Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 749 - 751 мм, -1 - 1 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ÇЕМЬЕ ÇУЛТАЛĂКĔ ЯЧĔШĔН ИРТМЕРĔ
Тин çеç иртсе кайнă 2008 çул пирки калас пулсан, вăл хăй Çемье çулталăкĕ пулнине тӳрре кăларчĕ. Сăмахран, пĕлтĕр Тутарстанра 44 926 пепке çут тĕнчене килнĕ. 2007 çулпа танлаштарсан, 3687 ача нумайрах. Кун пекки юлашки 16 (!) çулта пулман. Районсене те аист кăçал ытти çулсенчен ытларах вĕçсе килнĕ-мĕн. Ку кăтарту иртнĕ çулсенчен Тукай районĕнче – 25,2, Мензелере – 17,9, Агрызра – 17 процент нумайрах. Республикăра çемье çавăрнине пурĕ 29497 мăшăр ЗАГСра алă пусса çирĕплетнĕ.
ТР Министрсен Кабинечĕн ЗАГС Управленийĕн коллеги ларăвĕнче мухтанмалли ку кăна марччĕ. Сăмах та çук, Çемье çулталăкне тивĕçлĕн ирттерчĕç ЗАГС ĕçченĕсем, çемье сумне ӳстерессине халалланă çĕнĕлĕхсем те сахал пулмарĕç. Чи малтан çакна та палăртмалла пуль: Çемье çулталăкне ирттерессине Ыр кăмăллăх ĕçĕсем енĕпе ĕçлекен республика канашĕ пурнăçларĕ, ăна вара ТР Президенчĕ М.Шаймиев хăй ертсе пычĕ. Пĕр сăмахпа, Çемье çулталăкĕ Тутарстанра ячĕшĕн кăна иртмерĕ. Хăш-пĕр паллă мероприятисене кăна илер. Тĕслĕхрен, çулталăка качча каякансен «Бриллиантовая невеста» пĕрремĕш конкурсĕ пуçларĕ. Фестивале районсемпе хуласенчи 346 çамрăк арăм хутшăнса хăйсен нумай енлĕ пултарулăхне кăтартрĕ. Конкурс çĕнтерӳçи Олеся Салихова Пĕтĕм Раççей фестивалĕнче те палăрчĕ, виççĕмĕш вырăн йышăнса «Серебряная невеста» титула тивĕçрĕ.
Нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене чысласси те ĕç коллективĕсем, общественность, тата тĕрлĕ халăх представителĕсем хутшăннипе пĕчĕк çемье уявĕнчен ăру, ĕç династийĕсен пысăк уявне çаврăнчĕ. Тĕслĕхрен, Тутарстанра 2008 çулта 1475 мăшăр – кĕмĕл, 3104 – ылтăн, 361 бриллиант туйсене паллă турĕç.
ЗАГС управленийĕсем Пенси фончĕн территори уйрăмĕсемпе пĕрле иккĕ е ытларах ача çуратнă çамрăк аннесене амăш капиталĕн сертификатне савăнăçлă лару-тăрура парассине йăлана кĕртрĕç.
«Ничкэбил – 2008» конкурс та çемье сумне ӳстерекен хитре уяв пулчĕ. Вăл республикăри 60 çемьепе паллаштарчĕ пире. Конкурсăн пирвайхи турĕсем районсенче иртнĕ пулсан, финалĕ шăпах Халăхсем хушшинчи çемье кунĕнче пулчĕ. Финал Хусанăн чи тĕслĕхлĕ çемйисене, вĕсен шутĕнче 60 çул пĕрле пурăнакан Нухимпа Рита Маркмансене тата Хусанăн 1000-мĕш мăшăрне (2008 çулăн майăн 9-мĕшĕнче çырăннă) Гузельпе Владислав Сидоровсене чысланинчен пуçланчĕ. Вĕсене ятарлă дипломпа ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшин саламларĕ.
Çаплах пĕлтĕр пĕрремĕш хут çемьесен «Республика мăнаçлăхĕ» республика конкурсĕ те пулчĕ. Унта хутшăннă 182 çемьерен чи пултаруллисем «Ĕç династийĕ», «Манăн çемье – манăн пуянлăх», «Атте, анне тата эпĕ – спорт çемйи», «Çирĕп çемье – çирĕп держава» номинацисене тивĕçрĕç.
Çемье çулталăкĕ çĕнĕ уяв – Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕ – пуçланса кайнипе те палăрчĕ. Асамлă «виçĕ саккăр» числора пĕрлешес текенсем хăйне евĕр çĕнĕ йăла кăларчĕç. 18 мăшăр çемье çавăрнине ЗАГСра мар, «Казань» наципе культура центрĕ умĕнче харăсах алă пусса çирĕплетрĕç. Сăмах май, шăп август уйăхĕ юратакансен вăхăчĕ пулчĕ ахăр, мĕншĕн тесен Тутарстанра августра пурĕ 6098 çемье йĕркеленнĕ. Пĕр уйăхра кун чухлĕн çырăнакансем нихăш çул та пулман.
Палăртма кăмăллă, Çемье çулталăкĕнче ЗАГСсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетесси çине те тимлĕх уйăрчĕç. ЗАГС управленийĕ вырнаçнă çуртсене тĕпрен юсарĕç. Павлă, Алексеевски муниципаллă районсенчи, Çырчалли хулинчи ЗАГС уйрăмĕсен çĕнĕ çурчĕсем уçăлчĕç. Çĕпрелпе Спас районĕсенчи уйрăмсен те пӳлĕмĕсем тĕпрен çĕнелнĕ. Тутарстанра «Граждан акчĕсене шута илекен автоматизациленĕ информаци системи» йĕркелеме тытăннă çеç мар, Хусансăр пуçне тата 13 район çак компьютер системипе усă курать.
Шел, ЗАГС ĕçĕ çемье савăнăçĕпе кăна мар, хуйхипе те çыхăннă. Çемье çавăрнине, ача çуралнине шута илнисĕр пуçне, вĕсен çемье саланнине тата çын вилнине çирĕплетекен актсем те çырмалла. Ку енĕпе те шухăшламалли çук мар, 2008 çулта уйрăлакансен (15670) те, вилекенсен (49249) те шучĕ сисĕнмеллех ӳснĕ.
Çапах та çемье – уйрăм çыннăн кăна мар, патшалăхăн тĕрекĕ. Çавăнпа тĕслĕхлĕ çемьесене, нумай çул пурăнакан мăшăрсене тата ашшĕпе амăшĕн çемьери пĕлтерĕшне ӳстерессине, çамрăксене çемье пурнăçне хатĕрлессине пропагандăлассине ЗАГС управленийĕ Çемье çулталăкĕнче кăна мар, яланах тытса пырĕ.
 
: 1096, Хаçат: 3 (785)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: