Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Тутарстанри чăвашсен республика хаçачĕн шăпи пирки калас пулсан вăл нихăçан та тикĕс килмен, апла пулин те малтан «Хыпар» (1906), унтан «Хĕрлĕ ялав» (каярах «Ленин ялавĕ») (1936-1960), 1993 çултанпа «Сувар» тумхахлă çула такăрлатса республика хыпарĕсене тăван чĕлхепе пĕлтерсе тăма мехел çитерчĕ. Ку ĕнтĕ чăваш журналистики Хусанта çуралса тарăн тымар янипе тата Тутарстанра хăйĕн ĕçне, халăхне чунтан парăнса ĕçлекен çынсем пуррипе те çыхăннă-тăр.
Çĕршывшăн çăмăл мар çулсенче çуралнă «Сувар» хаçат кăçал 15 çул тултарчĕ. Юбилее пуçтарăннă хăнасем ăна çул çитмен ачапа танлаштарни те тĕрĕс. Апла вăл пĕр вырăнта тăмасть, ӳсет, аталанать. Калăпăшĕпе, сăн-сăпачĕпе пĕрлех пахалăхĕ те унчченхинчен чылай лайăхланнине вулакан ырăпа хаклани пирĕншĕн, хаçат ĕçченĕсемшĕн, темрен те паха.
Тĕнчери финанс кризисĕ редакци пурнăçĕнче те аван сисĕннĕ пулин те хамăр юбилее çак кунсенче кĕреке хушшине ларса паллă тума пултартăмăр. Пире саламлама ТР Президент аппарачĕн шалти политика ыйтăвĕсемпе ĕçлекен управленийĕн пай пуçлăхĕ В.Никифоров,ТР культура министрĕн çумĕ И.Аюпова, «Татмедиа» УАО генеральнăй директорĕн пĕрремĕш çумĕ А.Салимгараев, Тутарстанри Халăхсен ассамблейин Ĕçтăвкомĕн ертӳçи Н.Владимиров, ТР ЧНКА Канашĕн председателĕ К.Яковлев, районсенчи ЧНКЦ ертӳçисем, муниципаллă район администрацийĕсен представителĕсем, Чăваш Енри, Ульяновск, Чулхула облаçĕсенчи, Пушкăртстан Республикинчи чăваш кăларăмĕсен ертӳçисем, кӳршĕллĕ регионсенчен килнĕ хăнасем йышлăн пуçтарăнни «Сувар» хаçат республикăн обществăпа политика пурнăçĕнче, чăн та, хăйĕн вырăнне тупнине тепĕр хут çирĕплетет мар-и?
«Сувар» хаçата саламласа мĕн чухлĕ ăшă сăмах янрамарĕ пуль çав кун. ТР Президент аппаратĕнчен килнĕ В.Никифоров, тĕслĕхрен, Тутарстан Президенчĕ М.Шаймиев республикăри кашни нацие тимлĕхре тытнине, çав вăхăтрах чăвашсен хастарлăхне, культурине аталантарасси енĕпе мĕнле ĕçленине ытти халăхсем тĕслĕх илнине палăртсах каларĕ. «Сувар» хаçатпа тăтăшах тĕл пулакан ТР культура министрĕ З.Р. Валеева хальхинче хăй килеймерĕ, çапах та хаçата пысăк хак парса министерствăн, республикăри искусство ĕçченĕсен ятĕнчен Тав çырăвне унăн çумĕ И. Аюпова вуласа пани те пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ пулчĕ.
– Тин кăна хаçатăн 10 çулхи юбилейне паллă тунăччĕ, унтанпа сисĕнмесĕрех 5 çул та иртрĕ. Хаçат çак вăхăтра, чăн та, пысăк утăмсемпе малалла утни курăнать. Вăл 8 страницăран 12 çитрĕ, тĕспе тухма тытăнчĕ. Хăйĕн сайчĕ те пур. Малашнехи ĕмĕчĕсем те пысăк унăн – Раççей шайне тухма хатĕрленет. Паллах, ун чух унăн тиражне икĕ хут ӳстерсе 10 пине çитерĕпĕр,– терĕ ЧНКА ертӳçи К.Яковлев.
Электронлă хатĕрсем аталанса пынă вăхăтра пичет кăларăмĕсене вулакансем сахалланни вăрттăнлăх мар, çавăнпа тираж ыйтăвĕ кашни хаçат-журналăн, çав шутра «Суварăн» та, пуç ыратăвĕ пулни каламасăрах паллă. Çавăнпа та ку енĕпе çĕкленӳллĕ сăмахпа кăна мар, ЧНКА, район администрацийĕсем малашне те ĕçпе пулăшсан лайăхчĕ. Пытармастăп, «Татмедиа» УАО генеральнăй директорĕн пĕрремĕш çумĕ А.Салимгараев: «Çĕнĕ çултан пирĕн ĕçсем лайăхланасса шанатпăр»,– тени вара 2009 çул «Суваршăн» та ăнăçлă пулас шанчăк çуратрĕ.
Паллах, 15 çул хаçатшăн нумай вăхăт мар, апла пулин те вăл ытти регионсенчи хăш-пĕр чăваш пичет кăларăмĕсенчен чылай ăнăçлăрах ĕçленине ĕçтешсем хăйсем те палăртрĕç. «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ А.Леонтьев: «Сувар» – «Хыпар» хаçатăн шăллĕ тесе эсир тĕрĕсех палăртатăр. Пирĕн кăçал тĕп чăваш хаçачĕн 25000-мĕш номерĕ тухрĕ. Кун пек хаçатпа ытти нацисем пурте мухтанаймаççĕ. Сирĕн хаçатăн та ĕмĕрĕ «Хыпар» пекех вăрăм пултăр»,– тени пехилленĕ майлах пулчĕ. Чăваш журналистикине Тутарстанра малалла аталантарнине хакласа вăл «Сувар» хаçат редакторне К.Малышева «Хыпар» Издательство çурчĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ. Апла эпир, суварçăсем, чăваш журналистикин никĕслевçисен шанăçне тӳрре кăларма пултартăмăрах.
Хаçат вăл – пĕччен пурнăçламалли ĕç мар, коллективăн тӳпи калама çук пысăк. Юлашки çулсенче суварçăсенчен ытларахăшĕ хĕрсем пулсан та, вĕсем капашсăр ĕç пурнăçлаççĕ. «Пурнăç хĕрарăмсем çинче тытăнса тăрать, шанса тăрăр, «Сувар» хĕрĕсем эпир, хаçата пĕтме памăпăр, ăна тата интереслĕрех кăларас тесе тăрăшăпăр»,– терĕ нумай çул хаçатра ĕçлекен Ирина Трифонова мĕнпур коллектив ятĕнчен.
Чăвашлăха аталантарас тĕлĕшпе тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн К. Малышев редактора тата «Сувар» хаçат ĕçченĕсене В.Александровăна, С.Колесниковăна, И.Кузьминана Чăваш халăхĕн Хисеп хучĕпе чысларĕç.
Тутарстанри чăвашсен пĕртен-пĕр республика хаçачĕн «Суварăн» шăпи Чăваш Енри «Хыпарăннинчен» пĕрре те кая мар пуласса чăнах та шанас килет. Район администрацийĕсемпе ЧНКЦсем тата ТР ЧНКА Канашĕн председателĕ К.Г.Яковлев «Сувара» çырăнтарма малашне те пулăшсан юратнă хаçатăн юбилейне пĕрре мар паллă тăвасчĕ-ха.
 
: 1065, Хаçат: 47 (777)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: