Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (13.12.2019 15:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 760 - 762 мм, -5 - -7 градус сивĕ, çил 2-4 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Фарид Мухаметшин республика парламентĕнче вĕçленсе пыракан çулта журналистсемпе юлашки пресс-конференци ирттерчĕ. Пурте юратакан Çĕнĕ çул уявĕ çывхарса çитни тĕлпулăва самаях çемçетрĕ. МХХ ертӳçисем Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕпе, ТР Журналистсен союзĕн правленийĕн председателĕпе Римма Ратниковăпа, Патшалăх Канашĕн секретарĕпе Валентина Липужинăпа тĕп темăпа çыхăнман ыйтусене сӳтсе явма та вăхăт тупрĕç. Çав шутра Çĕнĕ çул пĕр çеккунт каярах çитнипе еплерех усă курса юлмалли пирки те. Республика çыннисемшĕн пĕлтерĕшлĕ ĕçсемпе событисем, паллах, тĕп вырăнта пулчĕç.
– Вăхăт çав тери сахал: çулталăк вĕçĕ, мероприятисем нумай, ĕç мăй таран, – терĕ Фарид Мухаметшин ӳпкелешсе. – Анчах Çĕнĕ çул умĕн сирĕнпе тĕл пулни йăлана кĕнине пăрахăçламăпăр. Ку пире тепĕр хут çулталăк тăршшĕнче мĕн тума пултарнине, мĕнлерех ыйтусене татса панине пăхса тухма май парать. Республика Парламенчĕ тулли пурнăçпа пурăнчĕ: эпир темиçе теçетке закон, çĕр-çĕр постановлени йышăнтăмăр. Тутарстанри халăх пурнăçне кашни енчен тĕпчерĕмĕр. Çулталăк кризис пуçланнипе вĕçленет, анчах та республика палăртнă аталану çулĕнчен пăрăнмасăр, потенциалне çухатмасăр малаллах утать. Республикăра йышăннă патшалăх программисем пурте пурнăçланма тивĕç. Çак çул историе республика халăхĕшĕн чи кирлĕ ыйтусене татса панипе кĕрсе юлĕ.
ПК Председателĕ каланă тăрăх, пĕлтĕр çынсемшĕн усăллă ĕçсем нумай тунă. Патшалăх Канашĕ Патшалăх Думипе, Федераци Канашĕпе, халăхсен хушшинчи организацисемпе кашни ыйтупах тачă çыхăнса ĕçленĕ. Раççей регионĕсемпе хутшăнусене лайăхлатнă, çĕнĕ юлташсем тупса килĕшӳсем çырса алă пуснă. Ку малашне те тăсăлмалла. Фарид Мухаметшин шучĕпе туптаса çитернĕ капитал малашне ырă çимĕç памалла. 2009 çулта Патшалăх Канашне депутатсене суйласси çинчен те асăнса хăварчĕ ПК Председателĕ.
Кризис пирки каланă чухне Фарид Мухаметшин республикăн тĕп тивĕçĕ шутне экономикăн реальлĕ секторне кризисран пĕчĕк çухатусемпе тухма пулăшассине кĕртрĕ. Ăна кадрсене, пысăк квалификациллĕ специалистсене сыхласа хăварса пурнăçламалла терĕ. Çак çăмăл мар лару-тăрура çынсене пулăшма республика пĕтĕм вăйне хурĕ, шантарчĕ Ф.Х.Мухаметшин.
Журналистсене пуринчен ытларах кризиса хирĕç мĕнле закон проекчĕсене йышăнни тата 2009 çулта пулакан суйлав интереслентерчĕ.
Юлашки ыйтусене Фарид Мухаметшин уйрăмах хавхаланса хуравларĕ.
– Çĕнĕ çула эпĕ хумханса кĕтетĕп. Пулас суйлавра «Единая Россия» парти списокне ертсе пынипе ман çинче питĕ пысăк яваплăх тăрать. Суйлав кăткăс лару-тăрура иртет. Тунă ĕçсем хавхалантараççĕ, умрисем хумхантараççĕ. Республикăра çул-йĕрпе çыхăннă пысăк ĕçсем пуçланмалла. Çĕнĕ çула кĕтсе илесси пирки калас пулсан, паллах, эпĕ ăна çемьепе уявласа ирттерĕп.
Малашлăха шанчăкпа пăхмалла, пурнăç майлашăнатех. Çак туйăм манра Тутарстан çирĕп республика пулнипе тĕпленнĕ. Çакăншăн эпĕ çитес çулта та ырми-канми тăрăшăп. Сире пурсăра та Çĕнĕ çул уявĕпе саламлатăп, творчествăра çитĕнӳсем, профессире ăнăçу, çирĕп сывлăх сунатăп. Вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр, республика пуласлăхĕшĕн ывăнмасăр ĕçлĕр! – тесе саламларĕ журналистсене Фарид Мухаметшин.
Çĕнĕ çулпа журналистсене Римма Ратникова та саламларĕ. Ун хыççăн Парламент ертӳçи калем ветеранĕсене ТР Патшалăх Канашĕн ятĕнчен телекамерăсемпе тав çырăвĕсем парнелерĕ.
 
: 1040, Хаçат: 1 (783)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: