Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (27.10.2020 03:00) пĕлĕтлĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 764 - 766 мм, -1 - -3 градус сивĕ, çил 1-3 м/ç хăвăртлăхпа çурçĕр-хĕвеланăç енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Ытти çынсемпе танлаштарсан, вĕсем çулталăкĕпех туйра. «Тăванĕсем çав териех нумай-ши кусен?» – тейĕ вулакан. Тăван-пĕтенĕ, чăн та, сахал мар-ха, анчах туй кун пек çынсемшĕн хитре уяв кăна мар, ĕç те. Сăмахăм –ЗАГС ĕçченĕсем çинчен. Кăçал Çемье çулталăкĕ пулнăран ЗАГСра лару-тăру мĕнлерех-ши? Çак тата ытти ыйтусем çине Хусанти Авиастроительнăй район ЗАГСĕн тĕп специалистне Вера Петровăна хуравлама ыйтрăмăр.
– Вера Дмитриевна, туй сирĕншĕн мĕн?
– Çынсем пирĕн ĕçĕн хитре енне кăна кураççĕ, ытти – çын куçĕ валли мар. Апла пулин те туй маншăн ĕç кăна темĕттĕм. Мĕншĕн тесен тин çеç йĕркеленекен мăшăрăн пурнăçĕнчи пĕрремĕш уявĕ ЗАГС ĕçченĕшĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пĕрлешекенсен хумханăвне хăвăн чуну витĕр кăларатăн, тепĕр чух куççуль те тухать. Çапла кашни туйра. ЗАГСа заявлени пама килекенсем: «Эсир пирĕн туйра пулатăр-и?» – тесе ыйтни вара пирĕншĕн темрен те хаклă. Апла-тăк ĕçе тивĕçлипе хаклаççĕ.
– Ĕç тенĕрен, кăçал Çемье çулталăкĕ, вăл чи малтан ЗАГСа пырса тиврĕ тесен те юрать, мĕнлерех иртет вăл сирĕншĕн?
– Ытти çултипе танлаштарсан ĕçĕ, чăн та, хушăнчĕ, кашни çемьене тимлĕх уйăрма тăрăшатпăр, çав вăхăтра савăнăçĕ те нумайланчĕ. Пĕрлешекенсем те, ача çураласси те ӳсрĕ. Паянхи кун тĕлне пирĕн ЗАГСра çемье çавăрнине алă пусса 929 мăшăр çирĕплетрĕ, пепке çуралнине ĕнентерекен 1098 свидетельство патăмăр. Кунсăр пуçне кăçалтан 2 тата ытларах ача çуратакансене амăш капиталĕн сертификатне савăнăçлă лару-тăрура парасси йăлана кĕчĕ.
– Амăш капиталне илме тивĕçлĕ çемьесем нумай-и?
– Вĕсен шутне калаймăп. Мероприятие уйăхра пĕрре ирттеретпĕр, унта 25-35 çемье пуçтарăнать. Чăн-чăн уяв вăл. Малтан хамăр тĕплĕн хатĕрленетпĕр, сценари çыратпăр. Унта ашшĕ-амăшне кăна мар, çывăх тăванĕсене, аслă ачисене чĕнетпĕр. Мăшăр миçе çул пурăннине, ăçта ĕçленине çемьере миçе çын, кашни ачи çинчен каласа паратпăр. Паллах, тĕп герой тин çеç çуралнă пепке. Сертификатпа пĕрле ашшĕ-амăшне саламласа открытка парнелетпĕр. Кашни ятăн пĕлтерĕшĕпе паллаштаратпăр. Социаллă хӳтлĕх управленийĕн ĕçченĕсем те хутшăнаççĕ ку уява.
– Сирĕн ЗАГС ирттерекен йăлана кĕнĕ мероприятисем те пур-тăр?
– Çемьесемпе эпир Çемье çулталăкĕнче кăна мар, ытти çулсенче те сахал мар ĕçленĕ. Вĕсем пирĕн патра çырăннă, ачисен çуралнă хучĕсене те эпирех панă, çавăнпа вĕсене лайăх пĕлетпĕр. Çуллен «Тĕслĕхлĕ çемье» конкурс йĕркелесси йăлара пирĕн. Кăçал вăл сентябрь уйăхĕнче иртрĕ. Мала тухнисене Дипломпа, «Тĕслĕхлĕ çемье» хăюпа чечексĕр пуçне тата парнесемпе те хавхалантаратпăр.
Кĕмĕл, ылтăн, бриллиант туйсемпе саламласси те пирĕн унчченхи йăлах. Сывлăхпа çӳрекенсене ЗАГСа чĕнсе чыслатпăр, килтен тухайманнисене килĕсене кайсах саламлатпăр.
– Кирек мĕнле мероприяти те тăкаксăр мар, сире ку енĕпе кам пулăшать?
– Юбилярсене саламлама, тĕслĕхрен, патшалăх укçа уйăрать. 50, 60 çул пĕрле пурăнакансене 3 пин, 70 çул пĕрле пурăнакансене 5 пин тенкĕ преми парать. Ытти мероприятисене хамăр вăйпа саплаштарма тăрăшатпăр.
– Эпĕ илтнĕ тăрăх, чи пĕчĕккисем те тимлĕхсĕр юлмаççĕ сирĕн.
– Районти ача сачĕсемпе эпир тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Кăçал чи пĕчĕккисен хушшинче «Манăн туслăхлă çемье» темăпа ӳкернĕ ӳкерчĕксен пĕрремĕш конкурсне ирттертĕмĕр. Унта 124 ача хутшăнчĕ.
Мероприятисем çулталăк вĕçлениччен тата темиçе пулмалла-ха. Халĕ Хулари ЗАГС ĕçченĕсем хушшинче «Пĕрлешекенсен церемонине чи лайăх ертсе пыракан» конкурс пулмалла. Çитес вăхăтра çар комиссариачĕпе пĕрле «Салтак амăшĕсем» каç ирттерме хатĕрленетпĕр. Унта Афган, Чечня тата Çурçĕр Осетири вăрçăсене хутшăннисен, çартан таврăннă, халĕ хĕсметре тăракан тата хальхи призывниксен амăшĕсем хутшăнĕç.
– Авиастроительнăй район ЗАГСĕн хăйĕн те юбилейĕ пулчĕ-çке кăçал, миçе çула паллă турăр?
– Пирĕн ЗАГС çамрăк-ха, вăл уçăлнăранпа пилĕк çул çитрĕ. Эпĕ тата пирĕн ертӳçĕ Асия Мунировна Мусина пирвайхи кунранах ĕçлетпĕр. Пирĕнсĕр пуçне кунта тата виçĕ специалист тăрăшать.
– Сирĕн ЗАГСăн хăйне евĕрлĕхĕ те пур-çке.
– Çапла. Вăл – тĕрлĕ чĕлхепе çырăнтарасси. Церемоние вырăсла, тутарла, тутарла-вырăсла тата чăвашла ирттерме пултаратпăр. Пытармастăп, пилĕк çулта пирĕн ЗАГСра 15 çырăнтару чăвашла пулчĕ.
– Чăваш каччисемпе хĕрĕсем ятарласах сирĕн пата килеççĕ-тĕр апла?
– Çук, вĕсем тепĕр чух кун çинчен чухламаççĕ те. Заявленисене йышăннă чух документсемпе тĕплĕн паллашнă хушăра умра чăвашсем ларнине пĕлсенех вĕсене церемоние чăвашла ирттерме сĕнетĕп. Чăваш туйĕсем те пĕрре мар пулчĕç. Юлашки хут 2007 çулта авалхи йăлапа Семеновсем пĕрлешрĕç. Шел те, кăçал ун пек мăшăрсем питех пулмарĕç. Нумай пулмасть чăваш хĕрĕпе каччи (куçăхтарас мар тесе хушамачĕсене асăнмăп) пирĕн ЗАГСра çырăнасси пирки пĕлтерчĕç çеç мар, авалхи йăлапа кунтах хĕр килĕшнине ирттерме ыйтрĕç. Вăл декабрьте пулĕ.Темиçе çул каялла, пĕрремĕш чăваш туйне ирттернĕ чух чăвашла калаçма çĕнĕрен хăнăхма тӳр килчĕ, эпĕ тăван чĕлхепе хам тĕллĕн «Ялав» журнал тăрăх кăна вĕреннĕ. Сурпан çыхасси, чăваш тумне тăхăнасси пирки каламалли те çук.
– Пулăшакансем те пулчĕç-тĕр?
– Паллах, кун пек ĕçе пĕччен пурнăçлама çук. Мана ЧНКА хастарĕсем В.Бисякова, В.Дедушкин, К.Малышев питĕ пулăшрĕç. Сурпан çыхма Валентина Сильвестровна вĕрентрĕ, хушпăвне те вăлах пачĕ. Чăвашла тĕрĕс калаçма вара суварçăсем кассета çине çыртарсах хăнăхтарчĕç. Халĕ акă хĕр килĕшме хатĕрленетпĕр.
– Сирĕн хĕрĕрсем Надьăпа Люба та çитĕнсе çитнĕ. Вĕсене те хăвăрах çырăнтаратăр-и?
– Хĕрсем манăн çитĕнчĕç. Асли 22-ре, кĕçĕнни 19-та. Вĕсем ЗАГС ĕçне ман сăмахсем тăрăх кăна мар пĕлеççĕ. Хулари мĕнпур Çырăнтару керменĕнче кăвакарчăнсемпе ĕçлесе курчĕç. Малтан тĕп ЗАГС пирки кăна калаçатчĕç пулсан, халĕ хăйсем пирĕн ЗАГСра кăна çырăнасси пирки пĕлтерчĕç.Турри чăвашпа пĕрлешме пӳрнĕ пулсан туйĕ те чăвашлах пулĕ. Вĕсем хулара ӳснĕ пулин те хăйсене чăваш теççĕ. Анчах вĕсен туйĕнче хисеплĕ хăна кăна пулма тивĕ мана. Мĕншĕн тесен закон тăрăх, манăн хамăн ачасене, пĕр тăвансене тата атте-аннене çырăнтарма юрамасть.
– Тавах калаçушăн.
 
: 1444, Хаçат: 46 (776), Категори: Çемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: