МАТТУР, КСЮША!
Çак кунсенче ентешсемпе савăнмалли тепĕр сăлтав пулчĕ. Çамрăк тусăмăр, Аксу районĕнчи Савгачево гимназийĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Ксения Иванова «Чи лайăх çыру урокĕ» Раççей конкурсĕнче III вырăн йышăнчĕ.
Электронлă хатĕрсем çулран-çул анлă аталанса пынă май, çырури чи хитре эпистолярлă жанр манăçа тухма тытăнчĕ. Çынсем çыру çырас вырăнне халĕ SMSпа кĕске хыпар пĕлтернипех çырлахаççĕ. Çавăнпа çамрăк ăрăва çыру жанрĕ патне каялла тавăрас тĕллевпе «Раççей почти» ФПУПпа «Издательский дом «Учительская газета» ХАО çуллен «Чи лайăх çыру урокĕ» конкурс йĕркелет. Кăçал вăл шучĕпе улттăмĕш пулчĕ. Конкурс вĕренекенсемпе вĕрентекенсен хушшинче çакăн пек анлă сарăласса малтан шутламан та-тăр. Кăçал кăна шкулсемпе колледжсен, гимназисемпе кадет шкулĕсен, Суворов, професси училищисен, аслă шкулсен вĕренекенĕсемпе педагогĕсен пурĕ 200 пин ытла ĕçне тăратнă-çке. «Раççей почти» ФПУПăн регионсенчи 79 филиалĕ чи лайăх 8 пин ĕçе тата Çыру урокĕн пин ытла методика материалĕсене суйласа конкурсăн йĕркелӳ комитетне янă.
– Конкурсанткăсем мĕнле темăпа тата мĕн çинчен çырнине те эпир пĕлместпĕр, йăлтах Мускавра йĕркелӳ комитечĕ хакланă,– терĕ пире «Раççей почти» ФПУПăн Тутарстанри филиалĕн общественноçпа ĕçлекен специалисчĕ Э. Юнусова кун пирки.
Конкурса Пĕтĕм тĕнчери почта кунĕ тата халăхсем хушшинчи çыру эрни умĕн октябрĕн 9-мĕшĕнче пĕтĕмлетнĕ хыççăн пирĕн ентеш Ксюша Иванова «Хамăн учителе» номинацире III вырăн йышăнни паллă пулчĕ. Ку çитĕнӳ Аксу районĕшĕн кăна мар, республикăшăн та питĕ пĕлтерĕшлĕ тесен йăнăш мар-тăр. Мĕншĕн тесен Тутарстанран çак конкурсра урăх никам та малти вырăнсене йышăнман.
Сăмах май, «Чи лайăх çыру урокĕ» конкурса Аксу районĕ çуллен питĕ хастар хутшăнать кăна мар, унта малти вырăнсене те йышăнать. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, «Ветеран патне çыру» номинацире Кивĕ Саврăш шкулĕнче вĕренекен Наталья Васикова III вырăн йышăнчĕ. Чи кăсăкли– пĕлтĕрхипе кăçалхи çĕнтерӳçĕсене вырăс чĕлхипе литературине пĕр учитель – Светлана Георгиевна Туктарова вĕрентет иккен. Шел те, пултаруллă вĕрентекенпе хăйĕнпе курнăçма май килмерĕ. Хăйсем патĕнче çакăн пек пултаруллă педагогсем ĕçленипе шкул дирекцийĕ чăннипех те мăнаçланать.
«Раççей почти» ФПУПăн Тутарстанри филиалĕн представителĕсем çĕнтерӳçе Ксюша Ивановăна çак кунсенче Савгачево гимназийĕнче Дипломпа тата хаклă парнепе – магнитолăпа, учительсен коллективне Дипломпа чысларĕç.