Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ

16+
Сайта туллин курас тесен электронлӑ майпа ҫырӑнма пулать: 1 уйӑх — 40 тенкӗ, 6 уйӑх — 240 тенкӗ.

Çанталăк

Хусанта халĕ (10.12.2019 15:00) тĕтреллĕ çанталăк, атмосфера пусăмĕ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ăшă, çил 3-5 м/ç хăвăртлăхпа кăнтăр енчен вĕрет.

Комментарисем

иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне темиçе çын ертсе пычĕ. Кĕске вăхăт ĕçленипе вĕсем асра юлма: иколай Васильевич Ялюхов директор ĕçне пăрахнă хыççăн Аслă Сĕнчел вăтам шкулне т...

Валери : çухатас мар-ха ...

Аскольд Де Герсо : Сайт питĔ кăсăклă,чун чĔрене тăнăслантарать,хамă рăн тăван чĔлхене хамăр упрама...

Галина Демидова: Кам пĕлет ĕнте, шкул пулсан лайăхрах-ши, шкул пулмасан лайăхрах-ши? Шкула хупса ...

Г.: тупрăм ак ...

впаимсимси: мсичсмисмилсм лдомлсо илочсмлд олдсочилдосмд лиолдмсо ичлсмо и

Г.: тупрăм ак ...

atlashua@mail.ru: Çăлтăр хăварнă çĕнĕ комментари çÿлте те , çавăнта пуссан тахçанхи статья тухса ...

Çăлтăр: Эсĕ уйăх пулсан эпĕ çăлтăр пулам! Шурăмпуç çутипе чÿхенсе çуталам. Инçетри тел...

Эпех: Арăм сăмахра хĕрарăм , тени илтĕнет-ха. Вара УПĂШКА тенĕ сăмах ăçтан тухса кайнă...

