Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (25.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 748 - 750 мм, 3 - 5 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Теплицăна шăвармалли
Теплицăсене витнĕ полиэтилен пленка унта ӳсекен ӳсен-тăрана сивĕрен аванах сыхлать, анчах та çакна пулах вĕсем патне нӳрĕк сахалрах пырать. Ку чухне пленка айне, йăран варринелле таянтарса шифер татăкĕсем сарса хурăр, çакна пула çумăр çунă хыççăн вăл ӳсен-тăрана аванах шăварĕ. Унсăр пуçне шифер йăрансем хушшинче ӳсекен çум курăкĕсене те пĕтерме пулăшать.
Йăлтăртатакан тимĕр
Тимĕр панель тăхлан е клей тумламĕсене пула йăлтăртатма пăрахрĕ пулсан ăна тасатса якатма пулать. Ун валли вараланнă вырăнсене чернила тасатмалли резина татăкĕпе сăтăрса илмелле те пир татăкĕпе сăтăрса якатмалла.
Вăрттăн çăра
Тухакан ригельлĕ çăрана чӳрече шпингалечĕпе ӳкерчĕкре кăтартнă пек çыхăнтарсан, эсир килте чухне никам та ăна уçаймĕ.
Шыв йăтма
Шыв тултарнă витрене пĕр тумлам та тăкмасăрах йăтса куçарас тесен унта 7-8 сантиметр диаметрлă йывăç шайба ярăр.
Пралук сетка татăкĕсене çыхăнтарма
Пралук сеткăран хӳме тунă чухне уйрăм пайсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарма тивет. Ку чухне хулăн пралук татăкĕсемпе усă курма пултаратăр. Ăна çыхăнтаракан пайсен хĕрринчи ячейкисем витĕр кăлармалла.
Батарейăсене зарядлама
Электронлă сехетсен аккумуляторлă батарейисене, кĕсьере чиксе çӳремелли хунарсен е фотоаппаратсен аккумуляторĕсене заряд паракан хатĕрпе зарядлама пулать. Аккумуляторсенчен пĕрне кăларса илмелле те ун вырăнне икĕ сехет батарейине чикмелле. Заряд вăхăчĕ – 6 сехет. Çакăн хыççăн батарейăсем тата темиçе уйăх ĕçлеме пултараççĕ.
Юр туласран
Тарăн юр тăрăх йĕлтĕрпе çӳренĕ чухне пушмака самантрах юр кĕрсе тулать те урасем çийĕнчех йĕпенсе каяççĕ. Апла пулса ан тухтăр тесен, пушмак ăшне поролон лента çавăрса чикмелле. Поролона пушмак ăшне çыпăçтарса хума та юрать.
Покрышка касма
Автомобиль покрышкине пăчкăпа та çăмăллăнах касма пулать. Ун валли покрышка ăшне кирлĕ диаметрлă пĕрене татăкĕ чикмелле кăна.
 
: 2355, Хаçат: 2 (784), Категори: Ăстаçă

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: