Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (23.01.2021 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 756 - 758 мм, -7 - -9 градус сивĕ, çил 6-8 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çак кунсенче Хусан хула Думинче черетлĕ сесси иртрĕ. Пирĕншĕн вăл уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулчĕ, мĕншĕн тесен пăхса тухакан ыйтусенчен пĕри – Хусан хулинче пурăнакан халăхсен чĕлхисене аталантарас программăна пăхса тухни. Çĕнĕ программăна 2008-2012 çулсене хатĕрленĕ. Унчченхи тăватă çулхи программа халăхсене нумай проектсене пурнăçлама пулăшнă. Çĕнни çине те пирĕн шанчăксем пысăк.
Хула администрацийĕ Хусанти Петĕр Хусанкай ячĕллĕ чăвашсен обществăпа культура центрне сессире депутатсем умĕнче хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пама ыйтрĕ. Программăн лайăх тата начар енĕсене палăртма сĕнчĕ.
ЧОКЦ ĕçĕпе хула администрацине тата депутатсене Сильвия Чаркина паллаштарчĕ. Паллах, вунă минутра пĕтĕм ыйтусене сӳтсе явма çук, анчах та чи çивĕччисене палăртма ĕлкĕрчĕ.
Нумай депутатшăн Тутарстанра чăвашсен ЧНКА, ЧОКЦ тата 20 районта наципе культура центрĕсем пурри çĕнĕлĕх пулчĕ. «Сувар» хаçат тиражĕ пилĕк пинрен иртнине те ырларĕç.
Радиори чăваш передачине хупнине пĕлмен те вĕсем. Чăваш пикисем Раççей конкурсĕнче çĕнтернипе депутатсем кăмăллă пулчĕç, тепринче Мускава Хусан хĕрне илсе кайма ыйтрĕç.
Авиастроительнăй районĕнчи воспитани центрĕнче ĕçлекен «Теремок» пукане театрĕ Раççей шайĕнчи фестивальте çĕнтернипе тата унăн çамрăк актерĕ Максим Хромов РФ Президенчĕн премине тивĕçнипе эпир чăннипех мухтанма пултаратпăр.
Чăваш çамрăкĕсем 2006 çулхи октябрь уйăхĕнче хăйсен канашне туса хуни пирĕншĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Хула пуçлăхĕсемпе депутатсем ун çинчен илтсен пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕç.
Хусанти ЧОКЦ ачасене ялан пысăк тимлĕх уйăрнă. Халĕ Хусанта чăваш шкулне уçасси пирки ТР Вĕрентӳпе наука министерствипе калаçусем пыраççĕ. Анат Камăри чăваш гимназийĕ нумай çул ăнăçлă ĕçлет, çак тĕслĕхпе Хусанта та шкул уçма ĕмĕтленни çинчен пĕлтерчĕ Сильвия Чаркина хула мэрĕнчен Ильсур Метшинран пулăшу ыйтса.
Ильсур Раисович Анат Кама мэрĕ пулнă тапхăрта 34№ чăваш гимназине уçма, аталантарма нумай пулăшнă. Çавăнпа та Хусанта çакăн пек шкул уçас шухăш ăна килĕшрĕ.
– Чăваш гимназийĕ лайăх ĕçленине, унăн авторитечĕ пирĕн республикăра çеç мар, Чăваш Енре те пысăк пулнине пĕлетĕп, – терĕ Ильсур Раисович. – Çавăнпа та эпĕ сирĕнпе килĕшетĕп. Атьăр, Хусанта чăваш шкулне уçар. Çак ыйтăва пурнăçа кĕртме администрацири чĕлхесен аталанăвĕн пайĕ тата Вĕрентӳ управленийĕ сире пур енчен те пулăшĕç, – тесе шантарчĕ мэр.
Хула Думин депутачĕсем çĕнĕ программăна йышăнсан, Хусанти чăвашсене тĕрлĕ мероприятисем ирттерме администраци пулăшма тивĕç. Кĕркунне вара республика шайĕнчи программăна Патшалăх Канашĕн депутачĕсем пăхса тухмалла. Тен, унта та пиртен чăвашсене паян мĕн кăсăклантарнине, патшалăхран мĕнле пулăшу кирлине ыйтĕç. Пурнăç кăтартĕ.
 
: 1107, Хаçат: 27 (705)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: