Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (14.12.2019 03:00) уяр çанталăк, атмосфера пусăмĕ 762 - 764 мм, -9 - -11 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Г.Тукай ячĕллĕ патшалăх преми лауреачĕ, Хусан драматургĕ Диас Валеев кăçал 70 çул тултарчĕ. 1970 – 80-мĕш çулсенче унăн пьесисемпе лартнă спектакльсем Тутар республикинче кăна мар, СССР тĕп хулинче те аншлагсемпе иртнĕ. М.Ермолова ячĕллĕ драма театрĕнче Владимир Андреев (кино юратакансем ăна фильмсенче вылянинчен те пĕлеççĕ) драматургăн пĕрремĕш пьесине лартаканни пулнă. Апла пулин те тутарла çырман тутар писательне влаçрисем шансах пĕтермен – мĕн-ма унăн пьесисенче савăнăçлă ĕçсем сахал, унăн сăнарĕсем те тĕксĕм… Тĕрĕсех, парти шутланă пекех шутлать-и автор?
Çаксем çинчен тата Диас Назиховичăн шухăш-кăмăлĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, ĕмĕчĕсем çинчен пирĕн ĕçтеш, «Казанские ведомости» хаçат редакторĕн çумĕ Александр Воронин çырнă «Драма диасизма» кĕнекере вуласа пĕлме пулать. Çак кĕнеке А.Воронинăн историпе биографи жанрĕпе çырнă пĕрремĕш кĕнеке. Автор Диас Назиховичпа паллашнă чух Хусанти çамрăксен театрĕн артисчĕ пулнă. Валеев йĕркеленĕ литераторсен кружокне çӳре-çӳре хăй те драматург ĕçне кӳлĕннĕ. Мускаври М.Горький ячĕллĕ литература институтне Виктор Розов илсе пыракан драматургсен курсне те Диас Валеев сĕннипе кайса кĕнĕ.
Хулăнах мар кĕнекере Александр Воронин Диас Валеевăн пурнăçĕ, творчестви çинчен тĕплĕн çырса кăтартма та ĕлкĕрет, унăн пьесисене критикла хаклать тата 1970-80-мĕш çулсенчи хăйне евĕрлĕ вырăс драматургĕн Александр Вампиловăн шăпипе те пĕрпеклĕхсем нумаййине кăтартса парть. «Драма диасизма» кĕнеке тăрăх XX ĕмĕрти 70-80-мĕш çулсенче Совет Союзĕнчи лару-тăру çинчен те чылай пĕлме пулать. Тĕслĕхрен, 1969 çулта Л.И.Брежнев çине тапăнни çинчен каласа пани… Çакăн хыççăн вăйланнă та ĕнтĕ «тĕрĕс мар» шухăшлакансене тĕрĕслесси. Ĕçĕ мĕнле пулса иртнĕ? Çав кун «Союз-4» тата «Союз-5» космос карапĕсене уçлăхра сыпăнтарнă космонавтсене кĕтсе илнĕ Мускав. Палăртнă çĕре, паллах, Брежнев та кайнă. Анчах тĕл пулакансем çав тери нумай пулнипе Брежнев протокола пăхăнса иккĕмĕш машинăна мар, виççĕмĕшне ларнă. Генсек çине тапăнакан вара иккĕмĕш машинăна «Макаров» пистолетран персе водителе вĕлернĕ, мотоциклиста амантнă. Береговойне (космонавт) кантăк ванчăкĕсем суранлатнă, Андриян Николаева пуля аякĕнчен пырса лекнĕ, унăн арăмĕ Валентина Терешкова тĕрĕс-тĕкелех юлнă.
Çакăн пек кăсăк историсем чылай тупма пулать кĕнекере. Çăмăл, илемлĕ чĕлхепе вуланакан кĕнеке интереслĕ те, усăллă та пулĕ. Тата… тата тутарла çырман тутар классикĕшĕн, драматургĕшĕн юбилей тĕлне пысăк парне пулса тăрĕ. Кунта эпир Валеевăн нумай енлĕ кăмăл-сипетне ал тупанĕ çинчи пек куратпăр. Тĕслĕхрен, Валеев-философа, унăн шухăш-кăмăлĕсене нумайăн пĕлеççĕ-и?..
Каласа хăварар, «Драма диасизма» Александр Ворониншăн та парнех шутланать темелле, 50 çулхи юбилейĕ тĕлне хăйне хăй парне турĕ писатель, драматург.
Юнкун юбилярсем Хусанти С.Салимжанов ячĕллĕ Актер çуртĕнче юбилей каçне ирттерчĕç. Вĕсен пултарулăхне пысăка хурса хаклакансем драматургсене саламласа ырă сăмахсем каларĕç.
 
: 1082, Хаçат: 51 (781)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: