Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (01.10.2020 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 766 - 768 мм, 8 - 10 градус ăшă, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр-хĕвелтухăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Çак кунсенче ТР Вĕрентӳпе наука министерстви Хусанта чăваш чĕлхипе тата литературипе иртнĕ олимпиада пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Ял шкулĕсем хушшинче малти вырăна кăçал Çĕпрел районĕ тухнă, иккĕмĕш вырăна – Апас районĕ, виççĕмĕш вырăна – Элкел районĕ. Хулари шкулсем хушшинче малта Анат Камăри 34 № гимназире вĕренекенсем, çырчаллисем – иккĕмĕш.
I вырăн йышăннă вĕренекенсем çаксем: 9 класс – Д. Афанасьев (Çĕпрел районĕ, Шемĕршел), 10 класс – А.Айдова (Аксу районĕ, Кивĕ Ӳсел), 11 класс – М.Молодцова (Апас районĕ, Чĕрккĕн). Хулари шкулсем хушшинче: 11 класс – В.Гаврилова (Анат Кама, 34№ гимнази). II вырăн: 9 класс – А.Волкова (Апас районĕ, Чĕрккĕн), 10 класс – И.Мискина (Çĕпрел районĕ, Çĕнĕ Йĕлмел), 11 класс – Г.Землемерова (Пăва районĕ, Кушкă). Хулари шкулсем хушшинче: 10 класс – Е.Исаншина (Анат Кама, 34№ гимнази). III вырăн: 9 класс – А.Абрамова (Пĕкĕлме районĕ, Наратлă), 10 класс – Е.Васильева (Пăвари 5№ шкул), 11 класс – М.Исаева (Лениногорск районĕ, Çĕнĕ Шешкел). Хулари шкулсем хушшинче: 11 класс – С.Портнова (Çырчалли, 43№ шкул). IV вырăн: 9 класс – И.Старшова (Элкел районĕ, Кивĕ Тахтал), 10 класс – А.Кузнецова (Теччĕ районĕ, Çармăс), 11 класс – Э.Урмаев (Теччĕ районĕ, Çармăс).
 
: 1266, Хаçат: 1 (783), Категори: Шăнкăрав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: