Çимĕк хыççăн çĕртме уйăхĕнче ирттереççĕ. Элмет районĕнчи Патраклăра Учӳка икĕ çулта пĕрре тăваççĕ. Унăн тĕллевĕ – тыр-пул пуçтарса илнĕшĕн тата выльăх-чĕрлĕх йĕркеллех хĕл каçнăшăн Турра тав туни, тулăх тыр-пул, малашлăхшăн пил ыйтни.
Чи малтан ялти ватă çынсем пуçтарăнса Учӳк ирттермелли кун пирки калаçса татăлаççĕ, мĕн чухлĕ укçа кирлине палăртаççĕ. Малтан килĕрен укçа, кĕрпе, çу пуçтарнă, халĕ вара веçех укçалла туянаççĕ. Учӳк ирттернĕ чухне йăласене туса пыракансем : Уняслу Сатыбалова, Эльбике Хавандеева (кĕлĕ вуларĕç), Зинаида Ильмукова ертсе пычĕ. Кĕл тумалли вырăн – тикĕс уçланкă. Çак йăлана çăлкуç, шыв çывăхĕнче ирттереççĕ. Тата çывăхра йывăçсем те пулмалла, хурăн е юман аван. Чӳк тăвасси кашнинчех пĕр вырăнта иртет. Выльăха çак вырăнтан хĕвелтухăç еннелле илсе кайса пусаççĕ. Ку ĕçре кĕлĕ тума пĕлекенсем çеç хутшăнаççĕ, çамрăксене пыртармаççĕ. Выльăха çăлкуçри шывпа пĕрĕхнĕ хыççăн пусаççĕ. Хуранта аш пиçнĕ хыççăн, унта кĕрпесем ярса пăтă пĕçереççĕ. Апата пурне те салатса параççĕ.
Вун пĕр пысăк хуранта пиçрĕ темиçе вăкăр какайĕ. Вăрман çывăхĕнчи уçланкăра халăх – пин ытла çын: «Учӳк» фестивале нумай юрă-ташă ушкăнĕ килсе çитнĕ, хамăр республикăрисен хушшинче Шупашкарти эстрада артисчĕсем те пур. Кама леш енчи районсенчи чăваш центрĕсен председателĕсем уявра хаклă хăнасем пулчĕç.
Патраклăри ял хутлăхĕн пуçлăхĕ – Элмет районĕнчи Чăваш наципе культура центрĕн председателĕ Инна Альмукова каланă тăрăх, çак мероприятие йĕркелеме ялтан 68 çын хутшăннă, унсăр пуçне нефтяниксен, газовиксен бригадисем пулăшнă. Çынсене канса савăнма пур условисем те пурччĕ. Учӳк хыççăн юлашки хăнан машини хăварнă тусан çине тахçантанпах кĕтнĕ çумăрăн пĕрремĕш тумламĕсем ӳке пуçларĕç.