Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (12.12.2019 03:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 759 - 761 мм, -4 - -6 градус сивĕ, çил 4-6 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Раштав эрни хăйĕн сиввисемпе саркаланса утса пынă кунсенче Пăвари Культура керменĕ умĕнче чăваш параппанĕ, хут купăс, юрă-ташă сасси илтĕнсе кайрĕ. Кунта йăлана кĕнĕ, çулсерен иртекен районти производство ĕçĕсенче малта пыракансен слечĕ пулчĕ. «Параппан сасси йыш пухать», – теççĕ. Ĕçре малта пыракансем те, хăнасем те йышлă пуçтарăннăччĕ зала. Районти культура ĕçченĕсем хапăл туса кĕтсе илнĕ хыççăн ĕçченсем керменĕн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă куравпа паллашрĕç. Кунта муниципалитетăн пур предприятийĕсем хăйсем туса кăларакан продукцийĕсемпе паллаштарчĕç. Машина тăвакан заводăн çĕр çĕмĕрекен сухасемпе шăмă ватакан аш арманĕсем, вăрман хуçалăхĕн хăва вуллинчен авса тунă эрешлĕ карçинккисем, мамăк фабрикин çемçе утиялĕсем, çăкăр завочĕн кăпăшка хăпартăвĕсем, спирт завочĕн куççультен те тăрă спирчĕ, çупа сыр завочĕн çăварта ирĕлекен сырĕпе тутлă хăйми… Çак тавар çитĕннĕ çынсен çитĕнĕвĕ пулсан, куравра çамрăк ăрăвăн шкул тулашĕнче ĕçлекен кружоксенчи ал ĕçĕсене курсан пĕчĕк ăстасем хăйсен пултарулăхĕпе малашне ашшĕ-амăшĕсенчен те иртсе каясса шанас килет.
Тырă – тăван çĕршыв пуянлăхĕ. Çавăнпа та шитрен те вăрăм пучахлă тулă, ыраш кĕлтисем куравăн чăн чаплă экспоначĕсем. «Çăкăр çинче тĕнче тăрать», – тесе ахаль каламан ваттисем. Кăçал Тутарстан рекордлă 6 миллион ытла тонна тырă пухса илнĕ пулсан, унта Пăва районĕн пайĕ те пысăк, пĕр гектартан вăтамран 47 центнер тырă тухнă.
2008 çулта Пăва ĕçченĕсем пур отрасльте те ӳсĕмлĕ ĕçленине пĕлтерчĕ муниципаллă район ертӳçи Р.Х.Абузяров. Сахăр кăшманĕ ӳстернин тупăшĕ 250 миллион тенкĕ пулнă.
Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ пĕлтĕрхи шайрах юлнă. «Авангард» агрофирмăра сысна самăртакан комплекс хута кайнипе сыснасен шучĕ 11846 пуç ӳссе 45346 çитнĕ. Сысна çури, пăрусен шучĕ те 2007 çулхипе танлаштарсан нумайрах.
Район выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессинче те малалла кайни палăрать. Çулталăк хушшинче пĕтĕмпе 335905 центнер сĕт суса илнĕ. Чăн нумай сĕт суса илекен хуçалăхсем «Коммуна», «Черкен» тулли мар яваплăхлă обществăсем, «Кият» уçă акционер обществи, «Ембулатово» ял хуçалăх предприятийĕ, «Дружба», В.Чернов ячĕллĕ агрофирмăсем. Районта пĕр ĕнерен вăтамран 5248 килограмм сĕт суса илнĕ. Вунă доярка пĕр ĕнерен 7000 литр ытла сĕт суса илейнĕ. Вĕсенчен пĕри А.Николаева «Дружба» агрофирмăна кĕрекен «Рассвет» уйрăмĕнче тăрăшать. Вăл 7438 литр сĕт суса районта иккĕмĕш вырăн илнĕ.
«Ял хуçалăх ĕçĕнче тăрăшакан çын ĕçĕ мухтава тивĕç. Паянхи пысăк результатсем пирĕн çĕнтерӳ – вĕсен йывăр ĕçĕ витĕр тухать», – терĕ район ертӳçи Р.Х.Абузяров. Вăл хăйĕн докладĕнче ялсенче килти хуçалăхсенчен сĕт пуçтарасси, çамрăк çемьесен программипе çурт-йĕр тăвасси, нумай ачаллă е нушаллă çемьесене пулăшасси çинче те чарăнса тăчĕ. Иртнĕ çул районта 25 километр асфальтлă çул сарнă, малашне керамика кирпĕчĕн завочĕ, Кама коммерци банкĕ, плазма центрĕ, чукун çул урлă каçма çĕр айĕнчен çул тăвасси тата ытти çурт-йĕр тăвас ĕçсем пырасси çинчен пĕлтерчĕ. «Эпир нумай реформăсем тӳссе ирттертĕмĕр, инвесторсем пĕрремĕш утăм туса килнĕ вăхăтри иккĕленӳсем те кая юлчĕç. Çĕр чăмăрĕ çинче хуçаланакан кризис пире ура хураймĕ, мĕншĕн тесен эпир банксене сахал пăхăнса тăратпăр, пирĕн пĕтĕм чĕр тавар хамăрăн: сахăр кăшманĕ те, тĕш тырри те, тухăçлă çĕрсем те, тăрăшуллă ĕçчен халăх та. Эпир йывăрлăхсене парăнмастпăр. Çур акине лайăх хатĕрленсе, паянхи слет хыççăн малалла пĕрле тăрăшса ĕçлессе шанса тăратăп», – терĕ Рафаэль Хадиевич сăмахне вĕçлесе.
