Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

2007 çул вĕçĕнче Раççей вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсем çинчен йышăннă 309 номерлĕ Федераллă законра регион компонентне (наци чĕлхипе литературине вĕрентессине) шута илменни Раççей субъекчĕсемшĕн уяр çанталăкра аçа çапнипе танах пулчĕ. Ара, вĕрентӳ политикине РФ субъекчĕсемсĕр, çитменнине тата регионсен хăйне евĕрлĕхне шута илмесĕр йĕркелеме хăтланнине мĕнле ăнланмалла-ха тата?
Паллах, нумай нациллĕ Тутарстан ку пысăк çитменлĕхе куç хупма пултараймарĕ, ТР Патшалăх Канашĕ «Вĕрентӳ çинчен» РФ законне тата унăн аслă тата аслă пĕлӳ хыççăнхи профессиллĕ пĕлӳ çинчен калакан 5-мĕш статйине улшăнусем кĕртме саккун кăларас пуçарупа тухрĕ. Ку шухăша Раççейĕн 21 субъекчĕ те ырласа йышăнни вара ыйтăва çӳллĕрех шайра çĕклеме пулăшрĕ. Акă мĕншĕн Раççей вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандартĕнче регион компонентне сыхласа хăварас ыйтупа анлă ларăва Тутарстанăн тĕп хулинче ирттерме йышăннă та.
Актуаллă ыйтăва сӳтсе явма çак кунсенче Хусана РФ вĕрентӳпе наука министрĕ А.Фурсенко, РФ Патшалăх Думин вĕрентӳ комитечĕн председателĕ Г.Балыхин, национальноçсен ĕçĕсен комитечĕн председателĕ В.Купцов, Федераллă Пухăвăн, Раççей субъекчĕсен представителĕсем пухăнчĕç.
– Ку тĕлпулăва питĕ кĕтрĕмĕр, мĕншĕн тесен ларура сӳтсе явмалли тема Раççей пуласлăхĕшĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ, – терĕ ТР Президенчĕ М.Шаймиев ларăва уçнă май.
РФ Президенчĕн Д.Медведевăн нумаях пулмасть Федераллă Пухăва янă Посланийĕнче те Раççейĕн тĕп пахалăхĕсенчен пĕри нацисем хушшинчи тăнăçлăх, тĕрлĕ культурăсен пĕрлĕхĕ пулнине палăртнă. Анчах çав хушăрах 2007 çулта тухнă законра наци чĕлхине аталантарассине законпа хӳтĕлессине улăштарни вара ăнланмалла маррине каларĕ М.Шаймиев. Ун шучĕпе, регион компонентне пăрахăçлама хăтланни РФ Конституцине хирĕçлет, вĕрентӳ системинче вара шайлаштарăва пĕтерет.
– Ку лару-тăрура эпир закона тӳрлетӳсем кĕртме ыйтнине ăнланмалла. Çакăн пекех пуçарупа Пушкăртстан Республикин курултайĕ те тухрĕ. Ыйтăва РФ Патшалăх Думи законпа килĕшӳллĕн пăхса тухасса шанатпăр, унсăрăн пирĕн пĕрле пухăнса Конституци судĕнчен пулăшу ыйтма тивĕ, – терĕ.
Президент каланă тăрăх, хальхи вăхăтра законсенче çырнă нормăсене рекомендаци çырăвĕсемпе, эксперт ушкăнĕсен сĕнĕвĕсемпе ылмаштарма пăхаççĕ иккен. «Кирлĕ мар ку пире, законри хăш-пĕр формулировкăсене кăлармалла. Тӳрлетӳсем йышăниччен наци хăйне евĕрлĕхне шута илекен закон нормисене кĕртмелле тата Конституци хушнă пек, вĕрентӳ системине йĕркелеме РФ субъекчĕсене хутшăнтармалла. Республика Конституцийĕпе килĕшӳллĕн, Тутарстанра вырăс, тутар чĕлхисем Патшалăх чĕлхи тесе йышăннă пулсан, тăван чĕлхе урокĕсене кам вăйпа чаккарттарайтăр? Наци чĕлхине уроксем хыççăн вĕренме сĕнеççĕ-и? Ку пире кӳрентерет. Кам шутласа кăларнă ку правилăсене? Эппин, федеративлă патшалăхра иккĕмĕш сортлă халăх çуратни пулмасть-и ку? – хăй шухăшне çирĕппĕн пĕлтерчĕ вăл.
Енчен те вĕрентӳ политики малашне те çапла пырсан ТР Конституцийĕн уйрăм статйисене улăштарассине республика референдумне кăларма хистенине пĕлтерчĕ вăл. Çавна кура Президентăн çирĕппĕн каламашкăн сăлтавĕ те пурччĕ çав. «Наци компоненчĕн ыйтăвне татса памасан Тутарстанра вĕрентĕвĕн çĕнĕ стандарчĕсем çине хуть мĕн пулсан та куçмастпăр, мĕншĕн тесен нумай нациллĕ Раççей çĕршывĕнчи тăнăçлăха пăсма пултараймастпăр»,– тесе пĕтĕмлетрĕ.
Раççей субъекчĕсем «Вĕрентӳ çинчен» РФ законне законсенче çырнă нормăсем кĕртме ыйтнине паллах, патшалăх шута илмесĕр пултараймасть. Çавна курах-тăр РФ вĕрентӳпе наука министрĕ А.Фурсенко журналистсемпе тĕл пулса кун пирки уçăмлăх кĕртме шутларĕ: «Пĕрремĕшĕнчен, тăван чĕлхене вĕрентесси «Вĕрентӳ çинчен» законпа мар, «Чĕлхесем çинчен» законпа килĕшӳллĕн йĕркеленсе пырать. Çавăнпа та наци чĕлхине вĕрентессипе çыхăннă улшăнусем пулмалла мар, тата çĕнĕ вĕрентӳ стандарчĕн структури пĕр кунта çирĕпленмест вĕт, 2009 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен унăн пĕрремĕш утăмĕсем кăна пулаççĕ»,– тесе пĕлтерчĕ.
Лару хыççăн РФ Парламенчĕн тата РФ субъекчĕсен вĕрентӳ управленийĕн представителĕсем ТР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ф.Мухаметшинпа пĕрле Хусанти 177 номерлĕ çĕнĕ шкулта пулса республикăри этнокультура компоненчĕллĕ шкулсен хăйнеевĕрлĕхĕпе, пултарулăхĕпе (чăвашсене яланхи пекех Анат Камăри чăваш гимназийĕ кăтартрĕ) паллашрĕç. Кунта та наци компонентне сыхласа хăварасси тĕп ыйтусенчен пĕри пулчĕ. Тутарстанри Халăхсен ассамблейин тĕп принципĕсемпе ассамблея ертӳçин çумĕ, ТР ЧНКА Канашĕн ертӳçи К. Яковлев паллаштарчĕ, Хусанти «Нумай нациллĕ вырсарни шкулĕ» центрĕн презентацийĕ те иртрĕ. ТР Парламент пуçлăхĕ Фарид Хайруллович нацисен хушшинчи хутшăну нумай нациллĕ Раççейре яланах тимлĕхре пулмаллине палăртрĕ: «Раççей пек нумай нациллĕ патшалăхра урăхла юрамасть, пирĕн республикăра кăна 115 тĕрлĕ халăх пурăнать. Çавăнпа пĕр нацие тимлĕх уйăрса теприне кӳрентерме пултараймастпăр. Кашни наци интересне шута илекен наци политики кирлĕ. Акă мĕншĕн ларура эпир çине тăрсах резолюци йышăнса килĕшĕве çирĕплетрĕмĕр. Вăл пире тĕрĕс йышăну тума пулăшĕ»,– терĕ.
 
: 1202, Хаçат: 47 (777)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: