Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (07.12.2019 21:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивĕ, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Чăваш халăхĕ юратакан актриса, СССР халăх артистки Вера Кузьмина ноябрĕн 16-мĕшĕнче 85 тултарчĕ. Вера Кузьминична чапĕ çĕршывсен чиккине те, ăрусенне те пăхмасть – миçе ăрушăн вăл чи юратнă актриса пулса тăнă-ши? Хĕрарăм сăнарĕн идеалĕ тата? Вăл пурнăçра та сцена çинчи пекех тĕлĕнмелле илĕртӳллĕ, илемлĕ.
Ытларикун Шупашкарта К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Вера Кузьминан юбилей каçне савăнăçлă лару-тăрура ирттерчĕç. СССР халăх артисчĕн Михаил Тархановăн вĕренекенĕ çак каç тулли кĕреке хушшинче саламсем йышăнса мар, сцена çинче Борис Чиндыков ятарласа ун валли çырнă пьеса тăрăх лартнă «Хура чĕкеç» моноспектакльте выляса паллă турĕ.
Вера Кузьмина чăваш театрĕшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ фигура – вăл театрăн «утса çӳрекен ылтăн фончĕ» те, театр искусствин историйĕ те, сцена ăсти те. Пĕр сăмахпа, чăваш халăхĕ хăйĕн артисткипе ытти халăхсен умĕнче чăннипех мухтанма пултарать. 60 çул ытла театрта ĕçлесе Вера Кузьмина çĕршер сăнар сцена çине кăларнă, кашни куракан асĕнче яланлăха юлнă. Вырăс, ют çĕршыв классикĕсен ĕçĕсенче те, чăваш драматургĕсен пьесисенче те вăл хăйне аван «туйнă». Çавăн пекех артисткăн амплуа та питĕ анлă: вăл «Кай, кай Ивана» комедире харсăр Марука та ăста вылять, Ф.Гарсиа Лоркăн «Арçынсăр хĕрарăм» драминче çирĕп кăмăллă, кăра амăшĕн сăнарне те туллин, ĕненмелле уçса парать. Калас пулать, амăшĕн ролĕсем Вера Кузьминичнăн уйрăмах ăнăçлă пулса тухаççĕ. Çав сăнарсен галерейинчен чăннипех чăваш хĕрарăмĕн, амăшĕн идеалне пуçтарма пулать пулĕ. Хусанта тĕрĕк халăхĕсен театрĕсен «Наурус» фестивалĕнче тĕрлĕ халăх çыннисенчен тăракан жюри те Вера Кузьминична вылянине пысăка хурса хакларĕ, ятарлă награда парса палăртрĕ.
Вера Кузьминична Кузьмина 1923 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Енри Тăвай районне кĕрекен Енĕш Нăрвашра çуралнă.
1941 çулта тăван ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсанах Мускава çул тытнă çамрăк хĕр, А.Луначарский ячĕллĕ патшалăх театр искусствин институтне вĕренме кĕнĕ. 1947 çулта актриса профессине алла илни çинчен панă дипломпа чăваш театрĕнче ĕçлеме пуçланă, паян кунчченех çакăнта тăрăшать.
Вера Кузьминична обществăлла ĕçре те сахал мар вăй хурать: республикăра иртекен мероприятисене хутшăнать, çамрăк артистсене актер ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсене уçса парать, халăх театрĕсемпе çыхăну тытать.
Ултă теçетке хăйĕн пултарулăхĕпе сцена çинчен куракана савăнтарнă, шухăшлаттарнă (хăш чухне хурлантарса йĕртни те пулнă) артистка патшалăхăн сумлă наградисене, пысăк званисене тивĕçнĕ:
– СССР халăх артистки (1980);
– «Халăхсен туслăхĕ» орден (1983);
– К.В.Иванов ячĕллĕ патшалăх премийĕ (1992);
– «Тăван Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» IV степеньлĕ орден (1999);
– «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден (2008);
– «Мускава хӳтĕленĕшĕн» медаль;
– «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль;
– унăн ятне ЧАССР Паттăрлăхпа ĕçре чапа тухнисен хисеп кĕнекине кĕртнĕ.
Раççей Президенчĕ Дмитрий Медведев В.К.Кузьминана юбилейпе саламласа телеграмма янă:
«Хисеплĕ Вера Кузьминична!
Çуралнă кунпа манăн чĕререн тухакан салама йышăнса илсемĕр. Хăйне евĕрлĕ, талантлă актриса, эсир Раççей культурине пысăк тӳпе кĕртрĕр. Кашни рольте хăвăрăн героиньăсен психологине лайăх пĕлни, кашни сăнара туллин уçса кăтартма пултарни чăннипех савăнтарать. Эсир ăсталанă сăнарсенчен нумайăшĕ классика пулса тăчĕ. Ĕçтешĕрсен хисепне те, куракан юратăвне те чăннипех тивĕç эсир.
Çирĕп сывлăх, тăнăçлăх тата, паллах, пултаруллă вĕренекенсем сунатăп сире».
 
: 1212, Хаçат: 47 (777)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: