Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Раççей, республика, регионсем хушшинчи конкурссемпе олимпиадăсенче çĕнтерсе мала тухнă шкул ачисемпе çамрăксен шутне пăхсан, Тутарстан Мускавпа Санкт-Петербург хыççăн çирĕп виççĕмĕш вырăн йышăнать. 3 миллион та 800 çын пурăнакан Тутарстанра çакăн чухлĕ пултаруллă çамрăк пулни республикăн малашлăхĕ пуррине çирĕплетет.
2005 çулта РФ Президенчĕ пултаруллă çамрăксене патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен Указ йышăннăранпа вĕсене (14-25 çулсенчи пурĕ 165 çын) чысласси Тутарстанра ырă йăлана çаврăнчĕ. Церемоние декабрĕн 23-мĕшĕнче Хусанта «Пирамида» культурăпа кану комплексĕнче ирттерчĕç. Республикăн наукăри, спортпа культурăри тин çеç çуталнă пĕчĕк çăлтăрсен уявĕ пулчĕ вăл. Пултаруллă çамрăксене пулăшма федераллă бюджетран кăçал пурĕ 6,27 миллион тенкĕ уйăрнă. Вĕсенчен 44-шĕ – 60, 121-шĕ 30 пин тенке тивĕçнĕ.
Паллах, çакăн пек пысăк çитĕнӳре вĕрентекенсен тӳпи капашсăр пысăк, мĕншĕн тесен пĕлӳ никĕсне хуракансем шăпах вĕсем-çке. Церемоние уçнă май ТР Премьер-министрĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Муратов çакна уйрăмах палăртрĕ: «Нумаях пулмасть Хусанти Тутар патшалăх гуманитарипе педагогика университетĕнче иртнĕ ученăйсен канашĕнче ТР Президенчĕ М.Шаймиев республикăра учитель профессийĕ тĕп професси пулмаллине каларĕ. Мĕншĕн тесен конкурентлă, ăслă ăру çитĕнтересси чи малтан вĕрентекенсенчен килет. Çавăнпа та аслă шкулсемпе техникумсен пурлăхпа техника базине лайăхлатма малашне те пулăшăпăр», – терĕ вăл. Республикăри пултаруллă çамрăксене воспитани паракан пултаруллă пилĕк вĕрентекене ТР Министрсен Кабинечĕ декабрĕн 5-мĕшĕнче кăларнă Хушупа тав турĕç. Залра ларакан учительсене те чечек çыххисем парса чысларĕç.
Ача-пăча тата çамрăксен обществăлла организацийĕсен лидерĕсене, халăхсем хушшинчи, Раççей тата республика олимпиадисен, профессиллĕ ăсталăх, наукăпа техника тата илемлĕ пултарулăх конкурсĕсен призерĕсене, çамрăк спортсменсене пилĕк номинаципе («Социаллă пĕлтерĕшлĕ тата обществăлла ĕç», «Наукăпа техника пултарулăхĕ тата вĕрентӳпе тĕпчев ĕçĕ», «Профессиллĕ ăсталăх», «Илемлĕ пултарулăх», «Спорта юратакансем») хакларĕç. Номинаци çĕнтерӳçисене ТР Премьер-министрĕ Р.Муратов, ТР вĕрентӳпе наука министрĕ Н.Валеев, ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Р.Ратникова, ТР çамрăксен ĕçĕсен, спорт тата туризм министрĕ М.Бариев тата ыттисем чысларĕç.
Пултаруллă çамрăксем Тутарстанра нумай пулни, чăн та, савăнтарать. Анчах вĕсен йышĕнче пурте тенĕ пекех хула ачисем пулни вара ман шутпа, шухăша ямаллах. Сăмах та çук, пултарулăха аталантарма хулара майсем нумайрах, анчах çакă ялта пултаруллă ачасем, вĕрентекенсем çук тенине пĕлтермест-çке-ха. Тен, районсемпе ялти шкулсен те кăшт йăрăрах пулмалла?
Кăçал çакăн пек чыса тивĕçнĕ çамрăксен йышĕнче чăвашсем те пурри пире уйрăмах савăнтарать. Аксу районĕнчи Беловка ял хĕрĕ, республикăри чăваш юррине юрлакансен «Чăваш шăпчăкĕ» VII конкурс-фестивалĕн çĕнтерӳçи, Хусанти Тутар патшалăх гуманитарипе педагогика университетĕнчи музыка факультечĕн студентки Вера Кожеманова «Илемлĕ пултарулăх» номинацире палăрса 30 пин тенкĕ гранта тивĕçрĕ.
Пултаруллă чăваш пикипе эпир вăл сцена çинчен ансанах тĕл пултăмăр. Савăнăç хумханăвĕ те сĕвĕрĕлменччĕ-ха унăн. Çавăнпа «Ку санăн миçемĕш çитĕнӳ?» – тесе ыйтсан тӳрех хуравлаймарĕ. Верăна республикăри чăвашсем уçă саслă юрăç пек пĕлеççĕ. Хăй çамрăк пулин те вăл республикăри, регионсем хушшинчи «Чăваш шăпчăкĕ», «Кĕмĕл сасă» пек конкурссене пĕрре мар хутшăннă. Кăçал «Чăваш шăпчăкĕ» республикăри VII конкурс-фестивалĕнче уйрăм юрăçсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнсан ТР Культура министерстви ăна «Вĕрентӳ» приоритетлă наци проекчĕн «Пултаруллă çамрăксене патшалăх пулăшăвĕ парасси» конкурсне тăратнă.
– ТР Президенчĕн стипендиачĕ пулни кĕтменлĕх пулчĕ. Кун çинчен чи малтан аннене, Нина Владимировнăна тата «ВЕРИАЛ» дуэтра пĕрле юрлакан Алексей Савенкова пĕлтертĕм. Патшалăх çапла пулăшу пани малалла тата тăрăшарах вĕренме, лайăхрах юрлама хавхалантарать. Çавăнпа хамăр республикăн ертӳçисене темĕн пысăкăш тав тăватăп, – савăнăçне пытармасть хĕр.
– 30 пин сахал укçа мар, унпа мĕн тума шутлатăн?
– Хальлĕхе кун çинчен шутламан-ха, юрă-кĕвĕ çырма, сцена çине тухма костюм çĕлеттерме тăкаклатăп пуль,– терĕ вăл.
Сăмах май, «ВЕРИАЛ» дуэтăн ячĕ чăвашла илтĕнет пулин те пĕлтерĕшĕ унăн ансат – Вера тата Алексей тенине пĕлтерет. Çамрăк хĕр вăрттăнлăха та уçрĕ : вĕсем дуэтри юлташĕпе А.Савенковпа пĕрле чăваш юрри çырса «Кĕмĕл сасă» регионсем хушшинчи конкурса хутшăнма хатĕрленеççĕ. Хусан чăвашĕсен вара вĕсен пултарулăхĕпе çитес вăхăтра паллашма май пулĕ. Çавăнпа чăваш хĕрĕ хăйĕн пултарулăхне тăрăшсах аталантарать. Церемони хыççăн та акă, йăлана кĕнĕ пек, юлташсемпе пĕрле савăнма мар, вокал занятине васкарĕ.
 
: 1272, Хаçат: 52 (782), Категори: Çунатлă çамрăклăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: