Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

«ПĂТРАННĂ ШЫВРА ПУЛĂ ТЫТАКАН ТУПĂНАТЕХ»
«2008 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, республикăри оперативлă лару-тăру лăпкă. 100 пин çын пуçне тивекен преступленисен шучĕ 2157 танлашрĕ. Ку Раççейри, Федерацин Атăлçи округĕнчи кăтартусенчен пĕчĕкрех. Хăрушă преступленисене уçса парасси ӳсрĕ, ятарласа вĕлернĕ, суранлатнă, вăрланă, суя укçа тунă тĕслĕхсем, çул çитменнисемпе çыхăннă преступленисем чакрĕç», – пĕлтерчĕ ТР шалти ĕçсен министрĕ А.Сафаров январĕн 21-мĕшĕнче иртнĕ коллеги ларăвĕнче.
ТР ШĔМĕн çитĕнĕвĕсем, чăн та, куç умĕнче: наркотиксемпе çыхăннă 6247 преступление шута илнĕ (150 килограмм наркотикла япаласем туртса илнĕ, наркотик кӳрекен 12 пысăк канала хупнă), саккунсăр çаврăнăшран 324 хĕç-пăшал туртса илнĕ, экономика енĕпе 11360 преступление (8445-шĕ хăрушă преступлени, взятка –2233) палăртнă, финанс-кредитпа çыхăннă 3800 преступление уçнă. Вĕсем тăрăшнипе республикăра юлашки виçĕ çулта террорпа экстремизмла пĕр факт та палăрман. Çул-йĕр çинчи инкексен шучĕ чакни те лайăх курăну, пурĕ 5958 тĕслĕхе шута илнĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 6 процент сахалрах. А.Сафаров каланă тăрăх, çакăн пек кăтартусемпе çулталăка вĕçлеме вĕсене Правительство, патшалăх преступленисене хирĕç профилактика çине тимлĕх уйăрни, укçа-тенкĕпе, тĕрлĕ техникăпа тивĕçтерни пулăшнă. Тĕслĕхрен, хальхи вăхăтра республикăн 8 хулинче видеосăнав системи (пурĕ 231 видеокамера) ĕçлет.
Республикăри шалти ĕçсен оперативлă службин кăтартăвĕсем пĕрре те хурламалла мар (ТР ШĔМĕ 2008 çулта та Раççейри, Федерацин Атăлçи округĕнчи чи лайăх подразделенисен шутне кĕнĕ, РФ ШĔМĕ, прокуратура виçĕ хут тĕрĕслесе те ТР ШĔМĕн саккуна хăрушла пăснă пĕр тĕслĕхне те палăртман) пулин те, тунă çитĕнӳсем çинче ларура питех чарăнса тăмарĕç.
– Кăтартусем аван, анчах вăл иртнĕ вăхăтра. Умра ансат мар 2009 çул,– терĕ кун пирки ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин.
Ун сăмахĕсем тăрăх, милици сотрудникĕсен кăçал çанă тавăрса ĕçлеме тивĕ, мĕншĕн тесен экономика кризисне социаллă кризиса çавăрмалла мар. Апла яваплăх чи малтан вĕсем çине тиенет. «Пăтрашуллă вăхăтра пăтраннă шывра пулă тытас текен тупăнатех»,– асăрхаттарчĕ Фарид Хайруллович. Экономика кризисĕ кунран-кун вăйланса пынă самантпа усă курас текенсем йышланасси каламасăрах паллă. Кун пек çынсем предприятисене суя панкрута кăларса пурлăха кĕсьене чикме, кризис вăхăтĕнче ĕç çыннисен правине пăсма, наци проекчĕпе уйăрнă укçана вăрлама пăхĕç. Ĕç вырăнĕсене чакарнипе кукăр алăллисен йышĕ ӳсесси те паллă. Милици сотрудникĕсем çакна хăйсем те аван чухлаççĕ. Çавăнпа ТР шалти ĕçсен министрĕ А.Сафаров сотрудниксен ĕçĕ япăхланмалла марри ума лартнă тĕп тĕллевсенчен пĕри тесе палăртрĕ.
Анчах тырă хывăхсăр мар тенешкел, ШĔМ тытăмĕ те çитменлĕхсемсĕр мар, сотрудниксенчен хăшĕ-пĕри хăйĕн ĕçне ячĕшĕн тата шучĕшĕн кăна пурнăçланипе мĕнпур милиционерăн питне хĕретет. ТР прокурорĕн К.Амировăн Çырчалли хулин, Агрыз районĕн, Хусанти Советски, Атăлçи районĕсен шалти ĕçсен уйрăмĕсен сотрудникĕсене критиклемелли сăлтавĕ те пурахчĕ çав. Тĕслĕхрен, Атăлçи районĕнчи (Хусан) шалти ĕçсен уйрăмне Çĕнĕ çул вăхăтĕнче пĕр гражданин сотовăй телефонне вăрланине пĕлтерме килсен, ăна милиционерсем хăйне чутах айăпламан. «Темиçе çеçкеллĕ» формализма пула пакунлисем саккуна пăснине палăртрĕ К.Амиров. Тĕслĕхрен, Çырчаллинчи шалти ĕçсен уйрăмĕнче Марков гражданин хыпарсăр çухалнă пирки уголовнăй ĕç 2004 çултах пуçарнă пулин те шырав ĕçĕсем темиçе çул хут çинче кăна пынă. Унта çырнă тăрăх, Марков гражданинăн çурт-йĕрне оперативниксем пĕрре мар тишкернĕ иккен. Чăннипе вара Маркова тăван мар ывăлĕ вĕлерсе ӳтне килти балкон çинче тăватă çул (!) упранă.
Экономика кризисĕ пынă вăхăтра экономика енĕпе преступленисем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмаллине астутарчĕ прокурор: «Заказпа уголовнăй ĕç пуçарассине чарăр. Корпораци хирĕç-тăрăвне пире ан хутшăнтарччăр»,– терĕ вăл çирĕппĕн. Çаплах РФ Президенчĕ Д.Медведев, федераци ертӳçисем хăрушах мар преступленишĕн çынсене тĕрмене лартма васкамалла маррине каларĕ: «Ĕç кăтартас тесе кăна пĕлтерĕшлех мар преступленишĕнех ĕçлекен çынсене, çул çитмен çамрăксене тĕрмене лартса вĕсен пурнăçне ан пăсăр»,– терĕ. Кун пирки те пĕр сăлтавсăрах сăмах хускатмарĕ прокурор. 2008 çулта Тутарстан Прокуратури оперативниксем пуçарнă 481 уголовнăй ĕçе чарнă. Çапла вара малашне закона сотрудниксем пăснă тĕслĕхсем ан пулччăр тесе Кафиль Фахразеевич преступлени çинчен хыпарсене мĕнле пăхса тухнине шута илесси, хыпарсăр çухалнисене законпа килĕшӳллĕн шырав йĕркелесси, экономика преступленийĕсене лайăх пăхасси çине тимлĕх уйăрмаллине каларĕ.
Пытармалли çук, йĕрке хуралçисенче хăш-пĕр çын ыррине сахал курать. Анчах пурнăçра инкекпе куçа-куçăн тĕл пулсан камран пулăшу ыйтатпăр? Паллах, милицирен. Ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçламан пĕр-икĕ сотрудника пула ыттисен таса ятне варалама кирлех-ши? Криминаллă хроника тăрăх хаклас пулсан та вĕсен ĕçне çăмăлах тееймĕн вĕт. Тепĕр тесен, ТР шалти ĕçсен министрĕ А.Сафаров калашле, ĕçлеменни кăна йăнăшмасть.
 
: 1119, Хаçат: 4 (786)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: