Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.07.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 757 - 759 мм, 15 - 17 градус ăшă, çил 0-2 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Кăçал республикăри министерствăсемпе ведомствăсем иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕсене ытти çулхинчен маларах тăваççĕ. Пĕлтĕр пĕтĕмлетӳ коллегийĕсем февраль тата март уйăхĕсенче иртрĕç пулсан, кăçал хăшĕ-пĕрисем Çĕнĕ çулхи кану кунĕсем вĕçленессе те кĕтмерĕç. ТР Вĕрентӳпе наука министерстви те январĕн 12-мĕшĕнче коллеги ирттерчĕ, 2008 çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсе 2009 çул планĕсемпе паллаштарчĕ.
Коллеги ĕçне ТР Премьер-министрĕ Р.Н.Минниханов хутшăнчĕ. Вăл каланă тăрăх, Правительство Вĕрентӳпе наука министерстви пуçарнă пур ĕçе те ырлать, вĕрентĕве аталантарма укçа-тенкĕ те çителĕклĕ уйăрать.
– Консолидациленĕ бюджетра вĕрентӳ валли çулленех укçа-тенкĕ чи нумаййи уйăрса пынă, кăçал çав сумма 30 миллиард тенкĕпе танлашать. Тĕслĕхрен, 2005 çулта патшалăх министерство çине 14 миллиард тенкĕ кăна тăкакланă. Кăçал та тăкаксен калăпăшне кашни муниципалитетпа вĕрентӳ учрежденине пĕр пек пайласа пама тăрăшăпăр, – терĕ Рустам Нургалиевич.
Мĕнле ĕçсемпе палăрнă-ха Тутарстанри вĕрентӳпе наука сфери иртнĕ çул? Чи пирвайхи задачăсенчен пĕри вăл, паллах, «Вĕрентӳ» нацин приоритетлă проектне пурнăçа кĕртсе пырасси пулнă. Çак тĕлĕшпе 2008 çулта нумай ĕç тунă. Чи лайăх шкулсене суйланă чух вĕрентӳ учрежденине ертсе пырас проект мелĕсене палăртнă. Тутарстанри виçĕ шкул 2007 тата 2008 çулсенче Раççейри чи лайăх шкулсен йышне кĕнĕ. Ялти шкулсенче вĕренекен 8 пин ача тĕп шкулсенче пахалăхлă пĕлӳ илме пултарать халĕ. Республикăри талантлă çамрăксен йышĕ кашни çулах палăртнă квотăран пысăкрах. Шкулсенче уйрăм предметсен кабинечĕсем 905-е çитнĕ. Сăмах май, 2009 çулăн пĕрремĕш кварталĕнче ТР бюджечĕ уйăрнă укçапа тата 296 предмет кабинечĕ йĕркелеме оборудовани комплекчĕ туянмалла. Шел пулин те, «Вĕрентӳ» нацин приоритетлă проекчĕн кăçал хăш-пĕр ырă пуçарăвĕсем малалла пурнăçланмаççĕ: инновациллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ программисене пурнăçа кĕртекен вĕрентӳ учрежденийĕсене хавхалантарасси, учрежденисене вĕрентӳ тата кăтартса вĕрентмелли оборудованипе тивĕçтересси, шкул автобусĕсем туянасси.
Шкулчченхи вĕрентĕве аталантарас ĕçре те çитĕнӳсем пур. 2008 çулта республикăра 2116 вырăнлăх 18 ача сачĕ уçăлнă, çакна пула шкулчченхи учрежденисене çӳреме черетре тăракансен шучĕ 23242-рен 22701 таран сахалланнă. Уйрăмах çак енĕпе Çырчалли тата Элмет хулисенче лайăх кăтартусем.
2008 çул тата çакăнпа та палăрчĕ: республикăри пысăк хуласенче 45 муниципаллă автономлă шкулчченхи учреждени туса хунă, çав шутра Çырчаллинче – 21, Хусанта – 24. Патшалăх Канашне чĕнсе каланă чух ТР Президенчĕ ачасене чĕлхене шкула кайичченех вăйлăрах вĕрентме каланăччĕ. Паянхи куна 850 шкулчченхи вĕрентӳ учрежденийĕнче тутар чĕлхи вĕрентеççĕ, çавăн пекех хутăш учрежденисенче 883 ушкăн ĕçлет. Шкулчченхи 51 вĕрентӳ учрежденийĕнче чăвашла, 10-шĕнче марилле, 14-шĕнче удмуртла вĕренме май пур.
Кăçалтан пĕрлехи патшалăх экзаменĕ (ППЭ) штатлă режима куçрĕ. Паян ППЭ пĕлӳ пахалăхне тĕрĕслемелли чи лайăх хатĕрсенчен пĕри. Пĕлтĕр физикăпа, химипе, биологипе, Раççей историйĕпе, обществознанипе кăтартусем лайăх пулнă. Çав хушăрах вырăс чĕлхипе тата математикăпа ачасен пĕлӳ шайĕ япăхланни палăрнă. Çитменлĕхсене пĕтермешкĕн çĕнĕ вĕрентӳ технологийĕсене хатĕрлесе çитермелле. Шел пулин те, çĕнĕ законпа килĕшӳллĕн ППЭне халĕ наци шкулĕсенче вĕренекенсен те тăван чĕлхепе тытма юрамасть, пур предметпа та вырăсла кăна памалла.
2008 çулта Вĕрентĕве 2006-2010 çулсенче аталантарас федераллă тĕллевлĕ программăн пилĕк проекчĕпе конкурссенче çĕнтернĕ Тутарстан. Республика ертӳçисем пулăшнипе пĕлтĕр шкулсем хушшинчи методика центрĕсен пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетнĕ. 36 муниципаллă йĕркеленӳри 250 инвалид-ачана килте компьютерпа усă курма майсем туса панă. Тутарстан Раççей Федерацийĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан учрежденисенчи компьютерсене хамăр çĕршывра хатĕрленĕ ирĕклĕ программа тивĕçтерĕвне хута яракан виçĕ пилотлă регион шутне кĕнĕ.
Кăçал Тутарстанра Спорт тата сывă пурнăç йĕркин çулĕ пулнă май вĕрентӳре те тĕп задачăсенчен пĕри – ачасене физкультурăпа тата спортпа туслаштарасси. Паянхи куна 160 пине яхăн ача тĕрлĕ секцисене çӳрет, урăхла каласан 40,8 процент. Çак шая кăçал та чакармалла мар тесе шутлать ТР вĕрентӳпе наука министрĕ Н.М.Валеев.
2008 çулта суя вĕрентӳпе кĕрешес енĕпе те палăрмалла ĕçсем тунă – çулталăк хушшинче аслă шкулсен 120 филиалĕнчен 8 кăна хăварнă.
Вĕрентӳ системи çăмăл мар çула кĕчĕ. ТР вĕрентӳпе наука министрĕн Наиль Валеевăн шучĕпе уйăрса панă укçа-тенке тĕнчери финанс кризисĕ вăхăтĕнче перекетлĕрех тытмалла. Р.Минниханов Вĕрентӳпе наука министерствине федераци шайĕнчи программăсене хастар хутшăнма сĕнчĕ.
 
: 1114, Хаçат: 3 (785)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: