Ку эрнере инçетри Гватемалăран савăнăçлă, çĕршыври мĕнпур спорта юратакансем тахçантанпах чăтăмсăррăн кĕтнĕ хыпар çитрĕ. Мускаври вăхăтпа ирхи виçĕ сехетре Пĕтĕм тĕнчери олимп комитечĕн 119-мĕш ларăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Сочи хули 2014 çулта иртекен хĕллехи Олимп вăййисене йышăнма тивĕçлĕ пулни çинчен пĕлтерчĕç. Конкурсăн финалĕнче вăл Австрири Зальцбурга тата Кăнтăр Корейăри Пхенчхан хулине çĕнтернĕ.
Чылайăшĕ Сочие çакăн пек чи çӳллĕ шайри ăмăртусем ирттерме шанса парасси пирки юлашки вăхăтченех ĕненмен те. Пирĕн спортсменсене тĕнчери тĕрлĕ ăмăртусенче тĕрĕс мар хакланă тĕслĕхсем сахал пулнă-им? Çавăнпа та çак çĕнтерӳ пирĕншĕн тата та пĕлтерĕшлĕрех. Вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулсенчи асар-писер вăхăт хыççăн Раççей çĕнĕрен ура çине тăрса, çирĕпленсе пынине пĕлтерет. Тата паллах, Сочи кандидатуришĕн Раççейĕн чи çӳллĕ шайри влаçĕ те нумай тăрăшни витĕм пачех ĕнтĕ. Америка континентĕнче вырнаçнă инçетри Гватемалăна РФ Президенчĕ Владимир Путин хăй те кайрĕ-çке. Презентацире вăл Пĕтĕм тĕнчери олимп комитечĕн членĕсене Сочишĕн сасăлама хĕрӳллĕн чĕнсе каларĕ. Тата пирĕн команда çапла туслă ĕçленине те эпир тахçанах курманччĕ-ха.

Халĕ вара уяв çинчен манса çывăх вăхăтрах çанă тавăрса ĕçлеме тытăнмалла пулать. Çичĕ çул хушшинче кунта спорт объекчĕсем, хăна çурчĕсем, инфраструктура тата ыттине тумалла-çке. Ăна валли Владимир Путин сăмахĕсенчен, 12 миллиард доллара яхăн уйăрма палăртнă.
Сăмах май, пирĕн çĕршыв хальччен хăйĕн историйĕнче Олимп вăййисене пĕр хутчен кăна йышăнма тивĕçнĕ. 1980 çулта вĕсем Мускавра питĕ ăнăçлă иртнĕччĕ. Хĕллехи Олимпиада вара, Раççей çурçĕрти çĕршыв пулин те, кунта пĕрре те пулман. Апла-тăк, ăна чи çӳллĕ шайра ирттерессишĕн пирĕн пурин те тăрăшмалла.