Шутлавçăсем

Те ялта ӳснĕрен, халĕ те-ха милиционер тесен куç умне хамăр ялти участковăй тухать. Ача чух унран пысăкрах, вăйлăрах çын та çук пек туйăнатчĕ. Выльăх çухалнă-и, кама-тăр хĕненĕ-и – чи малтан вăл персе çитетчĕ. Участковăйсен ĕçĕ ун чухнех питĕ кăсăклантаратчĕ мана, пытармастăп, тумĕ те килĕшетчĕ. Çавăнпах пуль кăçал Тутарстанра «Журналист профессине улăштарать» акци пуçлансан пĕр шутласа тăмасăр, участковăйсен ĕçĕ мĕн тути каланине хам пĕр кун участковăй пулса пĕлме шутларăм. Хусанти Мускав районĕнчи шалти ĕçсен пайĕнчен: «Сире Ольга Синицина аслă лейтенант çумне çирĕплететпĕр»,– тесен савăнсах кайрăм.
Участковăйра çамрăк, пĕвĕпе çӳллех мар хĕрсем ĕçлеççĕ тесе пĕрре те шутламан эпĕ халиччен. Ара, ĕçĕ черченнисем валли мар та-ха. Анчах хăвăрт пĕтĕмлетӳсем туса йăнăшрăм иккен. Ольга участковăйра сакăр çул ĕçлет. Темиçе участковăй ĕçне пурнăçласа пынă вăхăтсем те пулнă. Сакăр çул хушшинче вăл уçнă преступленисен шучĕ те сахал мар. Эпĕ пынă чухне те акă, ун сĕтелли çинче пакет ăшне хунă пистолет выртатчĕ. «Паян 14 сехет те 30 минутра туртса илтĕм»,– терĕ ним пулман пек участковăй-хĕр. Граждансем киличчен (кашни ытларикунпа шăматкун каçхине пилĕк сехетрен пуçласа саккăрччен йышăнаççĕ) пушă вăхăтпа усă курса протоколсем çырать иккен хăй. «Кăнтăрла çырса ларма вăхăт çук, хăш чухне киле илсе кайма та тивет, паян та акă сакăр протокол çырмалла»,– пĕлтерчĕ вăл хăй умĕнчи хут тĕрки çине кăтартса.
Хут ĕçĕ вара чăнах та сахал мар, ахаль протокол çырма –15, ансатраххине (калăпăр, обществăлла вырăнсенче ӳсĕр çӳресе йĕркене пăсни) – 40 минут таранах кирлĕ. Кун пек чух виçĕ листа хут (протокол, постановлени тата рапорт) тултарма тивет-çке.
– Пирĕн, участковăйсен тивĕçĕсем нумай, анчах тĕп тĕллев çынсене преступлени тума чарасси. Çавăнпа хамăр участокри кашни çынна пĕлмелле пирĕн. Кашни хваттере çитмелле. Манăн участока Баруди урамĕнчи 11,13,17, 21, 23, 25-мĕш, Батыршин урамĕнчи 35,37,39-мĕш çуртсем, виçĕ ача сачĕ, 87-мĕш шкул тата музыка шкулĕ кĕрет. Калас пулать, çурчĕсем пурте тенĕ пекех 9-17 хутлисем. Районĕ мĕнлине каламастăп та. Чи кивĕ, шухă Киров районпа чикĕленетпĕр. Шăпах вĕсем преступлени тума килеççĕ те пирĕн пата. Кунти контингент мĕнлерех тата: çурри ĕçкĕç, кашни иккĕмĕшĕ – наркоман. Психика енĕпе чирлисем те çителĕклех. Манăн участокра кăна утмăл ытла. Хăвăр пĕлетĕр, кун пек çынсен чирĕ кашни çуркунне-кĕркунне амаланать.
– Мĕн унта, тĕпрен илсен, пирĕн ĕçĕн 85 проценчĕ пĕрешкел: ĕçкĕçсем, наркомансем, пĕр тăвансен хушшинче хваттер пайлассипе çыхăннă хирĕçӳсем,– калаçăва хутшăнать преступлени пулнă вырăнтан тин çеç таврăннă тепĕр участковăй Артем Кудряшов. – Пирĕн пӳлĕмсене куртăр-и, нумай пулмасть кăна хамăр юсарăмăр,– терĕ вăл сăрă шăрши те пĕтмен стенасене сăтăрнă май. Кунти участковăйсем йĕркелĕхе тытса тăнă вăхăтрах сăрлама, пăта çапма та ӳркенмеççĕ иккен.
– Юрать пирĕн участокра пысăк суту-илӳпе кану комплексĕсем, пасарсем вырнаçман, атту пулсан çурт-йĕрсĕр çапкаланчăксемпе тарăхаттăмăр-ха,– сăмаха тĕп тема çине тавăрать каллех Ольга.
Нумаях пулмасть Фрунзе, Батыршин урамĕсен тăрăхĕнче çамрăк икĕ хĕре пусмăрланă, преступление уçса паман-ха, маньяка шыраççĕ, апла каллех участковăйсен ĕçĕ хушăннă.
– Хамăр тăрăхра маньяк çӳренине пытармастпăр, çавăнпа унăн фоторобот ӳкерчĕкне кашни шкула, кашни ача садне çакнисĕр пуçне, урамра иртен-çӳрене те кăтартатпăр. Кашни хваттере, хваттерте тăракансене, психика енчен сыв маррисене уйрăмах тимлĕх уйăрмалла.
Çапла калаçса ларнă май палăртнă вăхăт та çитрĕ. Участковăй патне арçынпа хĕрарăм килчĕç. Çыннисем кунта пĕрре кăна хутламан курăнать, участковăйсемпе тахçан палланă çынсем пек калаçаççĕ.
– Мĕншĕн йĕркене пăсатăр? Мĕншĕн ĕçлеместĕр?– çине-çинех ыйтать вĕсенчен участковăй.
– Шавламан вĕт. Кам ĕçлемест? Шабаша çӳретĕп,– хуравлать арçын.
Мана, аякран пăхса лараканскере, милиционер юлташ вĕсемпе хытăрах та калаçнă пек туйăнчĕ. Каярах ăнлантăм: урăхла юрамасть иккен. Нумай чухне ăçта суя, ăçта тĕрĕслĕх пулнине тӳрех ăнланса илме çук.
– Пирĕн лайăх психолог пулмалла. Хăш-пĕрисем куç хупмасăрах улталама пăхаççĕ,– ăнлантарать лару-тăрăва милиционер. – Ку «мăшăра» лайăх пĕлетпĕр, вĕсем хăрушшисем мар.
Арçынпа хĕрарăм тухса кайнăранпа вăхăт нумай та иртмерĕ – куç айне «хунар» лартнă, 45 çулсенчи арçын килсе çитрĕ. Хăй каланă тăрăх, ăна подъездра çамрăксем хĕненĕ, укçине, докуменчĕсене вăрланă. Пурăнмалли вырăнĕ çуккипе пĕр тăван шăллĕ пурăнакан подъездра çĕр каçкалать-мĕн, çавăнта çакланнă та ăна чышкă-маклашкă. Анчах çав каç шăв-шава никам та илтмен. Участковăйсене ку çăмхана сӳтме сахалтан та сехет çурă кирлĕ пулчĕ. Арçыннăн шăллĕпе кинĕ те килчĕç, вĕсене ятарласах чĕнтернĕ-мĕн, анчах вĕсенчен шавсăр пуçне усси пулмарĕ, арçыннăн хăй хуйхипе пĕчченех юлмалла-мĕн. Шел те, пропискăсăр, ĕçсĕр, килсĕр-çуртсăр çынна нумай чух милици те пулăшаймасть-тĕр çав. Çитменнине арçын хăй те хайхи хулигансене хирĕç уголовнăй ĕç пуçарас темерĕ ахăр: «Астумастăп нимĕн те»,– тенипех çырлахрĕ.
Те уявсем умĕнхи кун пулнăран, граждансем нумайăнах килмерĕç çав кун.
– Кашни кун паянхи пек пулсан аванччĕ те. Хăш чух коридорта та тăма вырăн пулмасть. Телее, харкашакансем те çук паян. Хăш чух кунта вăрçăринчен кая мар пулкалать. Харкашакан ĕçкĕçсен «концертне» курма тивет. Кун пек çемьесене закон та питех хӳтĕлеймест халĕ. Арăмĕ ӳсĕр харкашакан упăшкине лăплантарма тесе милици чĕнтерчĕ пулсан унăнах штраф тӳлеме тивет. Ĕлĕкхи пек ĕçкĕçе 15 талăка та лартма закон çук халĕ,– ăнлантарать А.Кудряшов.
Милици профессийĕ, уйрăмах участковăй ĕçĕ, пĕрре те хĕрарăм ĕçĕ мар пулнине лайăх ăнлантăм эпĕ çав кун. Юрать, вăрçчансене (дебошир) чарма тивмерĕ, куç айне «хунар» лартнă çынна курсан та чĕтреме пуçланăскер, тӳнсех каяттăм пуль. Ольга Синицина вара урăх çĕре кайма шутламасть: «Хутпа çăрăласси – ĕç мар вăл, преступлени уçса парасси, хулигансене тытасси, вăрçчансене чарасси – вăт ку интереслĕ. Аяк пĕрчи, янах шăммине хуçни тем мар вăл, качча кайиччен тӳрленчĕ»,– терĕ çеç йăл кулса.
Участковăйсемпе сывпуллашнă чух: «Канмалли кунсене лайăх канăр»,– теме çăвара уçрăм кăна. Вĕсем эпĕ мĕн калассине тӳрех ăнланчĕç: «Канма вăхăт çук пирĕн, ыран футбол, «Рубин» вылять, эпир дежурствăра»,– терĕç ахăлтатса.
 
: 1146, Хаçат: 46 (776)

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш:


► URL:
► E-mail: