ТР Министрсен Кабинечĕ çумĕнчи тĕп архив управленийĕн коллегийĕн ĕçне ТР Премьер-министрĕ Р.Н.Минниханов, ТР Президент Аппарачĕн яваплă ĕçченĕсем, республикăри министерствăсемпе ведомствăсен ертӳçисем, Тутарстанри республикăпа муниципаллă архивсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç.
«Тутарстан Республикин вырăнти хăйтытăмлăх муниципаллă йĕркеленĕвĕсене архив ĕçĕнче уйрăм патшалăх полномочийĕсем парасси» Закон пĕлтĕр мĕнлерех вăя кĕнине пĕтĕмлетни тĕп вырăн йышăнчĕ. Республика вырăнти бюджетсене уйăракан субвенцисем компьютер техникине, архив коробкисем туянма, тимĕр алăксем лартма тăкакланă.
Федераллă законодательствăна улшăнусем кĕртнĕ пирки ТР Министрсен Кабинечĕ хушнипе Тĕп архив управленийĕ «Тутарстан Республикин докуменчĕсен обязательнăй тӳлевсĕр экземплярĕ çинчен» ТР Законне улшăнусем кĕртесси çинчен» закон проектне хатĕрленĕ. Аудио-видео продукцин обязательнăй экземплярне ТР аудио-видео документсен тĕп патшалăх архивне парасси пирки проекта положени кĕртнĕ. Çакă пулас ăрусем валли киновидеофонофотодокументсем упраса хăварма май парать. Патшалăх канашĕ проекта пĕрремĕш вулавра пăхса тухнă.
Паянхи условисемпе архивсен хăрушсăрлăхĕшĕн пурлăхпа техника никĕсне лайăхлатасси тĕп тĕллев пулса тăрать. Шел, хальлĕхе ТР Харкам тытăм докуменчĕсен патшалăх архивĕн çуртне юсаса çĕнетсе те пĕтереймеççĕ-ха. Халĕ Наци архивĕпе ТР Историпе политика документацийĕн тĕп патшалăх архивĕн хранилищисем тулса çитнĕ, документсем йышăнса упрама ирĕклĕ вырăн кирлĕ. Аудиовидео документсен тĕп патшалăх архивĕн тата республикăн пичет патшалăх архивĕн хăйсен çурчĕсем çук, вĕсене пĕтĕмпе 5 пин тăваткал метр лаптăк кирлĕ.
2008 çулта республикăн муниципаллă районĕсем архивсен уйрăмĕсене пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме аванах пулăшнă. Хусан Ĕçтăвкомĕн муниципаллă архив управленийĕ çĕнĕ çурта куçрĕ, вăл 1438 тăваткал метр лаптăк йышăнать. Çавăн пекех Лениногорск, Мĕслĕм, Апас муниципаллă районсенче те Ĕçтăвкомсен архив уйрăмĕсем те çĕнĕ çĕре куçнă. Арск, Тури Услон, Рыбно-Слободски, Çĕнĕ Шуçăм районĕсенчи архивсем валли анлăланма пӳлĕмсем уйăрнă.
Çакăнпа пĕрлех татса паман ыйтусем те юлаççĕ-ха, Агрыз, Елабуга, Менделеевск тата Саба районĕсенче архив çурчĕсенчи условисем тивĕçлĕ мар. Аксу, Çӳлту, Кукмор, Спас, Заинск, Менделеевск архив уйрăмĕсем тăвăр пӳлĕмсенче хĕсĕнсе ĕçлеççĕ. Çĕпрел районĕнчи архив уйрăмĕ вырнаçнă çурта вара хутса ăшăтакан та çук.
Пĕлтĕр ТР Архив фондне йĕркелессипе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Патшалăх влаçĕн, вырăнти хăйтытăмлăх, учрежденисемпе организацисен харпăрлăхĕ çинчен калакан документсене йышăннă – пĕтĕмпе 65 пин единица. Культура еткерлĕхне упрассипе çыхăннă «Мирас – Наследие» тĕллевлĕ комплекслă программăпа 15,5 пин фотодокумент, Хусан кĕпĕрни çинчен документсем кĕртнĕ.
Юлашки 10 çулта патшалăхăн массăллă хыпар хатĕрĕсем Тутарстанра культурăпа истори пĕлтерĕшлĕ аудиовидео коллекцийĕсем хатĕрлесе панă. Паянхи куна 17 пин рулон фонодокумента реставрацилесе цифрăллă формата куçарнă, тата 24 пин рулон юлнă.
Халĕ архивистсен умĕнче тăракан çивĕч задача – электронлă документсене упрасси, шута илесси тата йĕркелесе усă курасси. Анчах вĕсемпе ĕçлеме нормативпа методика никĕсĕ çуккипе кăткăслăхсем тухса тăраççĕ.
Патшалăх архивĕн вулав залĕсенче Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен 2008 çулта 900 çын тĕпчев ĕçĕсемпе ларнă. Архив докуменчĕсемпе чикĕ леш енчи çĕршывсенчен çулран çул ытларах та ытларах интересленеççĕ: 2007 çулта 19 тĕпчевçĕ пулсан, 2008 çулта АПШран, Великобританирен, Турцирен, Францирен, Германирен, Японирен, Казахстанран, Азербайджанпа Украинăран 34 тĕпчевçĕ ĕçленĕ.
ТР патшалăх архивĕсем Турцири, Болгарири, Казахстанпа Киргизири ĕçтешĕсемпе тату ĕçлеççĕ.