Тунтикун Хусанта «Татхимфармпрепараты» УАО территорийĕнче таблеткăллă препаратсем туса кăларакан цех уçнă. Строительство ĕçĕсене «Favea engineering» Чехи компанийĕ илсе пынă. Цеха уçнă çĕрте Тутарстан Республикин Президенчĕ Минтимер Шаймиев, ТР сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Фаррахов пулчĕç.
Таблеткăллă тата капсулăллă препаратсене кăларакан çĕнĕ производство Европа стандарчĕсемпе ĕçлĕ, унăн хăвачĕ те пысăк – çулталăкра 1,5 миллиард таблетка (вĕсенчен 50 проценчĕ хытă сийпе витнисем) тата 250 миллион капсула кăларать. Çак цеха тума 15 миллион евро уйăрнă, çав шутран 10,2 миллион евро кивçен илнĕ укçа. «Пирĕн 75 çулхи историллĕ предприятишĕн паян чăн-чăн событи. Тĕрĕссипе каласан, çулталăк çурăра çĕнĕ завод çĕклерĕмĕр», – чыслăн каларĕ «Татхимфармпрепараты» УАО генеральнăй директорĕ Азат Хамаев. Ун сăмахĕсемпе, çĕнĕ производствăра Германи, Итали, Чехи çĕршывĕсенче кăларнă оборудованипе ĕçлĕç. Паха продукци туса кăларни предприятие ют çĕршывсемпе суту-илӳ тума май парĕ.
«Паян эпир çĕнĕ производство уçатпăр, çынсен сывлăхне сыхлассишĕн ĕçлĕ вăл. Çак пирĕн çĕршывра фармакологи индустрине аталанма пулăшакан фактор пулса тăрĕ, – палăртрĕ Минтимер Шаймиев. – Шел, Раççей пек пысăк çĕршыв паянхи кун питĕ сахал эмел кăларать. Эмелсене чикĕ леш енне янин цифри питĕ пĕчĕк – 6 миллиард тенкĕ. Ку тĕнчери эмел çаврăнăшĕн 0,04 проценчĕпе кăна танлашать. Çак вăхăтрах пирĕн хими промышленноçĕ те, наука та лайăх аталаннă, чĕр тавар та пур».
Тутарстанра сывлăх сыхлавне аталантарас тĕллевпе юлашки вăхăтра пысăк ĕçсем тунă. Отрасле аталантарма виçĕ çулта республика бюджетĕнчен 6 миллиард тенкĕ уйăрнă. Çитес виçĕ çул республикăри медицина çӳллĕ шайри технологисен центрĕ пулса тăрасси пирки те шантарчĕ Президент.
Паянхи кун «Татхимфармпрепараты» УАО 110 тĕрлĕ хатĕр эмел – таблеткăллă эмелсем, настойкăсем, маçсем, сиропсем – кăларать. Препаратсене Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ регионĕсене, Белоруссие, Латвие, Туркменистана, Таджикистана, Украинăна, Кыргызстана, Молдавие ăсатаççĕ.