Савăнăçлă пухăва чаплă хăнасем те йышлă пынă. Унта Ленин орденĕн кавалерĕсем, ял хуçалăх ĕçĕнче тава тивĕçлĕ ят илме пултарнисем тата Атав ялĕнче пурăнакан районти пĕртен-пĕр сывă Социализмла Ĕç Геройĕ ятне тивĕçнĕ А.Николаева килнĕччĕ. Çак кунсенче 85 çул тултарнă ятпа Александра Ивановнăна ТР ял хуçалăх тата апат-çимĕç министрĕ М.Г.Ахметов чечек çыххи парнелерĕ. Марат Готович хăй сăмахне çулталăк пуçламăшĕнчи савăнăçлă уявсемпе саламласа пуçларĕ. Вăл Пăва районĕн ĕçĕ-хĕлĕ, социаллă экономика аталанăвĕпе питĕ кăсăкланса тăнине пĕлтерчĕ. «Тыр-пул ӳстерес ĕçре те, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе те Пăва районĕ республикăн тĕрекĕ пулса тăрать. Çак вăйлă, лайăх ĕçлекен, йĕркеллĕ район яланах хăйне шанса панине тӳрре кăларать. 2009 çул – ял хуçалăх ĕçĕсен çулĕ, пирĕн пĕтĕм вăя, тимлĕхе выльăх ĕрчетес ĕçе ямалла. Ял хуçалăх производстви хальхи вăхăтра ĕçсĕр ларакан заводсем кăна мар. Пирĕн продукци яланах кирлĕ, мĕншĕн тесен этемĕн ирхине тăрса çăвăннă хыççăн тата виçĕ хутчен апатланмалла. Халĕ çунакан шĕвексен, удобренисен хакĕсем чакнă вăхăт, çавăнпа усă курса ку çула чăн сахал тăкаксемпе вĕçлемелле», – терĕ вăл. 2009 çула тата та пысăк çитĕнӳсемпе вĕçлеме сунса Марат Готович иртнĕ 2008 çулта пысăк çитĕнӳсем тунă ĕçченсене Ял хуçалăх тата апат-çимĕç министерствин Мухтав хучĕсемпе чысларĕ.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче пур отрасль енчен те пысăк çитĕнӳсем тунă «Коммуна» хуçалăха абсолютлă лидер тесе хакларĕç. Пĕрремĕш вырăна «Тинчали» тулли мар яваплăхлă общество, иккĕмĕш –«Нива», виççĕмĕш – «Дружба» агрофирмăсем йышăннă.
«Хисеп туни чыс кӳрет пулсан, парне пани вăй кӳрет», – теççĕ. Сцена çине чăн лайăх комбайнерсем, механизаторсем, сĕт сăвакансемпе выльăх пăхакансем, поварсем тухрĕç. Вĕсен хушшинче чăваш çыннисем те пулчĕç, вĕсене Хисеп хучĕсемпе укçан премисем парса саламларĕç. Нумайăшне «УАЗ» автомобильсем парнелерĕç. «Вамин-БУА» агрофирма механизаторĕ А.Филиппов К-700 тракторпа 490 гектар кĕрхи суха тунă. В.Чернов ячĕллĕ агрофирмăри «КамАЗ» водителĕ В.Нуждин элеватора тырă турттарса малти вырăн йышăннă, «Дружба» агрофирмăри А.Степанов кĕрхи культурăсене акса мала тухнă, сахăр заводне сахăр кăшманĕ турттарса «Нива» агрофирмăран А.Яфаркин виççĕмĕш вырăна тухнă, чĕкĕнтĕр тиесе «Нур» хуçалăхран А.Никитин, В.Чернов ячĕллĕ агрофирмăран В.Григорьев курăк выракан комбайнпа пысăк результат кăтартнă. Залта ларакан пĕтĕм çын çинчен хаçат страницисенче çырма пулать, мĕншĕн тесен çак слета чăн-чăн ĕçченсем пуçтарăннă, вĕсем пурте мухтава тивĕçлĕ.
Çулталăк кăтартăвĕсемпе район ĕçченĕсем палăртнисене пурнăçланă. 2009 çул – Вăкăр çулĕ. Вăкăр ял хуçалăх чĕр чунĕ, апла пулсан витере ĕне-вăкăр пулсан сĕчĕ те, какайĕ те пулĕ.
Автор сăнӳкерчĕкĕнче: (сулахайран сылтăмалла) Н.Шахова, А.Савельева, М.Ерусланова, В.Логинова, Л.Сяга – В.Чернов ячĕллĕ агрофирма ĕçченĕсем.
 
: 1100, Хаçат: 3 (785)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: